bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 1
Ezekiel 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 2 →
1
Ҫапла пулчӗ: вӑтӑрмӗш ҫулта, тӑваттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче тыткӑна илсе килнӗ халӑх хушшинче тӑнӑ чухне, тӳпе уҫӑлса кайрӗ те, эпӗ Турӑ кӑтартнине куртӑм.
2
Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ)
3
Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.
4
Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать,
5
ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек;
6
кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ;
7
урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).
8
Ҫуначӗсем айӗнче — этем аллисем, тӑватӑ енче те ҫавӑн пек;
9
пурте, тӑваттӑшӗ те, — пит-куҫлӑ, ҫунатлӑ; ҫуначӗсем вӗсен пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ; пынӑ чухне вӗсем пӑрӑнса каймаҫҫӗ, хӑйсен пичӗ-куҫӗ ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла каяҫҫӗ.
10
Вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫакӑн евӗрлӗ — сылтӑм енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, этем пичӗ-куҫӗ пек тата арӑслан пичӗ-куҫӗ пек; сулахай енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, — пӑру пичӗ-куҫӗ пек тата ӑмӑрткайӑк пичӗ-куҫӗ пек.
11
Вӗсен пичӗ-куҫӗ, вӗсен ҫуначӗсем ҫӳлтен уйрӑммӑн курӑнаҫҫӗ, анчах кашнийӗн икӗ ҫуначӗ теприсен ҫуначӗсене перӗнсе тӑрать, ытти икӗ ҫуначӗ тӑлпӑвне витсе тӑрать.
12
Вӗсем кашнийӗ хӑй пичӗ-куҫӗ хӑш еннелле пӑхать, ҫав еннелле каяҫҫӗ; Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, ҫавӑнталла каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнса каймаҫҫӗ.
13
Ҫав чӗрчунсем шӗл-кӑвар евӗрлӗ, ҫутнӑ лампада евӗрлӗ; чӗрчунсем хушшинче вут-ҫулӑм ҫӳрет, вут-ҫулӑм ялтӑртатать, ҫиҫет, ун ӑшӗнчен ҫиҫӗм тухать.
14
Чӗрчунсем унталла та кунталла ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ҫӳреҫҫӗ.
15
Эпӗ чӗрчунсем ҫине пӑхрӑм: акӑ ҫӗр ҫинче, ҫав чӗрчунсем патӗнче, вӗсенӗн тӑватӑ пичӗ-куҫӗ умӗнче пӗрер кустӑрма.
16
Ҫав кустӑрмасем, ӗренкине пӑхсан та, тытӑмне пӑхсан та, — топаз майлӑ, вӗсем тӑваттӑшӗ те пӗр евӗрлӗ; ӗренкине пӑхсан та, тытӑмне пӑхсан та, — пӗр кустӑрми тепӗр кустӑрми ӑшӗнче тӑнӑ пек курӑнать.
17
Пынӑ чухне вӗсем хӑйсен тӑватӑ енне каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ.
18
Тукунӗсем вӗсен — ҫӳллӗ те хӑрушӑ; вӗсен тӑваттӑшӗн та тукунӗсем тавра туп-тулли куҫ.
19
Чӗрчунсем пынӑ чухне кустӑрмасем те вӗсен тӗлӗпе пыраҫҫӗ; чӗрчунсем ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсе кайнӑ чухне кустӑрмасем те ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.
20
Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, чӗрчунсем те ҫавӑнталла каяҫҫӗ; Сывлӑш кирек ӑҫталла кайтӑр, кустӑрмасем те вӗсемпе пӗрлех ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, мӗншӗн тесен кустӑрмасенче те чӗрчунсен чӗмӗ пулнӑ.
21
Чӗрчунсем пынӑ чухне кустӑрмасем те пыраҫҫӗ; вӗсем чарӑнсан, кусем те чарӑнса тӑраҫҫӗ; вӗсем ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсе кайсан, вӗсемпе пӗрле кустӑрмасем те ҫӗкленсе каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен кустӑрмасенче те чӗрчунсен чӗмӗ пулнӑ.
22
Чӗрчунсен пуҫӗ тӗлӗнче пӗлӗт тӳпи евӗрлӗскер курӑнать, вӑл — ҫӳлте, вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче сарӑлса тӑракан тӗлӗнмелле кристалл евӗрлӗ.
23
Ҫав пӗлӗт тӳпи айӗнчи чӗрчунсем хӑйсен ҫунаттисене пӗр-пӗрин патне тӳррӗн сарнӑ, тата кашнийӗ хӑйӗн икӗ ҫуначӗпе хӑйне хуплать, кашнийӗ хӑйӗн икӗ ҫуначӗпе тӑлпӑвне витсе тӑрать.
24
Вӗсем пынӑ чухне эпӗ вӗсен ҫуначӗсен шавне илтрӗм, вӑл — пысӑк шывсен сасси пек, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сасси пек, хӑватлӑ шав, вӑл ҫар тапӑрӗнчи шав евӗрлӗ; чарӑнса тӑнӑ чухне вара вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.
25
Вӗсен пуҫӗ тӗлӗнчи тӳперен сасӑ илтӗнет; чарӑнса тӑрсассӑн, вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.
26
Вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче тӑракан тӳпе тӗлӗнче сапфир теекен чулран тунӑ патша пуканӗ евӗрлӗскер курӑнать; патша пуканӗ евӗрли ҫинче ҫын евӗрлӗскер ларать.
27
Куртӑм вара — металл ялкӑшать пек, ун ӑшӗнче, ун тавра вут-ҫулӑм ялкӑшать пек; пилӗкӗ евӗрлинчен ҫӳлелле те, пилӗкӗ евӗрлинчен аялалла та эпӗ темӗнле вут куртӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑрать.
28
Ҫав йӗри-тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑни ҫумӑр вӑхӑтӗнче пӗлӗт ҫинче пулакан асамат кӗперӗ евӗрлӗччӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48