bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 31
Ezekiel 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 32 →
1
Вунпӗрмӗш ҫулта, виҫҫӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! фараона, Египет патшине, тата унӑн халӑхне кала: хӑвӑн чапна кам чапӗпе танлаштаратӑн эсӗ?
3
Акӑ Ассур Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗччӗ, турачӗсем илемлӗччӗ унӑн, ҫулҫисем сулхӑн кӳретчӗҫ, ҫӳллӗччӗ вӑл, тӑрри пӗлӗтех перӗнетчӗ.
4
Аслӑ шыв ӳстерчӗ ӑна, тӗпсӗр шыв ҫӗклерӗ ӑна, вӑл ӳсекен вырӑна тулӑх шыв шӑваратчӗ, ытти йывӑҫсем патне ҫав тӗпсӗр шыв хӑйӗн юпписене ҫеҫ яратчӗ.
5
Ӗнтӗ ҫавӑнпа вӑл хирти пур йывӑҫран та ҫӳллӗрехчӗ, турачӗ те нумайччӗ унӑн, хунавӗ те йышлансах пыратчӗ, йывӑҫӗ ӳснӗҫемӗн, шывӗ тулӑх пулнӑран, хунавӗсем паркаланатчӗҫ.
6
Ун хунавӗсем хушшинче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк йӑва ҫавӑратчӗ, ун турачӗсем айӗнче тӗрлӗрен хир кайӑкӗ ҫура ҫурататчӗ, унӑн хӳттинче тӗрлӗрен йышлӑ халӑх пурӑнатчӗ.
7
Вӑл хӑйӗн ҫӳллӗшӗпе, турачӗсем вӑрӑммипе мӑнаҫланатчӗ: ара, унӑн тымарӗ аслӑ шыв ҫумӗнчех ӳсетчӗ.
8
Турӑ пахчинчи кедрсем ӑна хуплаймарӗҫ; кипариссем унӑн турачӗсемпе танлашаймарӗҫ, каштансем унӑн турачӗ пысӑкӑш та пулаймарӗҫ, Турӑ пахчинчи пӗр йывӑҫ та хӑйӗн илемӗпе унпа танлашаймарӗ.
9
Эпӗ ӑна йышлӑ туратпа илемлетрӗм, Турӑ пахчинчи Эдем йывӑҫӗсем пурте ӑна ӑмсанатчӗҫ.
10
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каларӗ: ҫӳллӗ пулнӑшӑн, тӑрри пӗлӗтех перӗнсе тӑнӑшӑн, чӗри хӑйӗн чапӗпе мӑнаҫланнӑшӑн —
11
ҫакӑншӑн Эпӗ ӑна халӑхсен патши аллине патӑм; вӑл ӑна мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек турӗ; Эпӗ ӑна йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӑрахрӑм.
12
Вара ӑна ют ҫӗр ҫыннисем, халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, касса пӑрахрӗҫ те тусем ҫине йӑвантарчӗҫ; унӑн турачӗсем пур айлӑма та ӳкрӗҫ; унӑн хунавӗсем ҫӗр ҫинчи мӗнпур васанта вакланчӗҫ, ун хӳттинчи халӑхсем пурте унтан кайрӗҫ, ӑна пӑрахса хӑварчӗҫ.
13
Ун ванчӑкӗсем ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк килсе ларчӗ, турачӗсем хушшине тӗрлӗрен хир кайӑкӗ вырӑнаҫрӗ, терӗ.
14
Ҫакӑ ӗнтӗ шыв хӗрринчи нимӗнле йывӑҫ та хӑй ҫӳллӗшпе ан мӑнаҫлантӑр, тӑррипе пӗлӗте ан перӗнтӗр тесе, шыв ӗҫекен ытти йывӑҫсем вӗсен ҫӳллӗшне ҫитме ан шутлаччӑр тесе пулнӑ; вӗсене ӗнтӗ пурне те вилӗм аллине парӗҫ, вӗсем ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршыва, виле шӑтӑкне ӑсаннӑ этем ывӑлӗсем патне кайӗҫ, терӗ.
15
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: вӑл виле шӑтӑкне ӑсаннӑ кун Эпӗ ӑна асӑнса хӳхлерӗм, унӑн ячӗпе тӗпсӗр шыва хупласа лартрӑм, унӑн ҫырмисене юхма чартӑм, пысӑк шывсене чарса лартрӑм, унӑн ячӗпе Ливана хуйха ӳкертӗм, хирти пур йывӑҫ та уншӑн хурланчӗ.
16
Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ:
17
вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.
18
Эппин, хӑвӑн чапупа, хӑвӑн мухтавупа эсӗ хӑш Эдем йывӑҫӗпе танлашрӑн? Халӗ ӗнтӗ Эдем йывӑҫӗсемпе тан ҫӗр тӗпне ӳкӗн те унта ӳтне кастарманнисем хушшинче, хӗҫпе пӗтнисем хушшинче, выртӑн. Ку вӑл — фараон тата унӑн пӗтӗм йышлӑ халӑхӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 32 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→