bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 40
Ezekiel 40
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 41 →
1
Пире куҫарса кайни ҫирӗм пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, хулана аркатни вунтӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан, шӑп ҫав кун ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Вӑл мана ҫавӑнта илсе кайрӗ.
2
Эпӗ Турӑ кӑтартнине куртӑм, Вӑл мана Израиль ҫӗрне илсе килчӗ, мана шутсӑр ҫӳллӗ ту тӑррине тӑратрӗ, ҫав ту ҫинче, кӑнтӑр енче, хула ҫурчӗсем ларнӑ пек курӑнчӗҫ;
3
мана ҫавӑнта илсе ҫитерчӗ. Акӑ пӗр ар, ялтӑртатакан пӑхӑр пек курӑнаканскер, аллине йӗтӗн кантрапа виҫмелли шалча тытнӑскер, хапха умӗнче тӑрать.
4
Ҫав ар мана каларӗ: этем ывӑлӗ! куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, эпӗ сана мӗн кӑтартнине пурне те чӗрӳ патне ил, мӗншӗн тесен сана эпӗ ҫакна кӑтартнине курма илсе килтӗм те ӗнтӗ; мӗн курнине пурне те Израиль килне пӗлтер, терӗ.
5
Акӑ Турӑ Ҫурчӗ йӗри-тавра — хӳме, леш ар аллинче — виҫмелли шалча, кашни чикине чавсапа алӑ тупанӗ тӑршшӗ шутласан, ҫав шалча ултӑ чике тӑршшӗ; вӑл ҫак хуралтӑна виҫрӗ те, унӑн сарлакӑшӗ пӗр шалча, ҫӳллӗшӗ те пӗр шалча пулчӗ.
6
Унтан вӑл тухӑҫ енне тухакан хапха патне пычӗ, унӑн картлашки тӑрӑх хӑпарчӗ те хапха пусахисене виҫрӗ, пӗр пусахин сарлакӑшӗ пӗр шалча, тепӗр пусахин сарлакӑшӗ те пӗр шалча пулчӗ.
7
Кашни айккинчи пӳлӗмӗн тӑршшӗ пӗр шалча, сарлакӑшӗ пӗр шалча, пӳлӗмӗсен хушши пилӗк чике, хапха пӑлтӑрне илсе тухакан хапха пусахи те шалта пӗр шалчах пулчӗ.
8
Вӑл хапха пӑлтӑрӗн шалти сарлакӑшне виҫрӗ — пӗр шалча пулчӗ,
9
хапха пӑлтӑрӗнче вӑл сакӑр чике виҫрӗ, юписем икӗ чике пулчӗҫ. Ҫак хапха пӑлтӑрӗ — шал енче, Турӑ Ҫурчӗ енче.
10
Тухӑҫ хапхин айккинчи пӳлӗмӗсем: пӗр енче — виҫҫӗ, тепӗр енче те — виҫҫӗ; виҫҫӗшӗ те пӗр виҫеллӗ, ку енчи тата леш енчи юписем те пӗрешкел виҫеллӗ.
11
Вӑл хапха анин сарлакӑшне виҫрӗ — вунӑ чике пулчӗ, хапха тӑршшӗ вара — вунвиҫӗ чике.
12
Пӳлӗмӗсен умӗнче пӗр чикеллӗ хысак, тепӗр енче те пӗр чикеллӗ хысак; ҫак пӳлӗмсен пӗр енӗ — ултӑ чике, тепӗр енӗ те — ултӑ чике.
13
Унтан вӑл хапха сарлакӑшне — пӗр пӳлӗм тӑррипе тепӗр пӳлӗм тӑррин хушшине — виҫрӗ, ҫакӑ ҫирӗм пилӗк чике пулчӗ; алӑк алӑка тӗлме-тӗл.
14
Унтан вӑл юпасене виҫсе тухрӗ, утмӑл чике шутласа кӑларчӗ, картиш патӗнчи тата хапха ҫумӗнчи кашни юпа ҫапла пулчӗ,
15
хапхаран кӗмелли вырӑнтан мал енчен пуҫласа шалти хапхан мал енне ҫитиччен — аллӑ чике.
