bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 29
Numbers 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 30 →
1
Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр;
2
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
3
ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,
4
ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,
5
тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр,
6
ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
7
Ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче те] сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр: ун чухне чунӑра йӑвашлатӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;
8
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр;
9
ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,
10
ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,
11
тата ҫылӑх каҫарттарма, [хӑвӑра тасатма,] пӗр качака таки кӳрӗр; ҫакна тасалмалли кун ҫылӑхшӑн кӳмелли парне ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, [йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ].
12
Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун хушши уявлӑр;
13
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: вунвиҫӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр; вӗсем айӑпсӑр пулччӑр,
14
ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: вунвиҫӗ пӑруран кашнийӗ пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, икӗ такаран кашнийӗ пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,
15
вунтӑватӑ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,
16
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳрӗр, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне ҫумне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
17
Иккӗмӗш кунӗнче вуникӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
18
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
19
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
20
Виҫҫӗмӗш кунӗнче вунпӗр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
21
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
22
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
23
Тӑваттӑмӗш кунне вунӑ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
24
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
25
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
26
Пиллӗкӗмӗш кунне тӑхӑр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
27
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
28
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
29
Улттӑмӗш кунне сакӑр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
30
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
31
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
32
Ҫиччӗмӗш кунне ҫичӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек парӑр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
33
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
34
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
35
Саккӑрмӗш кунӗ уявпа сывпуллашма пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;
36
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,
37
йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла
38
тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
39
Хӑвӑрӑн уявӑрсенче Ҫӳлхуҫана ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр, ӑна сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳнӗ парне ҫийӗнчен, тырӑ-пулӑ парни тата канӑҫлӑх парни ҫийӗнчен памалла, тенӗ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36