bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 18
Ezekiel 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 19 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
мӗншӗн эсир Израиль ҫӗрӗнче «ашшӗсем йӳҫӗ иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» теекен ытарлӑ сӑмаха асӑнатӑр?
3
Эпӗ пур! тет Турӑ: малашне Израильре ку ытарлӑ сӑмаха каламӗҫ ӗнтӗ.
4
Акӑ пур чун та — Манӑн: ашшӗн чунӗ те, ывӑлӗн чунӗ те — Манӑн; ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ.
5
Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан,
6
тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан,
7
никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан,
8
укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан,
9
вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
10
Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин,
11
ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан,
12
мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан,
13
усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть. Ҫавӑн евӗрлӗ йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвакан вилетех, унӑн юнӗ хӑй ҫинче пулать.
14
Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн:
15
тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан,
16
ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан,
17
аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
18
Унӑн ашшӗ вара, тӑванне тискерле хӗсӗрленӗскер, ҫаратнӑскер, хӑй халӑхӗ хушшинче усал ӗҫсем тунӑскер, вӑл вара хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗшӗн вилӗ.
19
Эсир: «мӗншӗн ашшӗ ҫылӑхӗ ывӑлне тивмест?» тетӗр. Мӗншӗн тесессӗн ывӑлӗ йӗркеллӗ те тӗрӗс тӑвать, Манӑн пӗтӗм йӗркеме тытса-туса тӑрать; вӑл чӗрӗ юлӗ.
20
Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ; ашшӗ айӑпӗ ывӑлӗ ҫине ӳкмест, ывӑлӗн айӑпӗ те ашшӗ ҫине ӳкмест, тӳрӗ ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унпа пӗрле юлӗ, йӗркесӗр ҫыннӑн йӗркесӗрлӗхӗ те унпа пӗрле юлӗ.
21
Йӗркесӗр ҫын та, хӑй тунӑ пӗтӗм ҫылӑхӗнчен сивӗнсен, Манӑн мӗнпур йӗркеме туса тӑрсан, йӗркеллӗ те тӳрӗ пурӑнсан, чӗрӗ пулӗ, вилмӗ.
22
Ӑна хӑй унччен тунӑ усал ӗҫӗсене асӑнтармӗҫ: вӑл хӑй тӑвакан тӗрӗслӗхпе чӗрӗ пулӗ.
23
Эпӗ йӗркесӗр ҫынна вилтӗр тетӗп-им? тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Вӑл хӑйӗн ҫулӗсенчен пӑрӑнтӑр та чӗрӗ юлтӑр теместӗп-им?
24
Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса тӗрӗс мар тусассӑн, йӗркесӗр ҫын тӑвакан пӗтӗм ирсӗр ӗҫе тусассӑн, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? ӗнтӗ унӑн унччен тунӑ пӗтӗм ырӑ ӗҫне асӑнмӗҫ; вӑл халь тӑвакан усал ӗҫсемшӗн мӗнле ҫылӑха кӗнӗ, ҫав ҫылӑхсемшӗн вилӗ.
25
Анчах та эсир: «Ҫӳлхуҫа ҫулӗ тӗрӗс мар!» тетӗр. Израиль килӗ, итле-ха! Манӑн ҫул тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?
26
Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем тӑвать пулсан, ҫакӑншӑн вилет пулсан, вӑл хӑй тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн вилет.
27
Йӗркесӗр ҫын хӑй тунӑ йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан — хӑйӗн чунне пурӑнӑҫ патне тавӑрӗ.
28
Мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗнтӗ хӑйӗн мӗнпур усал ӗҫне курнӑ та вӗсенчен пӑрӑннӑ; вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.
29
Израиль килӗ вара: «Ҫӳлхуҫа ҫулӗ тӗрӗс мар!» тет. Израиль килӗ, Манӑн ҫулсем тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?
30
Ҫавӑнпа Эпӗ сире, Израиль килӗ, кашнине хӑй мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; усаллӑх ан такӑнтартӑр тесе ӳкӗнӗр, хӑвӑрӑн пӗтӗм усал ӗҫӗртен пӑрӑнӑр.
31
Унччен тунӑ пӗтӗм ҫылӑхӑра сирсе ярӑр, хӑвӑр валли ҫӗнӗ чӗрепе ҫӗнӗ сывлӑш тӑвӑр; Израиль килӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?
32
Манӑн вилекен ҫынна вӗлерессӗм килмест, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; Турӑ енне ҫаврӑнӑр та — пурӑнӑр!
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→