16
Хапха хуралтисенче тата айккинчи пӳлӗмсенче, ҫав пӳлӗмсем хушшинче тӑршшӗпех шал енчен чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ, пӑлтӑрӑн шал енӗпе те тӑршшӗпех ҫавӑн пек путӑках туса тухнӑ, унӑн икӗ айккинче те пальма касса ӳкернӗ.
17
Вӑл мана тулашӗнчи картише илсе тухрӗ, унта акӑ пӳлӗмсем, картиш тавра чултан ҫӳллӗ вырӑн туса ҫавӑрнӑ; ҫав ҫӳллӗ вырӑн ҫинче вӑтӑр пӳлӗм.
18
Ҫав ҫӳллӗ вырӑн хапхан икӗ айккипе тӑсӑлать, вӑл хапха тӑршшӗпе пӗр виҫеллӗ; ку ҫӳллӗ вырӑнӗ лутрарах.
19
Вӑл картиш сарлакӑшне — аялти хапха патӗнчен шалти картишӗн тулаш хӗррине ҫитиччен — виҫрӗ, ҫӗр чике пулчӗ, тухӑҫ енче те, ҫурҫӗр енче те ҫапла.
20
Ҫавӑн пекех вӑл тулаш картишӗн ҫурҫӗр енне тухакан хапхин тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ,
21
ку хапхан та айккинчи пӳлӗмсем пурччӗ, пӗр енче — виҫҫӗ, тепӗр енче те — виҫҫӗ; пӳлӗмсен хушши те, кунти пӑлтӑрӑн виҫи те пӗрремӗш хапханни пекехчӗ; хапхан тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
22
Чӳрече ӗлкиллӗ путӑкӗсем те, пӑлтӑрӗ те, пальми те тухӑҫ енне тухакан хапханнипе пӗр виҫеллӗ; хапха патне ҫичӗ картлашкапа хӑпармалла, хыҫал енчен пӑлтӑр пулнӑ.
23
Шалти картишӗн хапхисем тулаш картишӗн ҫурҫӗрелле тата тухӑҫалла тухакан хапхисемпе тӗлме-тӗл; вӑл хапхапа хапха хушшине виҫрӗ те, ҫӗр чике пулчӗ.
24
Унтан мана кӑнтӑралла ертсе кайрӗ, унта акӑ — кӑнтӑр хапхи; вӑл ӑна виҫсе тухрӗ те — унӑн айкки те, пӑлтӑрӗ те ыттисемпе пӗр виҫеллӗччӗ.
25
Ытти хапханнисен пекех, кӑнтӑр хапхипе пӑлтӑрӑн шал енче тӑршшӗпех чӳрече ӗлкиллӗ путӑксем пулнӑ; ку хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
26
Хапха патне ҫичӗ картлашкапа хӑпармалла, хыҫал енчен пӑлтӑр пулнӑ, унӑн икӗ айккинче те пальма касса кӑларнӑ, хапха юписене каса-каса кӑларнӑ пальмӑсемпе эрешленӗ, пӗр пальми — пӗр енче, тепӗри — тепӗр енче.
27
Шалти картишне кӑнтӑр хапхипе те кӗме пулать; вӑл хапхапа кӑнтӑр хапхи хушшине виҫрӗ — ҫӗр чике пулчӗ.
28
Кайран вӑл мана кӑнтӑр хапхинчен шалти картишне илсе кӗчӗ; кӑнтӑр хапхине те виҫрӗ, унчченхи пекех пулчӗ.
29
Айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те — леш виҫеллех. Хапхи тӑршшӗпех, пӑлтӑрӗ тӑршшӗпех чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ. Хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
30
Пӑлтӑрӗсен тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк чике, сарлакӑшӗ пилӗк чике.
31
Ку хапхан пӑлтӑрӗ тулашӗнчи картишне тухать, унӑн икӗ айккинче те пальма каса-каса ӳкернӗ; хапха патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.
