bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 29
Ezekiel 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 30 →
1
Вуннӑмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! фараон, Египет патши, енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна тата пӗтӗм Египета малашне мӗн пулассине пӗлтер.
3
Пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, фараон, Египет патши, мӑн крокодил, ҫырмусем хушшинче выртса: «ку манӑн шывӑм, эпӗ ӑна хам валли турӑм» тетӗн.
4
Сана янаху шӑмминчен ҫекӗллесе илӗп, ҫырмусенчи пулӑсене тирӳн хуппи ҫумне ҫыпӑҫтарӑп, вара сана ҫырмусенчен, тирӳн хуппи ҫумне ҫыпӑҫнӑ пӗтӗм пулӑпа пӗрле, туртса кӑларӑп;
5
сана пушхире пӑрахӑп, сана тата ҫырмусенчи пӗтӗм пулла пушхире пӑрахӑп, эсӗ уҫӑ хире ӳкӗн, сана тирпейлесе пытаракан та пулмӗ; сана тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен апачӗ тӑвӑп.
6
Вара Египетра пурӑнакансем пурте Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Израиль килӗшӗн хӑмӑш тӗрек пулчӗҫ.
7
Израиль ывӑлӗсем санран аллисемпе ярса тытрӗҫ те, эсӗ чӗрпӗклентӗн, вӗсен хулне чиксе пӗтертӗн; вӗсем сан ҫине тӗренчӗҫ те, эсӗ хуҫӑлса ӳкрӗн, вӗсене пӗтӗмпе амантса пӗтертӗн.
8
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ сан ҫине хӗҫ ярӑп та санӑн халӑхна, выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерсе тухӑп.
9
Ҫапла Египет ҫӗрӗ пушхир, ҫеҫенхир пулӗ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ. Вӑл: «ку манӑн шывӑм, ӑна эпӗ тунӑ» тенӗшӗн
10
акӑ Эпӗ — санӑн шывусене хирӗҫ! Египет ҫӗрне Мигдолран пуҫласа Сиенӑна ҫитичченех, Эфиопи чиккине ҫитичченех пушхирсен пушхирӗ тӑвӑп.
11
Ӗнтӗ унтан этем ури утса иртеймӗ, унта выльӑх-чӗрлӗх ури те пусаймӗ, унта хӗрӗх ҫул хушши никам та пурӑнмӗ.
12
Египет ҫӗрне ҫаралса юлнӑ ҫӗрсем хушшинчи пушхир тӑвӑп; унӑн хулисем пушанса юлнӑ хуласем хушшинче хӗрӗх ҫул пушӑ пулӗҫ, египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, вӗсене ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп.
13
Ҫӳлхуҫа Турӑ тата ҫапла калать: хӗрӗх ҫул иртсессӗн халӑхсем хушшинче сапаланса пурӑнакан египетсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑп;
14
Египета тыткӑнран тавӑрӑп та вӗсене каялла Пафрос ҫӗрне, хӑйсен тӑван ҫӗрне, илсе килӗп, вӗсем ҫавӑнта вӑйсӑр патшалӑх пулса пурӑнӗҫ.
15
Вӑл ытти патшалӑхсенчен вӑйсӑртарах пулӗ, халӑхсем умӗнче урӑх мӑнаҫланаймӗ; ытти халӑхсене пуҫ пулса ан тӑччӑр тесе, Эпӗ вӗсене кӗҫӗне хӑварӑп.
16
Малашне вӗсем Израиль килӗшӗн тӗрек пулаймӗҫ, ҫак тӗрек Израиль ывӑлӗсем Египетран пулӑшу ыйтса йӗркесӗр ӗҫ тунине аса илтерет; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗҫ, тет.
17
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
18
этем ывӑлӗ! Вавилон патши Навуходоносор Тир патӗнчи пысӑк ӗҫсемпе хӑйӗн ҫарне ӗшентерсе ҫитернӗ; пурин пуҫӗ те кукшаланса юлнӑ, хулпуҫҫийӗсем шӑйрӑлса пӗтнӗ; анчах ӑна та, унӑн ҫарне те Тир хулине хупӑрласа тӑнӑшӑн, ӑна хирӗҫ ҫапла пысӑк ӗҫсем тунӑ пулин те, тивӗҫлӗ парне ҫук-ха.
19
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет ҫӗрне паратӑп, вӑл унти пӗтӗм пуянлӑха туртса илтӗр, унта тустарса тухтӑр, Египет ҫаратса пухнӑ туприне ҫараттӑр, ҫакӑ унӑн ҫарне парне вырӑнне пултӑр, тет.
20
Унта тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ ӑна парне вырӑнне Египет ҫӗрне парӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫакна Ман валли турӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
21
Ҫав кун Израиль халӑхне мӑйрака тавӑрса парӑп, вӗсен хушшинче санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна та уҫӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→