bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 10
Numbers 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 11 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар;
3
икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ:
4
пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ;
5
хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;
6
хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр;
7
пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар;
8
трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр;
9
хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр;
10
хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
11
Иккӗмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пӗлӗт Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫийӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ;
12
Израиль ывӑлӗсем вара тапӑрӑн-тапӑрӑн Синай пушхирӗнчен хускалса тухнӑ; пӗлӗт Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.
13
Ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе малтанхи хут тапранса тухнӑ.
14
Чи малтан Иуда ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ;
15
Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ;
16
Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ.
17
Кӗлӗ чатӑрне сӳтсе илнӗ те ӑна ҫӗклесе пыракан Гирсон ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсем хускалса кайнӑ.
18
Унтан Рувим тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ, унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ;
19
Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ;
20
Гад ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ.
21
Унтан сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе пыракан Кааф ывӑлӗсем хускалса кайнӑ; кӗлӗ чатӑрне вӗсем ҫитичченех лартса хунӑ.
22
Унтан Ефрем ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ;
23
Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ;
24
Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, пулнӑ.
25
Пур тапӑртан кайран Дан ывӑлӗсен элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ;
26
Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ;
27
Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ.
28
Израиль ывӑлӗсем ҫарӑн-ҫарӑн каймалли йӗрке акӑ ҫакӑ ӗнтӗ. Вӗсем вара ҫула тухнӑ.
29
Моисей Ховава — Рагуил ывӑлне, мадиан ҫыннине, хӑйӗн хурӑнташне — каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫамӑр «сире ҫак ҫӗре парӑп» тенӗ вырӑна каятпӑр; атя пирӗнпе пӗрле, эпир сана ырӑлӑх кӑтартӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ҫинчен Ҫӳлхуҫа ырӑ каланӑ, тенӗ.
30
Анчах Ховав ӑна: пымастӑп; эпӗ хамӑн ҫӗрӗме, хамӑн ҫуралнӑ ҫӗршывӑма каятӑп, тенӗ.
31
Моисей вара каланӑ: ан пӑрахсам пире, мӗншӗн тесессӗн эпир пушхирте епле тапӑрӑн вырӑнаҫса тухнине эсӗ пӗлетӗн, эсӗ пирӗншӗн куҫ пулӑттӑн;
32
пирӗнпе пӗрле пырсассӑн, хамӑра Ҫӳлхуҫа кӑтартас ырӑлӑха эпир сана та кӑтартӑпӑр, тенӗ.
33
Вара вӗсем Ҫӳлхуҫа тӑвӗ патӗнчен виҫӗ кун каймалли ҫула хускалса тухнӑ, ӑҫта чарӑнса тӑмалли вырӑна палӑртса, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи те виҫӗ кун вӗсен умӗнчен пынӑ.
34
Тапӑртан хускалса тухсассӑн, кӑнтӑрла вӗсен тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ пынӑ.
35
Ҫула тухма саккун арчине ҫӗкленӗ чухне Моисей каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, Санӑн тӑшманусем саланччӑр, Сана курайманнисем Санӑн умӑнтан тарса ҫухалччӑр! тенӗ.
36
Саккун арчи чарӑнса тӑнӑ чухне вӑл: эй Ҫӳлхуҫа, Израилӗн пиншер-пиншер ҫынни патне, вуншар-вуншар пинӗ патне таврӑн! тенӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36