bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 13
Numbers 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 14 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн халӑх Асирофран хускалса кайнӑ та Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.
2
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
3
ху патӑнтан ҫынсем яр, вӗсем Эпӗ Израиль ывӑлӗсене парас ҫӗре, Ханаан ҫӗрне, пӑхса килччӗр; хӑйсен ашшӗсен йӑхӗнчен пӗрер ҫын — пӗрер пуҫлӑх — ярӑр, тенӗ.
4
Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей вара Фаран пушхирӗнчен ҫынсем янӑ, вӗсем пурте Израиль ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
5
Вӗсен ячӗсем ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Саммуа, Закхур ывӑлӗ,
6
Симеон йӑхӗнчен Сафат, Хорий ывӑлӗ,
7
Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ,
8
Иссахар йӑхӗнчен Игал, Иосиф ывӑлӗ,
9
Ефрем йӑхӗнчен Осия, Нав ывӑлӗ,
10
Вениамин йӑхӗнчен Фалтий, Рафуй ывӑлӗ,
11
Завулон йӑхӗнчен Гаддиил, Содий ывӑлӗ,
12
Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен Гаддий, Сусий ывӑлӗ,
13
Дан йӑхӗнчен Аммиил, Гемаллий ывӑлӗ,
14
Асир йӑхӗнчен Сефур, Михаил ывӑлӗ,
15
Неффалим йӑхӗнчен Нахбий, Вофсий ывӑлӗ,
16
Гад йӑхӗнчен Геуил, Махий ывӑлӗ.
17
Моисей ҫӗр пӑхса килме янӑ ҫынсен ячӗсем ҫаксем пулнӑ ӗнтӗ. Моисей ҫавӑн чухне Осияна, Нав ывӑлне, Иисус ятлӑ хунӑ.
18
Моисей вӗсене [Фаран пушхирӗнчен] Ханаан ҫӗрне пӑхса килме янӑ, вӗсене каланӑ: ҫак кӑнтӑрти ҫӗршыва кайӑр та ту ҫине улӑхӑр,
19
ҫӗрне лайӑх пӑхса ҫаврӑнӑр: вӑл мӗнле ҫӗр, унта пурӑнакан халӑхӗ мӗнлескер, вӑйлӑ-и вӑл, вӑйсӑр-и, сахаллӑн-и вӗсем, йышлӑ-и?
20
ҫав халӑх пурӑнакан ҫӗр еплерех: аван-и вӑл, начар-и? халӑх пурӑнакан хулисем епле? ҫыннисем чатӑрсенче пурӑнаҫҫӗ-и е хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗрсенче-и?
21
ҫӗрӗ епле: мӑнтӑр ҫӗр-и вӑл, ырхан ҫӗр-и? унта йывӑҫ таврашӗ пур-и, ҫук-и? хӑюллӑ пулӑр, ҫав ҫӗрти ҫимӗҫсене илсе килӗр, тенӗ. Ҫакӑ шӑпах иҫӗм ҫырли ӗлкӗрнӗ вӑхӑтра пулнӑ.
22
Вӗсем кайнӑ та унти ҫӗре Син пушхирӗ патӗнчен пуҫласа Емаф ҫывӑхӗнчи Рехов таранах пӑхса тухнӑ;
23
унтан кӑнтӑр еннелле кайнӑ, Хеврон патне ҫитнӗ, унта Енак ачисем Ахиман, Сесай тата Фалмай пурӑннӑ: Хеврон хулине Цоанран — Египет [хулинчен] — ҫичӗ ҫул маларах туса лартнӑ пулнӑ;
24
унтан вӗсем Есхол айлӑмне ҫитнӗ, [ӑна та пӑхса тухнӑ,] ҫавӑнта вӗсем пӗр ҫупкӑм ҫырлаллӑ иҫӗм турачӗ касса илнӗ, ӑна иккӗн каштапа ҫӗклесе кайнӑ; тата нар улмипе смоква та илнӗ;
25
Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ касса илнӗрен ҫак вырӑна Есхол айлӑмӗ тесе ят панӑ.
26
Ҫӗр пӑхса тухсассӑн, вӗсем хӗрӗх кунран каялла таврӑннӑ.
27
Вӗсем ҫула тухнӑ та Моисейпе Аарон патне, пӗтӗм Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне Фаран пушхирне, Кадеса, таврӑннӑ, вӗсем валли тата пӗтӗм халӑх валли хурав илсе килнӗ, вӗсене ҫав ҫӗр ҫимӗҫӗсене кӑтартнӑ;
28
вара Моисее кала-кала панӑ: эпир эсӗ янӑ ҫӗре кайса килтӗмӗр; унта чӑнахах пылпа сӗт юхса выртать, акӑ унти ҫимӗҫсем;
29
анчах вӑл ҫӗрте пурӑнакан халӑх вӑйлӑ, хулисем те питӗ пысӑк, вӗсене тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене куртӑмӑр;
30
Амалик ҫав ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнать, хетсем, [евейсем,] иевусейсем тата аморрейсем ту ҫинче пурӑнаҫҫӗ, ханаансем тинӗс хӗррипе тата Иордан хӗррипе пурӑнаҫҫӗ, тенӗ.
31
Халев вара халӑха Моисей умӗнче лӑплантарса каланӑ: кайӑпӑр та вӑл ҫӗре хамӑр алла илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир ӑна ҫӗнме пултаратпӑр, тенӗ.
32
Анчах унпа пӗрле кайса килнисем урӑхла каланӑ: эпир вӑл халӑха хирӗҫ каяймастпӑр, вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах, тенӗ.
33
Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем;
34
эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36