bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 5
Ezekiel 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 6 →
1
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, ҫивӗч ҫӗҫӗ тыт, сухал хыракансен ҫӗҫҫине тыт, ҫавӑнпа ҫӳҫӳпе сухална хыр, унтан виҫе ил, каснӑ ҫӳҫне виҫӗ пая пайла, терӗ.
2
Хулана ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн ҫӳҫӳн виҫҫӗмӗш пайне хула варринче ҫунтарса яр; тепӗр виҫҫӗмӗш пайне ил те хула айккинче ҫӗҫӗпе тураса пӑрах; тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне ҫилпе вӗҫтерсе яр; Эпӗ вара вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.
3
Ҫав юлашки пайӗнчен кӑштах уйӑрса ил те ӑна арку вӗҫне ҫыхса хур.
4
Ӗнтӗ ҫакӑнтан та уйӑрса ил, ӑна вута ывӑт, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр. Ҫакӑнтан пӗтӗм Израиль килне хыпса илекен вут тухӗ, терӗ.
5
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ку вӑл — Иерусалим! Эпӗ ӑна халӑхсем варрине лартрӑм, унӑн йӗри-тавра — тӗрлӗ ҫӗр.
6
Вӑл вара Эпӗ хунӑ йӗркесене хирӗҫ суя тӗнпе пурӑнакансенчен те ытларах усал турӗ, Манӑн йӗркеме хирӗҫ хӑй таврашӗнчи ҫӗрсенчен те начартарах турӗ: вӗсем Эпӗ хунӑ йӗркесене йышӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ, тет.
7
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йӗркесӗр ӗҫӗрсене эсир хӑвӑр тавра пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсенчен те нумайрах турӑр, эсир Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмастӑр, Эпӗ хунӑ йӗркесене тытмастӑр, эсир хӑвӑр тавра суя тӗнпе пурӑнакансен йӑли-йӗркипе те пурӑнмастӑр,
8
ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫапла тунӑшӑн акӑ Эпӗ те, Эпӗ Хам та — сана хирӗҫ, сана суя тӗнпе пурӑнакансем умӗнче сут тӑвӑп.
9
Пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳсемшӗн сана нихӑҫан туманнине, ӳлӗмрен те ун пек тӑвассӑм ҫуккине кӑтартӑп.
10
Ҫапла тунӑшӑн сирӗн хушшӑрта ашшӗсем ывӑлӗсене ҫийӗҫ, ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗсене ҫийӗҫ; эпӗ сана сут тӑвӑп, чӗрӗ юлнисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, тет.
11
Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма хӑвӑн пӗтӗм йӗрӗнчӗк ӗҫӳсемпе, путсӗр ӗҫӳсемпе ирсӗрлетнӗшӗн Эпӗ сана кӗҫӗне хӑварӑп, куҫӑм сана хӗрхенес ҫук, Эпӗ сана каҫармӑп.
12
Санӑн виҫҫӗмӗш пайӗ хӗн-суранпа асапланса вилӗ, хӑвӑр хушшӑрта выҫӑпа пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайӗ хӑвӑн таврашунтах хӗҫ айне пулса пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайне вара пӗтӗм ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.
13
Вара ҫиллӗм ҫаврӑнӗ те, вӗсем ҫине янӑ хаярлӑхӑм иртсе кайӗ те — лӑпланӑп; вӗсем ҫине янӑ хаярлӑхӑм иртсессӗн, Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсемшӗн хытӑ тӑнӑран ҫапла каланине пӗлӗҫ вара.
14
Сана пушхир тӑвӑп, сана хӑвӑн таврари халӑхсем хушшинче, кашни иртен-ҫӳрен умӗнче мӑшкӑл кӑтартӑп.
15
Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм;
16
Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн,
17
сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48