bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 37
Ezekiel 37
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 38 →
1
Ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана Сывлӑшӗпе илсе тухса хир варрине тӑратрӗ, унта хир тулли шӑмӑччӗ,
2
мана шӑмӑсем тавра вӗсен ҫумӗнченех кӑтартса ҫаврӑнчӗ, акӑ хирте шутсӑр нумай шӑмӑ, хӑйсем пурте ҫав тери типсе хӑрса кайнӑ.
3
Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! ҫак шӑмӑсем чӗрӗлӗҫ-и? терӗ. Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӑна Эсӗ пӗлетӗн, терӗм.
4
Мана каларӗ: ҫак шӑмӑсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: «хӑрнӑ шӑмӑсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!» те.
5
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫак шӑмӑсене ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр.
6
Сирӗн тавра шӑнӑр хурӑп, сирӗн ҫийӗре ӳт ӳстерӗп, сире ӳт-тирпе витӗп, сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.
7
Эпӗ, хама хушнӑ пек, малашне мӗн пулассине пӗлтертӗм; эпӗ пулассине пӗлтернӗ чухне шав илтӗнсе кайрӗ, акӑ пӗтӗмпех хускалчӗ, шӑмӑсем, шӑмӑпа шӑмӑ, пӗр-пӗрин патне ҫывӑхара пуҫларӗҫ.
8
Куртӑм вара: вӗсен ӗнтӗ шӑнӑрӗ те пурччӗ, ӳчӗ те ӳссе ҫитӗнчӗ, вӗсене ҫиелтен тир карса илчӗ, анчах вӗсенче пурӑнӑҫ сывлӑшӗ ҫукчӗ-ха.
9
Вӑл мана каларӗ: малашне мӗн пулассине чӗме пӗлтер, пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, кала чӗме: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй чӗм, тӑватӑ ҫил енчен кил те, ҫак вӗлерсе тӑкнӑ ҫынсен виллисене пурӑнӑҫ вӗрсе кӗрт те — вӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ, те.
10
Эпӗ, Вӑл хушнӑ пек, пулассине пӗлтертӗм, вара вӗсене чӗм кӗчӗ те, вӗсем чӗрӗлчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ — сумсӑр, сумсӑр йышлӑ эшкер.
11
Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! ҫак шӑмӑсем — пӗтӗм Израиль халӑхӗ. Акӑ вӗсем: «пирӗн шӑмӑсем типсе хӑрчӗҫ, пирӗн ӗмӗт путланчӗ, эпир ӗнтӗ тымартан татӑлнӑ» теҫҫӗ.
12
Ҫавӑнпа та малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн тупӑклӑхӑрсене уҫӑп та сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухса Израиль ҫӗрне илсе кӗрӗп.
13
Тупӑклӑхӑрсене уҫсассӑн, сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара,
14
сирӗн ӑшӑра Хамӑн сывлӑша кӗртӗп те, эсир чӗрӗлӗр, сире хӑвӑр ҫӗрӗре вырӑнаҫтарӑп, вара пӗлӗр эсир, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
15
Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:
16
эсӗ вара, этем ывӑлӗ, пӗр туя ил те ун ҫине: «Иудӑна тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене» тесе ҫыр; тата тепӗр туя ил те ун ҫине: «Иосифа» тесе ҫыр: ку вӑл Ефремӑн тата унпа килӗштерсе пурӑнакан пӗтӗм Израиль килӗн туйи пулӗ.
17
Вӗсене пӗрле юнашар, пӗр туя пулмалла, майлаштарса хур, вӗсем сан аллунта пӗрре пулччӑр.
18
Халӑхун ывӑлӗсем санран: «мӗн япала ку, пире ӑнлантарса памӑн-и?» тесессӗн,
19
вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Иосиф туйине, Ефрем аллинчи тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль йӑхӗсен аллинчи туяна, илӗп те ӑна Иуда туйи ҫумне хурӑп, ҫапла вӗсене пӗр туя тӑвӑп, Манӑн аллӑмра вӗсем пӗр пулӗҫ.
20
Икӗ туйи те, эсӗ ҫапла ҫырнӑ хыҫҫӑн, сан аллунта, вӗсен куҫӗ умӗнче пулсассӑн,
21
кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене хӑйсем пурӑнакан халӑхсем хушшинчен илсе тухӑп та, вӗсене пур ҫӗртен те пуҫтарӑп та вӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе килӗп.
22
Ҫак ҫӗр ҫинче, Израиль тӑвӗсем ҫинче, Эпӗ вӗсене пӗр халӑх тӑвӑп, вӗсен пурин те пӗр Патша пулӗ, малашне вӗсем икӗ халӑх пулмӗҫ, малашне икӗ патшалӑха пайланса пурӑнмӗҫ.
23
Ӗнтӗ хӑйсене йӗрӗхӗсемпе, йӗрӗнчӗк ӗҫӗсемпе тата тӗрлӗ айӑппа ирсӗрлемӗҫ, вӗсене ҫылӑх туса пурӑннӑ мӗнпур ҫӗртен ирӗке кӑларӑп, вӗсене тасатӑп, вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп.
24
Манӑн Давид чурам вара вӗсенӗн Патши тата пуринӗн Кӗтӳҫи пулӗ, вӗсем ӗнтӗ Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене пӑхӑнса тӑрӗҫ, вӗсене туса тӑрӗҫ.
25
Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, хӑйсен ашшӗсем пурӑннӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ; вӗсем, вӗсенӗн ачисем, ачисен ачисем ӗмӗр-ӗмӗрех ҫавӑнта пурӑнӗҫ; Манӑн Давид чурам ӗмӗрех вӗсен пуҫлӑхӗ пулӗ.
26
Вӗсемпе канӑҫлӑх халалӗ хывӑп, вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп. Вӗсене вырӑнаҫтарӑп, вӗсене ӗрчетӗп, вӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе Хамӑн сӑваплӑ Ҫуртӑма лартӑп.
27
Манӑн килӗм вӗсем патӗнче пулӗ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
28
Манӑн Ҫуртӑм ӗмӗрлӗхе вӗсем хушшинче пулсассӑн, халӑхсем Эпӗ Израиле тасатакан Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлӗҫ, тесе калать те.
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 38 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→