bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 31
Numbers 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 32 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
мадиансене Израиль ывӑлӗсемшӗн тавӑр, кайран вара хӑвӑн халӑху патне ӑсанӑн, тенӗ.
3
Моисей халӑха ҫапла тесе каланӑ: хӑвӑр хушшӑрти ҫынсене вӑрҫа тухма хатӗрлӗр, вӗсем Ҫӳлхуҫа мадиансене тавӑрнине пурӑнӑҫламашкӑн мадиансене хирӗҫ тухчӑр;
4
Израиль [ывӑлӗсен] кашни йӑхӗнчен пин ҫын вӑрҫа каймалла, тенӗ.
5
Вара израильсен пин-пин ҫыннинчен кӑрал тытнӑ вуникӗ пин ҫын — кашни йӑхран пӗрер пин — суйласа илнӗ.
6
Моисей вӗсене вӑрҫа ӑсатнӑ, кашни йӑхран пин ҫын кайнӑ, вӗсемпе пӗрле Финееса та — [Аарон ывӑлӗн] Елеазарӑн ывӑлне, священника — вӑрҫа янӑ, унӑн аллинче сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗр тата хӑрушлӑха систермелли трупасем пулнӑ.
7
Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ;
8
вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ;
9
мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ,
10
вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ;
11
ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ;
12
тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
13
Моисейпе Елеазар священник тата пӗтӗм халӑх пуҫлӑхӗсем тапӑртан вӗсене хирӗҫ тухнӑ.
14
Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те
15
вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ?
16
вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ;
17
ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр;
18
арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр;
19
ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр;
20
пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.
21
Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла:
22
ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана,
23
тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр;
24
хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.
25
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
26
эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр;
27
тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр;
28
вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил;
29
ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар;
30
Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
31
Моисейпе Елеазар священник вара Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
32
Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ,
33
шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ,
34
ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ,
35
ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.
36
Ҫур тупӑш, вӑрҫӑра пулнисен пайӗ, ҫакӑн чухлӗ пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ,
37
вак выльӑх шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пуҫ парне панӑ;
38
шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ҫитмӗл икӗ пуҫ парне панӑ;
39
ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана утмӑл пӗр пуҫ парне панӑ;
40
вунултӑ пин ҫын, ҫав шутран Ҫӳлхуҫана вӑтӑр икӗ чун парне панӑ.
41
Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ҫак парнене, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене, Моисей Елеазар священника панӑ.
42
Вӑрҫӑра пулнисем илсе килнӗ тупӑшӑн ҫуррине Моисей Израиль ывӑлӗсене уйӑрса панӑ;
43
халӑха тивӗҫлӗ ҫур тупӑш ҫапла пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ,
44
шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ,
45
ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ,
46
вунултӑ пин ҫын.
47
Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Израиль халӑхне тивӗҫлӗ пайран Моисей, кашни аллӑ ҫынран, кашни аллӑ выльӑхран пӗр пуҫ илсе, ӑна Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене панӑ.
48
Моисей патне ҫарти темиҫе пин ҫын пуҫлӑхӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем пынӑ та
49
Моисее каланӑ: санӑн чурусем пире шанса панӑ ҫар ҫыннисене шутласа тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри те пӗтмен;
50
хамӑр чунсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатмашкӑн акӑ эпир Ҫӳлхуҫана парне кӳретпӗр, кам мӗнле ылтӑн япала тупнӑ, ҫавна илсе килтӗмӗр: вӑчӑрасем, сулӑсем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, алкасем паратпӑр, тенӗ.
51
Моисейпе Елеазар священник вӗсенчен ҫав ылтӑн япаласене пӗтӗмпех илнӗ;
52
пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ылтӑн вунултӑ пин те ҫичҫӗр аллӑ сикль тайнӑ.
53
Ҫар ҫыннисем кашнийӗ харпӑр хӑй валли ҫаратнӑ.
54
Моисейпе Елеазар священник пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем панӑ ылтӑна илсе ӑна Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнмашкӑн пуху чатӑрне пырса панӑ.
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 32 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36