32
Унтан мана тухӑҫ хапхи витӗр шалти картишне илсе кӗчӗ, виҫрӗ те, ҫак хапха виҫи те ыттисенни пекех пулчӗ.
33
Хапхан айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те леш виҫеллех пулчӗҫ. Хапхи тӑршшӗпех, пӑлтӑрӗ тӑршшӗпех чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ. Хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
34
Кунти пӑлтӑр тулашӗнчи картишне тухать; унӑн икӗ айккинче те — кӗмелли тӗлтен пӗр енче тата тепӗр енче — пальма каса-каса ӳкернӗ; хапхи патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.
35
Кайран мана ҫурҫӗр хапхи патне илсе пычӗ, виҫрӗ те — виҫи ыттисенни пекех пулчӗ.
36
Ку хапхан та айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те — ытти хапхасенни пекехчӗ. Хапхи тӑршшӗпех чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ. Хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
37
Пӑлтӑрӗ тулашӗнчи картишнелле тухать, унӑн икӗ айккинче те — кӗмелли тӗлтен пӗр енче тата тепӗр енче — пальма каса-каса ӳкернӗ; хапха патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.
38
Хапха патӗнче пӗр пӳлӗм пурччӗ, унта пӑлтӑр витӗр кӗмеллеччӗ: ҫавӑнта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме илсе килнӗ выльӑха ҫӑваҫҫӗ.
39
Хапха патӗнчи пӑлтӑрта пӗр енче — икӗ сӗтел, тепӗр енче — икӗ сӗтел, вӗсем ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.
40
Ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ тӗлте, тулаш енче, пӑлтӑрӑн пӗр енче икӗ сӗтел ларать, тепӗр енче те икӗ сӗтел ларать.
41
Хапхан икӗ айккинче пӗр енче — тӑватӑ сӗтел, тепӗр енче — тӑватӑ сӗтел: пурӗ сакӑр сӗтел, унта парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.
42
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене хатӗрлемелли тӑватӑ сӗтеле чутланӑ чулран тунӑ, сӗтелӗсен тӑршшӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ пӗр чике; вӗсем ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли тата ытти парнесем валли илсе килнӗ выльӑха пусмалли хатӗрсене хураҫҫӗ.
43
Хуралтӑ стенисем ҫине йӗри-тавра ал лаппи тӑршшӗ ҫекӗлсем ҫакса тухнӑ, сӗтелсем ҫине парне ашне хураҫҫӗ.
44
Шалти хапхасен тулашӗнче — юрӑҫӑсен пӳлӗмӗсем; пӗри, шалти картишӗнчи, ҫурҫӗр хапхин айккинчи, кӑнтӑралла пӑхать; тепӗри, кӑнтӑр хапхин айккинчи, ҫурҫӗр еннелле пӑхать.
45
Вӑл мана каларӗ: ҫак пӳлӗм, кӑнтӑралла пӑхаканни, Турӑ Ҫуртне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли;
46
ҫурҫӗрелле пӑхакан пӳлӗмӗ — парне сӗтелне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли: кусем — Садок ывӑлӗсем, Левий ывӑлӗсенчен пӗр вӗсем ҫеҫ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма Ун патне ҫывӑхараҫҫӗ, терӗ.
47
Вӑл картишне виҫрӗ, унӑн тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ ҫӗр чике пулчӗ; картиш тӑватӑ кӗтеслӗччӗ; Турӑ Ҫурчӗ умӗнче парне сӗтелӗ ларатчӗ.
48
Унтан вӑл мана Турӑ Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ патне илсе пычӗ, пӑлтӑр юписене виҫрӗ, пӗр енчи юпин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, тепӗр енчин пилӗк чике пулчӗ; алӑкне те виҫрӗ — пӗр енчи сарлакӑшӗ виҫӗ чике, тепӗр енчи сарлакӑшӗ те виҫӗ чике.
49
Пӑлтӑр тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ вунпӗр чике, ун патне вунӑ картлашкапа хӑпараҫҫӗ; юписем пурччӗ: пӗри — пӗр енче, тепӗри — тепӗр енче.
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 41 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48