bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 8
Ezekiel 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 9 →
1
Ку улттӑмӗш ҫулта, улттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче пулчӗ: эпӗ хамӑн килӗмре лараттӑм, Иудейӑн аслӑ ҫыннисем ман умӑмра ларатчӗҫ, ҫавӑн чухне ҫавӑнта ман ҫине Ҫӳлхуҫа Турӑ алли анчӗ.
2
Куртӑм вара: акӑ ҫын евӗрлӗскер, вӑл — вут-кӑвар пек, пилӗкӗнчен пуҫласа аялалла — вут, пилӗкӗнчен пуҫласа ҫӳлелле — ҫиҫсе-ялтӑраса тӑрать, ҫулӑм ҫути пек.
3
Вӑл алӑ евӗрлӗскерне тӑсрӗ те мана ҫӳҫрен ярса тытрӗ, Сывлӑш мана ҫӗрпе пӗлӗт хушшине ҫӗклесе хӑпарчӗ, Турӑ мана Иерусалим хулине, ҫурҫӗр енчи шалти хапха умне, илсе ҫитерчӗ, унта вара тарӑхтармӑш йӗрӗх, тарӑхтаракан йӗрӗх, лартнӑччӗ.
4
Эпӗ ҫавӑнта Израиль Туррийӗн мухтавлӑхне, хам унччен хирте курнӑскере, куртӑм.
5
Каларӗ мана: этем ывӑлӗ! пуҫна ҫӗклесе ҫурҫӗрелле пӑх-ха, терӗ. Эпӗ вара пуҫӑма ҫӗклесе ҫурҫӗрелле пӑхрӑм та, акӑ парне вырӑнӗн хапхи умӗнче ҫурҫӗр енче — леш тарӑхтармӑш йӗрӗх, кӗмелли вырӑнтах лараканскер.
6
Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! вӗсем мӗн тунине куратӑн-и? Израиль килӗ ҫакӑнта ҫапла тем тӗрлӗ ирсӗр ӗҫсем тунине куратӑн-и? Ҫавна пула Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ вырӑнӑма пӑрахса кайӑп. Ҫаврӑнса пӑх-ха, эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.
7
Вара мана картишне кӗмелли ҫӗре илсе пычӗ, пӑхрӑм та эпӗ — акӑ хӳмере хушӑк пур-мӗн.
8
Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! хӳмене шӑтарса кӗр, терӗ; эпӗ вара ҫав хӳмери хушӑка шӑтарса пысӑклатрӑм та — акӑ темӗскерле алӑк курӑнса кайрӗ.
9
Мана каларӗ: кӗр, вӗсен ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелли ирсӗр ӗҫӗсене кӗрсе кур, терӗ.
10
Эпӗ шала кӗтӗм те куртӑм: йӗри-тавра тем-тем тӗрлӗ ҫӗлен-калта, таса мар выльӑх тата Израиль килӗн тӗрлӗ йӗрӗхне ӳкерсе тухнӑ.
11
Вӗсен умӗнче Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисенчен ҫитмӗл ҫынни тӑрать, Сафан ывӑлӗ Иезания та вӗсен хушшинчехчӗ; кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне тытнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм ҫӑра пӗлӗт пек ҫӳлелле хӑпарать.
12
Мана каларӗ: этем ывӑлӗ, Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисем тӗттӗм ҫӗрте, кашнийӗ хӑйӗн пӳлӗмӗнче — ӳкерчӗксем ӳкерсе тухнӑ пӳлӗмре — мӗн тунине куратӑн-и? вӗсем ӗнтӗ: «пире Ҫӳлхуҫа курмасть, Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахнӑ» теҫҫӗ, терӗ.
13
Мана тата каларӗ: ҫаврӑнса пӑх-ха, вара вӗсем тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем тунине курӑн, терӗ.
14
Вара Вӑл мана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн ҫурҫӗр енчи хапхи умне илсе пычӗ, акӑ унта Фаммузшӑн хурланса йӗрекен хӗрарӑмсем лараҫҫӗ.
15
Мана тата каларӗ: этем ывӑлӗ, куратӑн-и? пӑх-ха, вара эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.
16
Вара мана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн шалти картишне илсе кӗчӗ, акӑ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗ патӗнче, пӑлтӑрпа парне вырӑнӗ хушшинче, ҫирӗм пиллӗке яхӑн арҫын тӑрать, вӗсем пурте Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӳртӗн тӑраҫҫӗ, тухӑҫ еннелле пӑхаҫҫӗ, тухӑҫ еннелле пӑхса хӗвеле пуҫҫапаҫҫӗ.
17
Мана каларӗ: этем ывӑлӗ, куратӑн-и? Иуда килне вӗсем ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелле ӗҫсем ҫитмен-им? вӗсем ҫӗршывра та ирсӗр ӗҫсем туса тултарчӗҫ, вӗсем Мана ҫав тери ҫиллентереҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ вӗсем сӑмси умӗнче туратсем тытса тӑраҫҫӗ.
18
Ҫакӑншӑн Эпӗ те хаярлӑхӑмпа тавӑрма пуҫлӑп; куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; вӗсем Манӑн хӑлхаран хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӑлӑнсан та, вӗсене илтессӗм ҫук, терӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48