bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 6
Ezekiel 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 7 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Израиль тӑвӗсем енне ҫаврӑн та пӗлтер вӗсене,
3
кала: эй Израиль тӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр, те. Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, айлӑмсемпе васансене ҫапла калать: акӑ хӗҫӗме сире тӗллесе ярӑп та сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп;
4
сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлӗҫ, хӗвел ячӗпе лартнӑ юпӑрсене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, вӗлернисене хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсем умне пӑрахӑп;
5
Израиль ывӑлӗсен виллисене хӑйсен йӗрӗхӗсем умне хурӑп, сирӗн шӑммӑрсене хӑвӑрӑн чӳк вырӑнӗсем тавра сапаласа пӑрахӑп.
6
Сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлччӑр, арканччӑр тесе, сирӗн йӗрӗхӗрсем саланччӑр, пӗтчӗр тесе, хӗвел юписем ишӗлччӗр, эсир мӗн туни тӗппипех ҫухалтӑр тесе, эсир пурӑнакан пур вырӑнта та хуласене тустарса тухӗҫ, тӳпем вырӑнсене ишсе антарӗҫ.
7
Сирӗн хушшӑрта ӗнтӗ вӗлернисем тӑкӑнӗҫ, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.
8
Анчах Эпӗ чӗрӗ юлнисене, йӑлкӑма, упраса хӑварӑп, ҫавӑнпа та сире тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатса ярсассӑн, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ ҫыннӑрсем ытти халӑхсем хушшинче пулӗҫ.
9
Хӑтӑлса юлнисем, хӑйсене халӑхсем хушшине тыткӑна илсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсенӗн Манран уйрӑлнӑ аскӑн чӗрисене тата йӗрӗхсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ куҫӗсене касӑлтарсассӑн, Мана аса илӗҫ; вӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗсемпе туса тултарнӑ усал ӗҫӗсемшӗн хӑйсенчен хӑйсем йӗрӗнӗҫ,
10
вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ; вӗсем ҫине ҫакӑн пек хӗн-асап яратӑп тесе ахаль каламарӑм, тесе калать те.
11
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пӗҫҫӳне шарт ҫап та урупа тапса ил, вара кала: Израиль килӗ туса тултарнӑ ирсӗр усал ӗҫсемшӗн асап ҫиттӗр! вӗсем хӗҫпе, выҫлӑхпа тата мур чирӗпе пӗтӗҫ.
12
Аякрисем мур чирӗпе вилӗҫ; ҫывӑхрисем хӗҫрен пӗтӗҫ; чӗрӗ юлнисем, хӑтӑлса юлнисем, выҫӑпа касӑхса вилӗҫ; Хамӑн ҫиллӗме вӗсене ҫапла кӑтартӑп.
13
Вилнисем хӑйсен чӳк вырӑнӗсем тавра йӗрӗхӗсем хушшинче, кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, пӗтӗм ту тӑрринче, кашни ешерекен йывӑҫ айӗнче, кашни туратлӑ юман айӗнче, хӑйсен йӗрӗхӗсене ӑҫта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ, ҫавӑнта выртнине курсан, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
14
Вӗсем ҫине Хамӑн аллӑма тӑсӑп та ҫӗре — Дивлаф пушхирӗнчен пуҫласа вӗсем пурӑнакан пӗтӗм вырӑнта — пушхирпе ҫеҫенхир тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48