bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 17
Ezekiel 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 18 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Израиль килне тупмалли юмах сӗн тата ытарӑш каласа пар.
3
Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ,
4
унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ;
5
кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ.
6
Вӑрӑ, шӑтса ӳссе, иҫӗм йывӑҫӗ, сарлака та лутра иҫӗм йывӑҫӗ, пулнӑ, тураттисем вулли ҫумне тайӑлнӑ, айӗнче тымарӗсем пулнӑ, ҫапла иҫӗм йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл хунавсем янӑ, туратсем ӳстернӗ.
7
Тата тепӗр ӑмӑрткайӑк пулнӑ, пысӑк ҫунатлӑскер, мамӑклӑскер; акӑ иҫӗм йывӑҫӗ — хӑйне ҫав ӑмӑрткайӑк панчинчи касӑран шӑварттарасшӑн — тымарӗсемпе ӑмӑрткайӑк енне кармашнӑ, тураттисене ун енне тӑснӑ.
8
Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ.
9
Кала: Турӑ ҫапла калать те: ӑнӑҫлӑх пулӗ-ши унӑн? Тымарне тӑпӑлтарса пӑрахмӗҫ-и, ҫимӗҫне татса пӗтермӗҫ-и, ҫапла хӑрса лармӗ-ши вӑл? унран хунанӑ ҫамрӑк туратсем пӗтӗмпе хӑрса ларӗҫ. Ӑна пысӑк вӑйсӑрах, йышлӑ ҫынсӑрах тымарӗ ҫумӗнчен татса пӑрахӗҫ.
10
Акӑ ӗнтӗ, ӑна лайӑх ҫӗре лартнӑ, анчах ӑнӑҫу пулӗ-ши? Хӑйне тухӑҫ ҫилӗ тивсенех, типсе лармӗ-ши вӑл? Ӗнтӗ хӑй ӳснӗ йӑран ҫинчех типсе ларӗ, тесе калать те.
11
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
12
кала пӑлханакан халӑха: ҫакӑ мӗне пӗлтернине пӗлместӗр-им? Кала: акӑ Вавилон патши Иерусалима ҫитрӗ, унӑн патшине тата унӑн улпучӗсене ярса илчӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле Вавилона илсе кайрӗ.
13
Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ,
14
ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ.
15
Анчах лешӗ унран уйрӑлчӗ, хӑйне утсем тата йышлӑ ҫын пама ыйтса, хӑйӗн элчисене Египета ячӗ. Ӑнӑҫу пулӗ-ши унӑн? Ҫакӑн пек тӑвакан чӗрӗ юлайӗ-ши? Вӑл, килӗшӗве пӑснӑскер, чӗрӗ юлайӗ-ши?
16
Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.
17
Темӗн чухлӗ чуна пӗтерекен тӑпра хӳме купаласан, тапӑнмалли пашнесем туса лартсан, фараон хӑйӗн аслӑ вӑйӗпе, йышлӑ халӑхӗпе уншӑн ҫак вӑрҫӑра нимӗн те тӑваймӗ.
18
Вӑл килӗшӗве пӑсмашкӑн тупа тунине пӑрахӑҫларӗ, акӑ фараона алӑ пачӗ, вӑл ҫакна пурне те турӗ; вӑл чӗрӗ юлмӗ.
19
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ пур! вӑл Манӑн тупама вырӑна хумарӗ, Манӑн килӗшӗвӗме пӑсрӗ, ҫакна Эпӗ унӑн пуҫӗ ҫине ярӑп, тет.
20
Ун ҫине Хамӑн тетелӗме ывӑтӑп, вӑл Манӑн серепеме ҫакланӗ; ӑна Вавилона илсе килӗп те Мана хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн унпа ҫавӑнта сутлашӑп.
21
Унӑн мӗнпур ҫарӗнчен тарнисем пурте хӗҫ айне ӳксе вилӗҫ, ыттисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп; вара ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каланине пӗлӗр, тет.
22
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ ҫӳллӗ кедр тӑррине илсе лартӑп; ҫӳлти хунавӗсенчен черчен хунавне татса илӗп те ӑна ҫӳллӗ те аслӑ ту ҫине лартӑп, тет.
23
Ӑна Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫине лартӑп, вӑл туратланӗ, ҫимӗҫ ӳстерӗ, калама ҫук чаплӑ кедр пулӗ, ун ҫинче тӗрлӗ кайӑк пурӑнӗ, ун тураттисен сулхӑнӗнче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пурӑнӗ.
24
Вара мӗнпур хир йывӑҫӗ пӗлӗ: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, ҫӳллӗ йывӑҫа лутралататӑп, лутра йывӑҫа ҫӳллӗлететӗп, ешерекен йывӑҫа хӑртатӑп, хӑрнӑ йывӑҫа ҫеҫкене лартатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм — ҫапла тӑватӑп, тет.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→