bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 22
Ezekiel 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 23 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
эсӗ, этем ывӑлӗ, сут тӑвасшӑн-и, юн хулине сут тӑвасшӑн-и? ӑна хӑйӗн мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен пӗлтер.
3
Кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй юлашки кунна ҫывӑхартма ху хушшунта юн тӑкакан хула, хӑвна ирсӗрлетме йӗрӗхсем тӑвакан хула!
4
Ху тӑкнӑ юнпа эсӗ хӑвна айӑпа хутӑн, ху туса тултарнӑ йӗрӗхӳсемпе эсӗ хӑвна ирсӗрлетрӗн, ҫапла хӑвӑн юлашки кунна ҫывӑхартрӑн, хӑвӑн юлашки ҫулна ҫитрӗн. Ҫакӑншӑн сана халӑхсен кулли тӑвӑп, мӗнпур ҫӗр умӗнче мӑшкӑл кӑтартӑп.
5
Санран аякра пурӑнакансем те, ҫывӑхра пурӑнакансем те сана, хӑйӗн ятне ирсӗрлетнӗскерне, хаярлӑхӗпе чапа тухнӑскере, мӑшкӑлласа хӑртӗҫ.
6
Акӑ Израиль пуҫлӑхӗсем сан патӑнта кашнийӗ хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран юн тӑкса пурӑнчӗ.
7
Сан патӑнта ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен усал ят сараҫҫӗ, ютран килнӗ ҫынна кӳрентереҫҫӗ, сан патӑнта тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӗсӗрлеҫҫӗ.
8
Эсӗ Манӑн сӑваплӑ япаламсене хисеплеместӗн, Манӑн шӑматкунӑмсене уямастӑн.
9
Юн тӑкмашкӑн санӑн элекҫӗсем пур, сан патӑнта тусем ҫинче чӳк парни ҫиеҫҫӗ, сан хушшунта ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
10
Сан патӑнта ашшӗн ҫарамасне уҫаҫҫӗ, арӑмне хӑйӗн тасамарлӑхӗнчен тасалнӑ вӑхӑтра пусмӑрлаҫҫӗ.
11
Пӗри тӑванӗн арӑмӗпе йӗрӗнчӗк ӗҫ тӑвать, тепӗри хӑйӗн кинне ирсӗрлет, тата тепӗри аппӑш-йӑмӑкне, хӑй ашшӗн хӗрне, пусмӑрлать.
12
Сан патӑнта юн тӑкнӑшӑн сӗрев тыттарнине кӑмӑллаҫҫӗ; эсӗ укҫуна усламла паратӑн, ытлашши илетӗн, вӑйпа хӑратса, тӑванунтан мулне туртса илетӗн, Мана вара манса кайрӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
13
Акӑ Эпӗ, эсӗ епле мула хапсӑннине курса, сан патӑнта епле юн юхнине курса, аллӑмпа султӑм.
14
Эпӗ сана хирӗҫ тӑрас кунсенче чӗрӳ тӳсейӗ-ши, аллу ҫирӗп пулайӗ-ши? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм — тӑватӑп.
15
Сана халӑхсем хушшине салатӑп, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалӑп, хӑвӑн хушшунта тӑвакан йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗтерсе-хупласа лартӑп.
16
Халӑхсем умӗнче эсӗ хӑвна ху йӗрӗнмелле тӑвӑн, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.
17
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
18
этем ывӑлӗ! Израиль килӗ ӗнтӗ Маншӑн ҫунчӑк пулчӗ; вӗсем пурте — вучахри тӑхлан, пӑхӑр, тимӗр тата хура тӑхлан; вӗсем кӗмӗл ҫунчӑкӗ пек тӑрса юлчӗҫ.
19
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир ӗнтӗ пурте ҫунчӑк пултӑр, ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире Иерусалима пуҫтарӑп.
20
Вучаха кӗмӗл тата пӑхӑр, тата тимӗр, тата тӑхлан, тата хура тӑхлан пӗрле хурса кайран вӗсене вут ҫинче шӑратнӑ пек, Эпӗ сире пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа пӗрле пуҫтарӑп, хурӑп, шӑрантарӑп.
21
Пуҫтарӑп та сире — сирӗн ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑм вутне кӑларӑп, эсир ҫавӑн ӑшӗнче шӑранатӑр.
22
Вучахра кӗмӗл шӑраннӑ пек, эсир те вут-ҫулӑм ӑшӗнче шӑранатӑр, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Хамӑн хаярлӑхӑма сирӗн ҫине янине пӗлетӗр эсир, тесе калать те.
23
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
24
этем ывӑлӗ! кала ӑна: эсӗ — тасатман ҫӗр, ҫилӗ кунӗнче сана ҫумӑр шӑвармӗ!
25
Ҫак ҫӗр пророкӗсен каварӗ кунта — ӳхӗрекен, тупӑшне тӑпӑлтаракан арӑслан пек; чунсене пӗтереҫҫӗ, пурлӑхпа хаклӑ япаласене ҫаратаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмсен шутне йышлатаҫҫӗ.
26
Унти священниксем Манӑн саккуна пӑсаҫҫӗ, Манӑн сӑваплӑ япаламсене ирсӗрлеҫҫӗ, тасипе тасамаррине уйӑрмаҫҫӗ, тасипе тасамарри хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартмаҫҫӗ, Манӑн шӑматкунӑмсене курмӑш пулаҫҫӗ, вӗсем патӗнче Мана хур тӑваҫҫӗ.
27
Ҫав ҫӗр улпучӗсем тупӑш шыракан кашкӑр пек; мул тупасшӑн юн тӑкаҫҫӗ, чунсене пӗтереҫҫӗ.
28
Ҫав ҫӗр пророкӗсем вара пурне те пылчӑк сӗреҫҫӗ, ҫук япала кураҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа каламан хушӑрах ҫынсене: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каларӗ» тесе, малашне пуласси ҫинчен суя суяҫҫӗ.
29
Халӑх хушшинче вара пӗр-пӗрне пусмӑрлаҫҫӗ, чухӑнпа ыйткалакана ҫаратаҫҫӗ, хӗсӗрлеҫҫӗ, ютран килнине ултавлӑн пусмӑрлаҫҫӗ.
30
Эпӗ вӗсем хушшинче хӳме лартакана, хӳмери хушӑка хупӑрласа, ҫак ҫӗре пӗтересрен хӳтӗлеме Манӑн умӑма тӑракан ҫынна шырарӑм, анчах тупаймарӑм.
31
Ӗнтӗ ҫиллӗме вӗсем ҫине тӑкӑп, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вучӗпе пӗтерӗп, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→