bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 28
Ezekiel 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 29 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Тир хулин пуҫлӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чӗрӳ мӑнаҫланса кайрӗ санӑн, эсӗ: «эпӗ — турӑ, турӑ вырӑнӗнче, тинӗс варринче, ларатӑп» тетӗн, ху — этем ҫеҫ, Турӑ мар, анчах ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хуратӑн.
3
Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук;
4
ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн;
5
пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ —
6
ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн
7
акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ;
8
сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
9
Хӑвна вӗлерекен умӗнче: «эпӗ — турӑ» тесе калайӑн-и ун чухне, хӑвна вӗлерекен аллинче турӑ мар-ҫке эсӗ, этем-ҫке эсӗ?
10
Эсӗ ют ҫӗр ҫыннисем аллинчен ӳтне кастарманнисен вилӗмӗпе вилӗн, мӗншӗн тесен ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
11
Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:
12
этем ывӑлӗ! Тир патшишӗн хӳхле, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ — пахалӑх тӗслӗхӗ, эсӗ — тулли ӑслӑлӑх, чи аслӑ илем.
13
Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.
14
Хупӑрласа тӑмашкӑн ҫу сӗрнӗ херувим пулнӑ эсӗ, Эпӗ сана ҫапла пулма лартнӑ; эсӗ Туррӑн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче пулнӑ, вутла ялтракан чулсем хушшинче ҫӳренӗ.
15
Хӑвна пултарнӑ кунран пуҫласа йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫличчен пур ҫулу ҫинче те эсӗ тӳрӗ пултӑн.
16
Пысӑк суту-илӳ тунӑ май чӗрӳ ултавпа тулчӗ те, ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; вара сана, ирсӗрленнӗскере, Турӑ тӑвӗ ҫинчен сирпӗтрӗм, хупӑрласа тӑракан херувим, сана вутла ялкӑшакан чулсем хушшинчен хӑваласа ятӑм.
17
Чӗрӳ ӗнтӗ илемӳпе мӑнаҫланнӑччӗ, чапшӑн ҫунса, ӑслӑлӑхна путартӑн; ҫакӑншӑн Эпӗ сана ҫӗре ӳкерӗп, патшасем умӗнче мӑшкӑла кӑларӑп.
18
Ултавлӑ суту-илӳ ӗҫӗнче тӗрӗсмарлӑх туса тултартӑн, ҫапла сӑваплӑ вырӑнусене ирсӗрлерӗн; санӑн хушшунтан Эпӗ вут кӑларӑп, ҫавӑ ҫунтарса ярӗ те сана: хӑвна курса тӑракансем умӗнче Эпӗ сана ҫӗр ҫинчи кӗл тӑвӑп.
19
Хӑвна халӑхсем хушшинче пӗлнисем пурте санран тӗлӗнӗҫ: эсӗ сехре хӑппи пулса тӑрӑн, эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн.
20
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
21
этем ывӑлӗ! Сидон енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер,
22
кала: Сидон, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! Хамӑн тасалӑхӑма кӑтартса, ӑна сут тӑвӑп та сан хушшунта чапа тухӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
23
Ун ҫине мур чирӗ ярӑп, урамӗсенче юн юхтарӑп, унта пур енчен те вӗлерекен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
24
Вӑл вара малашне Израиль килӗшӗн йӗплӗ кӳкен те ыраттаракан ҫумкурӑкӗ пулмӗ, ӑна пур кӳршинчен те ытларах усал сунакан пулаймӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗҫ.
25
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхсем хушшине саланнӑ Израиль халӑхне пӗрле пуҫтарӑп та Хамӑн тасалӑхӑма унӑн йӑхӗсен куҫӗ умӗнче кӑтартӑп, вӗсем вара хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче, Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ:
26
унта вӗсем пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, унта ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ, иҫӗм пахчисем ӗрчетӗҫ, пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене усал сунакансене, вӗсен таврашӗнче пурӑнакансене, пурне те сут тӑвӑп, вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→