bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 3
Ezekiel 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 4 →
1
Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! хӑвӑн умӑнтине ҫисе яр, ҫак чӗркеме ҫисе яр, унтан кай та Израиль халӑхне пӗлтер, терӗ.
2
Вара эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм та, Вӑл мана ҫав чӗркеме ҫиме пачӗ;
3
каларӗ мана: этем ывӑлӗ! Эпӗ сана ҫыру чӗркемӗ паратӑп, хырӑмна ҫакӑнпа тӑрантар, ӑшна ҫакӑнпа тултар, терӗ; эпӗ вара ҫисе ятӑм, манӑн тута-ҫӑварӑмшӑн вӑл пыл пекех пылак пулчӗ.
4
Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала;
5
сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ,
6
уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ;
7
Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
8
Акӑ вӗсен пичӗсене хирӗҫ тӑма Эпӗ санӑн питне те ҫирӗп турӑм, вӗсен ҫамкисене хирӗҫ тӑма санӑн ҫамкуна та ҫирӗп турӑм.
9
Санӑн ҫамкуна Эпӗ чулран та ҫирӗпрех алмаз пек турӑм; вӗсенчен ан хӑра, вӗсен умӗнче ан шиклен, мӗншӗн тесен вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.
10
Мана тата каларӗ: этем ывӑлӗ! Манӑн сана калас пӗтӗм сӑмахӑма чӗрӳ патне ил, хӑлхупа тӑнла;
11
тӑр та кунта куҫарса килнӗ ҫынсем патне, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсем патне, кай, итлӗҫ-и вӗсем сана, итлемӗҫ-и — пӗлтер вӗсене, кала вӗсене: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» те, терӗ.
12
Вара мана Сывлӑш ҫӳлелле ҫӗклерӗ; эпӗ хам хыҫӑмра хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевне илтрӗм — Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫӗр ҫинчен ҫапла ҫӗкленсе кайрӗ —
13
тата чӗрчунсен пӗр-пӗринпе перӗнсе тӑракан ҫуначӗсен шавӗ, вӗсем патӗнчи кустӑрмасен сасси тата хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевӗ илтӗнсе тӑчӗ.
14
Сывлӑш мана ҫӳлелле ҫӗклесе илсе кайрӗ. Эпӗ пӑшӑрханса пытӑм, чӗрем пӑлханса ӳкрӗ; ман ҫинче Ҫӳлхуҫанӑн ҫирӗп алли пулчӗ.
15
Эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринчи Тел-Авив теекен вырӑна куҫарса килнӗ халӑх патне ҫитрӗм, вӗсем пурӑнакан вырӑнта чарӑнса тӑтӑм та вӗсем хушшинче ҫичӗ кун тӗлӗнсе пурӑнтӑм.
16
Ҫав ҫичӗ кун иртсен вара мана Ҫӳлхуҫа каларӗ:
17
этем ывӑлӗ! Эпӗ сана Израиль килӗн сыхлавҫи пулма тӑратрӑм, эсӗ Эпӗ калакан сӑмахӑма итлӗн те вӗсене Ман ятӑмран ӑса кӗртӗн.
18
Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ!» тенӗ чухне эсӗ ҫав ҫынна чӗрӗ хӑварас тесе ӑна ӑс памасан, йӗркесӗр ҫынна йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен сыхланма хушмасан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен хӑтӑлаймасӑрах вилӗ, Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.
19
Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна ӑс патӑн пулсан, анчах та вӑл хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмарӗ пулсан, хӑйӗн йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗпех вилӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн.
20
Эпӗ тӳрӗ ҫын умне такӑнмалли хурсан, вара ҫав ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем туса вилет пулсан, эсӗ ӑна ӑса кӗртме тӑрӑшман пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилӗ, ӑна ӗнтӗ унччен тунӑ ырӑ ӗҫӗсем те хӳтӗлеймӗҫ; Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.
21
Эхер те эсӗ тӳрӗ ҫын ҫылӑха ан кӗтӗр тесе ӑна ӑс патӑн пулсан, вӑл чӑнах та ҫылӑха кӗмерӗ пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна ӑса кӗртнӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн, терӗ.
22
Ҫавӑнта ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӑр та хире тух, Эпӗ унта санпа калаҫӑп, терӗ.
23
Эпӗ тӑтӑм та хире тухрӑм; акӑ унта Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ евӗрлӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, тӑрать; эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.
24
Ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те ура ҫине тӑратрӗ, Вӑл манпа калаҫрӗ, мана ҫапла каларӗ: кай та килӳнте питӗрӗнсе лар, терӗ.
25
Этем ывӑлӗ, акӑ сана тӑлӑпа тӑллӗҫ, сана унпа ҫыхса хурӗҫ, ӗнтӗ эсӗ вӗсем хушшинче ҫӳреймӗн.
26
Санӑн чӗлхӳне Эпӗ карланку ҫумне ҫыпӑҫтарса лартӑп та, эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, вӗсене питлеймӗн: вӗсем — пӑлханакан халӑх.
27
Эпӗ санпа калаҫнӑ чухне санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна уҫӑп, вара вӗсене калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн, кам итлес тет, итле; кам итлес мар тет, ан итле: вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48