bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 15
Numbers 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 16 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗре ҫитсессӗн,
3
ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре пуҫлатӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе вӑкӑрсем, сурӑхсем пусса кӳрекен парне, е тимлӗ пулнипе кӳрекен парне, е хӑвӑр уявӑрсенче паракан парнесем кӳре пуҫлатӑр, —
4
ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен ҫыннӑн тырӑ-пулӑран [ефан] вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳмелле, ӑна гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштармалла;
5
[ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе,] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ чухне е пусса паракан парне кӳнӗ чухне кашни путек пуҫне юхтарса пама гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ эрех пар.
6
Ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, така кӳнӗ чухне тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ пар, ӑна гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштар;
7
парне ҫине юхтарса пама гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ эрех илсе пыр.
8
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе пусса кӳрекен парне, е тата Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни пама ҫамрӑк вӑкӑр кӳретӗн пулсассӑн,
9
вӑкӑрпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пымалла, ӑна ҫур гин йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса памалла;
10
ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, парне ҫине юхтарса памашкӑн ҫур гин эрех илсе пыр.
11
Вӑкӑр, така, сурӑх путекки е качака путекки кӳмессерен ҫапла ту;
12
хӑвӑр кӳрекен парнесен шучӗ тӑрӑх, кашни парне пуҫне, вӗсен шучӗ тӑрӑх ҫапла тӑвӑр.
13
Ҫав ҫӗрте пурӑнакан кирек камӑн та ҫакна, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫапла тумалла;
14
сирӗн хушшӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн та, сирӗн йӑхӑрсем хушшинче пурӑнакан кирек кам та ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе парне парать пулсассӑн, унӑн та эсир тунӑ пекех тумалла;
15
эсир — [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ, сирӗншӗн те, [сирӗн патӑрта] пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та йӗрке пӗрре, вӑл сирӗн сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр: эсир хӑвӑр та, ютран килнӗ ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗр пулатӑр;
16
сирӗншӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та пӗр саккун, пӗр тивӗҫ пултӑр, тенӗ.
17
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
18
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ илсе каякан ҫӗре кӗрсессӗн,
19
ҫав ҫӗрти ҫӑкӑра ҫие пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр;
20
малтанхи чустӑртан пашалу пӗҫерсе, ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; вӑл анкартинчен кӳнӗ парне пултӑр.
21
Ҫӳлхуҫана малтанхи чустӑртан парне парассине сыпӑкран сыпӑка туса тӑрӑр.
22
Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн,
23
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн,
24
ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр;
25
вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ;
26
Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
27
Пӗлмен пирки кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑх парни пама пӗр ҫулхи качака кӳтӗр;
28
Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑнӑшпа ҫылӑх тунӑ чуна священник тасатӗ, вӑл вара тасалӗ, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ;
29
кам та кам йӑнӑшпа мӗн те пулин тусассӑн, ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Израиль ҫыннишӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та сирӗн пӗр саккун пултӑр.
30
Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ,
31
мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.
32
Израиль ывӑлӗсем пушхирте тӑнӑ чухне шӑматкун вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнӑ;
33
[шӑматкун] вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнисем ӑна Моисейпе Аарон патне, [Израиль ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ патне илсе пынӑ;
34
ӑна мӗн тумалли паллӑ пулман-ха, ҫавӑнпа ӑна хурал тӑратса хупса лартнӑ.
35
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ; тапӑр тулашӗнче ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлертӗр, тенӗ.
36
Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӗтӗм халӑх ӑна, тапӑр тулашне илсе тухса, чулпа пере-пере ӳкернӗ, вара вӑл вилнӗ.
37
Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
38
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр;
39
ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр,
40
сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.
41
Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36