bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 44
Ezekiel 44
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 45 →
1
Ҫав ар мана каялла, Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енне тухакан тулаш хапхи патне, илсе килчӗ, хапхи хупӑччӗ.
2
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.
3
Аслӑ пуҫлӑх тӗлӗшӗнчен пулсан, вӑл, аслӑ пуҫлӑх пулнӑ май, хапха патне Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӑкӑр ҫиме ларӗ; ҫав хапха пӑлтӑрӗнчен кӗрӗ те каялла та ҫавӑнтанах тухӗ, терӗ.
4
Ҫав ар кайран мана ҫурҫӗр хапхи витӗр Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умне илсе пычӗ, куртӑм вара эпӗ: акӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ Турӑ Ҫуртне тулчӗ, эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.
5
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! пурне те чӗрӳ патне ил, куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, Эпӗ сана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӗтӗм йӗрки ҫинчен, унӑн пӗтӗм саккунӗ ҫинчен каланине пурне те итле; Турӑ Ҫуртне кӗмелли, сӑваплӑ вырӑнтан тухмалли пур вырӑна та чӗрӳ патне ил, терӗ.
6
Израилӗн пӑлханакан халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, сире йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсене туса ҫитӗ,
7
эсир ют арӑм ывӑлӗсене, чӗре кастарманскерсене, ӳт кастарманскерсене, Манӑн Ҫуртӑмӑн сӑваплӑ пӳлӗмне кӗртетӗр, вара вӗсем Манӑн Ҫуртӑма ирсӗрлеҫҫӗ, Манӑн ҫӑкӑрӑма, ҫӑва, юна тытаҫҫӗ, ҫапла туса тата хӑвӑрӑн тӗрлӗ йӗрӗнчӗк ӗҫӗрпе Манӑн халалӑма аркатса ҫитӗ сире.
8
Эсир Манӑн сӑваплӑ пӳлӗме хуралламарӑр, Манӑн сӑваплӑ пӳлӗме хӑвӑр вырӑна ҫавсене хурала тӑратрӑр.
9
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Манӑн Ҫуртӑмри сӑваплӑ пӳлӗме нимӗнле ют арӑм ывӑлӗ те, чӗре кастарманскер, ӳт кастарманскер, кӗмелле мар. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнакан ют арӑм ывӑлӗн те унта кӗме юрамасть.
10
Ҫавӑн пекех левитсем те хӑйсен айӑпӗшӗн асап курӗҫ: Израиль Манран уйӑрӑлнӑ вӑхӑтра вӗсем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ, вӗсем, Мана пӑрахса кайса, хӑйсен йӗрӗхӗсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрерӗҫ.
11
Вӗсем Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмра Турӑ Ҫурчӗн хапхисене хураллӗҫ тата Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑрӗҫ; вӗсем халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене тата ытти парнесене пусӗҫ, ҫынсене ӗҫлесе тӑма вӗсен умӗнче тӑрӗҫ.
12
Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ;
13
вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
14
Вӗсене Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем тӑвӑп, вӗсем Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче тӑвакан пӗтӗм ӗҫе туса тӑрӗҫ.
15
Левий йӑхӗнчи священниксем вара, Садок ывӑлӗсем, Израиль ывӑлӗсем Манран уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра пӗрмай Манӑн Сӑваплӑ вырӑнӑма сыхларӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Мана ӗҫлесе тӑмашкӑн, Ман патӑма ҫавсем ҫывӑхарӗҫ, Мана ҫупа юн памашкӑн, ҫавсем Ман умӑмра тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
16
Мана кӗлӗ тума, Манӑн хуралӑма астуса тӑма вӗсем Манӑн Ҫуртӑмри сӑваплӑ пӳлӗме кӗрӗҫ, Манӑн сӗтелӗм патне ҫывӑхарӗҫ.
17
Шалти картиш хапхи патне пырсан, вӗсем йӗтӗн тумтир тӑхӑнӗҫ, шалти картиш хапхи патӗнче тата Турӑ Ҫуртӗнче шалта кӗлӗ тунӑ чухне вӗсен ҫийӗнче ҫӑм тумтир пулмалла мар.
18
Пуҫ ҫыххийӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; аялтан тӑхӑнмалли тумтирӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; пиҫиххине вӗсен ӳте тарлаттармалла ҫыхма юрамасть.
19
Тулашӗнчи картишне, тулашӗнчи картишне халӑх патне тухмалла пулсан, вӗсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирӗсене таса пӳлӗмсенче хывса хӑвармалла, хӑйсен таса тумтирӗпе халӑха сӗртӗнес мар тесе, вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнса тухмалла.
20
Вӗсен пуҫне хырма юрамасть, ҫӳҫне те ӳстерсе ямалла мар, ҫӳҫне касса ҫеҫ тӑччӑр.
21
Шалти картишне кайнӑ чухне пӗр священникӑн та эрех ӗҫме юрамасть.
22
Вӗсен тӑлӑх арӑма та, упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма та качча илме юрамасть, вӗсем Израиль йӑхӗн хӗрне тата священникӑн тӑлӑх арӑмне ҫеҫ качча илме пултараҫҫӗ.
23
Вӗсен Манӑн халӑхӑма тасине таса марринчен уйӑрма вӗрентмелле тата вӗсен халӑха мӗн таса, мӗн таса маррине ӑнлантармалла.
24
Тавлашуллӑ ӗҫе татса панӑ чухне вӗсен сутра пулмалла, тавлашакансене Манӑн йӗркемсем тӑрӑх сут тумалла, вӗсен Манӑн саккунсене, Манӑн мӗнпур уявӑмсен йӗркисене сӑнаса тӑмалла, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса-астуса тӑмалла.
25
Вӗсен пӗрин те вилнӗ ҫын патне пыма юрамасть, апла вӗсем таса мар пулаҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗшӗн ҫеҫ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн ҫеҫ, пиччӗшӗпе шӑллӗшӗн ҫеҫ, качча кайман аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн ҫеҫ вӗсен таса мар пулма юрать.
26
Тасалнӑ хыҫҫӑн та ҫав ҫынна тата ҫичӗ кун вӑхӑт памалла.
27
Сӑваплӑ пӳлӗме кӗлӗ тума, шалти картишне сӑваплӑ пӳлӗм патне кӗмелли кун ҫитсессӗн, унӑн ҫылӑх парни кӳрес пулать, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
28
Еткерлӗх ҫӗр тӗлӗшӗнчен вӗсен еткерлӗх ҫӗрӗ — Эпӗ. Вӗсене Израильре ҫӗр ан парӑр: вӗсенӗн ҫӗрӗ — Эпӗ.
29
Вӗсем тырӑ-пулӑ парнинчен, ҫылӑх парнинчен тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парнерен илсе ҫийӗҫ; Израильре тупаласа пани те пӗтӗмпе священниксен пулать.
30
Сирӗн малтан ӗлкӗрнӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗр, кӑмӑлтан паракан тӗрлӗ парнӗрсем, — вӗсем кирек мӗн пулсассӑн та, — пурте священниксен пулать; хӑвӑр килӗр пиллӗхлӗ пултӑр тесен, малтан авӑртнине те священника парӑр.
31
Священниксен нимӗнле виле ашне те, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине те, — кайӑк-и вӑл, выльӑх-и, — ҫиме юрамасть.
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 45 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48