bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 23
Ezekiel 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 24 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! пӗр амӑшӗнчен ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм пулнӑ,
3
вӗсем Египетра аснӑ, хӑйсем ҫамрӑк чухне аснӑ; вӗсен кӑкӑрне ҫавӑнта чӑмӑртанӑ, хӗр чӗччине ҫавӑнта ирсӗрленӗ.
4
Вӗсен ячӗсем: асли — Огола, унӑн йӑмӑкӗ — Оголива. Вӗсем Манӑнччӗ, вӗсем ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратрӗҫ; Оголӑна — Самари тесе, Оголивӑна Иерусалим тесе ят хунӑччӗ.
5
Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ,
6
яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ;
7
Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ;
8
Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
9
Ҫакӑншӑн Эпӗ ӑна хӑй иленнӗ еркӗнӗсен, Ассур ывӑлӗсенӗн, аллине патӑм та ӗнтӗ.
10
Лешӗсем унӑн ҫарамасне уҫрӗҫ, унӑн ывӑлӗсемпе унӑн хӗрӗсене илсе кайрӗҫ, хӑйне хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ. Хӑйне вӗлернӗ кун вӑл хӗрарӑмсем хушшинче намӑса тухрӗ.
11
Йӑмӑкӗ, Оголива, ҫакна курса тӑчӗ, анчах вӑл тата асӑхрах, тата ясартарах пулчӗ, унӑн аскӑнлӑхӗ аппӑшӗн аскӑнлӑхӗнчен те иртсе кайрӗ.
12
Вӑл Ассур ывӑлӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, хӑй кӳршисене, капӑр тумланнӑскерсене, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене, пӗтӗм маттур ҫамрӑка иленчӗ.
13
Эпӗ вӑл хӑйне ирсӗрленине, вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫулпа пынине куртӑм.
14
Анчах та ку вара аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса тултарчӗ: хӳме ҫине касса ӳкернӗ арҫынсене, сӑрӑпа сӑрласа ӳкернӗ халдейсене,
15
пилӗкне пиҫиххи, пуҫне чаплӑ пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, ҫарпуҫ пекех курӑнаканскерсене, Вавилон ывӑлӗсем евӗрлӗскерсене, Халдея ҫӗрӗнче ҫуралнӑскерсене, курчӗ те,
16
вӗсене пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ те Халдея ҫӗрне элчӗсем ячӗ.
17
Вара Вавилон ывӑлӗсем унӑн савӑш вырӑнӗ ҫине улӑхрӗҫ, ӑна хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе ирсӗрлетрӗҫ, вӑл та хӑйне вӗсемпе ирсӗрлетрӗ; унӑн чунӗ вара вӗсенчен сивӗнчӗ.
18
Вӑл ҫапла куҫкӗретех асма пуҫласассӑн, хӑйӗн ҫарамасне уҫсассӑн, Манӑн чунӑм унӑн аппӑшӗнчен мӗнле сивӗннӗччӗ, кунтан та ҫавӑн пекех сивӗнчӗ.
19
Вӑл, хӑйӗн ҫамрӑклӑх кунӗсенче Египет ҫӗрӗнче епле аснине аса илсе, аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса пычӗ;
20
хӑйӗн еркӗнӗсене иленчӗ, лешӗсен ӳчӗ вара — ашак ӳчӗ, ӳт чарусӑрлӑхӗ ӑйӑр чарусӑрлӑхӗ пек.
21
Ху ҫамрӑк чухне епле аснине ҫапла аса илтӗн иккен, ун чухне Египет ҫыннисем никам тӗкӗнмен чӗччӳне чӑмӑртарӗҫ.
22
Ҫавӑнпа та, Оголива, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ чуну сивӗннӗ еркӗнӳсене сана хирӗҫ тӑратӑп, вӗсене сана хирӗҫ пур енчен те пухса килӗп:
23
Вавилон ывӑлӗсене, пӗтӗм халдее, Пеходран, Шоаран тата Коаран илсе килӗп, вӗсемпе пӗрле мӗнпур Ассур ывӑлне, илемлӗ йӗкӗтсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫӗсене, ҫулпуҫсемпе ятлӑ ҫынсене, пӗтӗм ӑста юланутҫӑна илсе килӗп.
24
Вара сана хирӗҫ вӑрҫӑ кӑралӗпе, утсемпе, ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхпа тухӗҫ те сана хурҫӑ тум, тимӗр калпак тӑхӑннӑ, аллине хулкан тытнӑ ҫынсем ҫавӑрса илӗҫ, сана ҫавсен аллине сута парӑп, вӗсем сана хӑйсен сучӗпе сут тӑвӗҫ.
25
Хамӑн кӗвӗҫӗвӗме сана хирӗҫ ярӑп, вара сана хаяррӑн пӗтерӗҫ: сӑмсупа хӑлхуна касса ывӑтӗҫ, ыттийӗ санӑн хӗҫ айне ӳкӗ; ывӑлусемпе хӗрӳсене илсе кайӗҫ, ыттийӗ вутпа ҫунса кайӗ;
26
сан ҫийӳнтен тумтирне сӳсе илӗҫ, капӑр тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ.
