bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 13
Ezekiel 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 14 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Израиль пророкӗсене, пуласси ҫинчен калакан пророксене, малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтер, ҫавсене, хӑйсен ӑсӗпе калаҫаканскерсене, кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр! те.
3
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӑссӑр пророксене хуйхӑ ҫитӗ, вӗсем хӑйсен сывлӑшӗ ертнипе ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем вӗсем нимӗн те курман!
4
Израиль, санӑн пророкусем ишӗлчӗксем хушшинчи тилӗсем евӗрлӗ.
5
Эсир Ҫӳлхуҫа кунӗнчи ҫапӑҫура ҫирӗп тӑрасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫӗмӗрнӗ вырӑнсене юсамастӑр, Израиль килне хӳмепе хӳтӗлеместӗр, тесе калать те.
6
Вӗсем ҫук япалана кураҫҫӗ, «Ҫӳлхуҫа каларӗ» тесе, пуласси ҫинчен суя суяҫҫӗ; вӗсене Ҫӳлхуҫа яман; тата вӗсем хӑйсен сӑмахӗ пулать тесе шантараҫҫӗ.
7
Эсир ҫук япалана курман-и? Эпӗ каламан хушӑрах эсир, «Ҫӳлхуҫа каларӗ» тесе, пуласси ҫинчен ултавлӑ каламастӑр-и?
8
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир пушӑ сӑмах калатӑр, куҫӑра курӑннинче суя-ултав куратӑр, ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ — сире хирӗҫ! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
9
Манӑн аллӑм ҫук япала куракан, пуласси ҫинчен ултавлӑ калакан пророксене хирӗҫ ҫӗкленӗ; вӗсем Манӑн халӑхӑмӑн канашӗнче пулмӗҫ, Израиль килӗн йышне ҫырнӑ хут ҫине те ҫырӑнаймӗҫ, Израиль ҫӗрне те кӗреймӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.
10
Вӗсем, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех «канӑҫлӑх» тесе, Манӑн халӑхӑма аташтараҫҫӗ; вӑл тӑвакан хӳмене вӗсем пылчӑкпа сӗреҫҫӗ,
11
хӳмене пылчӑкпа сӗрекенсене кала: хӳме ӳкет, те. Шалкӑм ҫумӑр ҫитӗ те, эсир, пӑр пӗрчисем, чул пек тӑкӑнӑр, тӑвӑллӑ ҫил хӳмене татса ывӑтӗ.
12
Акӑ ӗнтӗ хӳме ӳкӗ; ҫавӑн чухне сире: «мӗнпе сӗртӗр, сӗрмелли япалӑр ӑҫта?» темӗҫ-и?
13
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.
14
Эсир пылчӑкпа сӗрнӗ хӳмене ҫӗмӗрӗп, ӑна ҫӗре ишсе антарӑп, ӗнтӗ унӑн никӗсӗ тухӗ, арканӗ вӑл, унпа пӗрле эсир те пӗтетӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
15
Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук,
16
Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
17
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер,
18
кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ! Ман халӑхӑмӑн чунӗсене ярса илсе, эсир хӑвӑр чунӑрсене ҫӑлайӑр-и?
19
Темиҫе ывӑҫ урпапа ҫӑкӑр татӑкӗшӗн Мана Хамӑн халӑхӑм умӗнче чысран кӑларатӑр, вилмелле мар чунсене вӗлеретӗр, вилмелли чунсене чӗрӗ хӑваратӑр, суя суйнине итлекен халӑха улталатӑр.
20
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — сирӗн ӑрӑмҫӑ енчӗкӗсене хирӗҫ! эсир унта вӗсемпе, хӑвӑр патӑра тата вӗҫсе килччӗр тесе, чунсене ярса тытатӑр, енчӗксене хул айӗнченех туртса илӗп, эсир хӑвӑр пата тата вӗҫсе килччӗр тесе ярса тытнӑ чунсене ирӗке кӑларӑп.
21
Пӗркенчӗкӗрсене те ҫурса тӑкӑп, Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, ӗнтӗ вӗсем сирӗн аллӑрти тупӑш пулмӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.
22
Эсир Эпӗ хуйхӑртас мар тенӗ сӑваплӑ ҫынсен чӗрисене хуйхӑртнӑшӑн, хӑйӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗнчен ан пӑрӑнайтӑр, пурӑнӑҫне ҫӑлса ан хӑварайтӑр тесе ҫылӑхлӑ ҫыннӑн аллине тӗрек парса тӑнӑшӑн —
23
ҫакӑншӑнах ӗнтӗ сире ҫук япаласем урӑх курӑнмӗҫ, ӗнтӗ малашне пуласси ҫинчен те тӗшмӗртеймӗр; Эпӗ Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→