27
Египет ҫӗрӗнчен илсе килнӗ аскӑнлӑхупа шухӑлӑхна пӗтерсе лартӑп, вара урӑх вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмӑн, Египет ҫинчен урӑх аса илмӗн.
28
Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ сана ху курайми пулнӑ ҫынсен аллине, чуну сивӗннӗ ҫынсен аллине паратӑп.
29
Ӗнтӗ сана тискерле тавӑрӗҫ, ӗҫлесе пухнӑ мӗнпур мулна туртса илӗҫ, сана ҫарамаслантарӗҫ, нимӗнсӗр пӑрахса хӑварӗҫ, вара намӑссӑр ҫарамасу, шухӑлӑху, аскӑнлӑху пӗтӗмпе курӑнӗ.
30
Халӑхсемпе аснӑшӑн, хӑвна вӗсен йӗрӗхӗсемпе ирсӗрлетнӗшӗн ҫапла тӑвӗҫ сана.
31
Эсӗ хӑвӑн аппу ҫулӗпе ҫӳрерӗн; ҫавӑнпа ӗнтӗ аллуна унӑн куркине тыттарӑп.
32
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аппун куркине ӗҫӗн эсӗ, курки тарӑн та сарлака, шутсӑр нумай кӗрет унта, ҫавӑнпа ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑла юлӑн.
33
Ӳсӗрӗлӗн, хуйхӑ-суйхӑпа ӑнран кайӑн: тискерлӗхпе ҫарату курки — аппу курки, Самари курки!
34
Ӗҫӗн, тӗппипе ӗҫсе ярӑн, унӑн катӑкӗсене ҫуласа илӗн, кайран кӑкӑрна тӑпӑлтарӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
35
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсӗ Мана мантӑн, Манран пӑрӑнтӑн, ҫавӑншӑн халӗ ӗнтӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн, хӑвӑн аскӑнлӑхушӑн тӳс, тет.
36
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Оголӑпа Оголивӑна сут тӑвас тетӗн-и? вӗсене хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар:
37
асрӗҫ-асӑхрӗҫ вӗсем, юн вӗсен аллисем ҫинче, хӑйсен йӗрӗхӗсемпе асрӗҫ, Ман валли ҫуратнӑ ывӑлӗсене, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, вӗсене ҫиме пачӗҫ.
38
Вӗсем Мана тата акӑ мӗн кӑтартрӗҫ: ҫав кунах Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлерӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ:
39
вӗсем хӑйсен ачисене йӗрӗхӗсем валли пуснӑ кун Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ҫӳрерӗҫ, ҫапла ӑна ирсӗрлерӗҫ; Манӑн Ҫуртӑмра вӗсем акӑ мӗн хӑтланчӗҫ!
40
Кунсӑр пуҫне тата вӗсем аякран килекен ҫынсене чӗнме ячӗҫ; вӗсем патне элчӗсем ячӗҫ, лешӗсем килсе ҫӳрерӗҫ, вара эсӗ вӗсемшӗн ҫӑвӑнтӑн, куҫна сӑрларӑн, хӳхӗм тумупа капӑрлантӑн,
41
ларатчӗҫ вара чаплӑ вырӑн ҫине, ун умӗнче — апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе лартнӑ сӗтел, хӑнусене эсӗ Манӑн ырӑ шӑршӑллӑ фимиама, Манӑн ҫӑвӑма сӗнеттӗн.
42
Ун патӗнче савӑнакан халӑх шавӗ илтӗнсе тӑчӗ, хура халӑх ҫыннисем ҫумне пушхиртен килнӗ ӗҫкӗҫӗсене хутшӑнтарчӗҫ; кусем вара вӗсен аллине сулӑсем, пуҫне илемлӗ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӗҫ.
43
Эпӗ вара аса-аса йӳтенӗскер ҫинчен каларӑм: халь ӗнтӗ унӑн аскӑнлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле пӗтӗ, терӗм.
44
Вӗсем патне пурпӗрех ҫӳрерӗҫ: ясар арӑм патне епле ҫӳреҫҫӗ, асӑх Оголӑпа Оголива патне те ҫапла ҫӳрерӗҫ.
45
Анчах вӗсене таса арсем сут тӑвӗҫ; вӗсем ҫак арӑмсене аскӑн арӑмсене тата юн тӑкакансене сут тунӑ пек сут тӑвӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — аскӑн арӑмсем, юн вӗсен алли ҫинче.
46
Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каланӑ: вӗсене хирӗҫ пуху пухмалла, вӗсене хаяррӑн тавӑрччӑр, ҫаратчӑр, тенӗ.
47
Пуху вӗсене чулпа пере-пере вӗлерӗ, хӗҫпе касса ваклӗ, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вӗлерсе тухӗ, вӗсен килне-ҫуртне вутпа ҫунтарса ярӗ.
48
Ҫак ҫӗр ҫинчи аскӑнлӑха ҫапла пӗтерсе лартӑп, ку пӗтӗм хӗрарӑма тӑна кӗртӗ, вӗсем вара сирӗн пек намӑс ӗҫсем тумӗҫ;
49
хӑвӑрӑн аскӑнлӑхӑра хӑвӑр ҫинех тийӗҫ, ҫылӑхӑрсемшӗн йӗрӗхӗрсемпе пӗрле асап курӑр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр, тенӗ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→