bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 46
Ezekiel 46
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 45
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 47 →
1
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: шалти картиш хапхи, тухӑҫ енне тухакан хапха, ултӑ ӗҫ кунӗ хушши хупӑ пулмалла, шӑматкун вара уҫӑ пулмалла, вӑл ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун та уҫӑ пулмалла.
2
Аслӑ пуҫлӑх хапхан тулашӗнчи пӑлтӑрӗнчен кӗрет те хапха юпи патне тӑрать; священниксем унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине тата унӑн тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнине кӳрӗҫ; аслӑ пуҫлӑх вара хапха урати патӗнче Турра пуҫҫапӗ те каялла тухӗ, хапха каҫчен уҫӑ тӑрӗ.
3
Халӑх та Ҫӳлхуҫана шӑматкунсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче хапхаран кӗнӗ ҫӗрте пуҫҫапӗ.
4
Аслӑ пуҫлӑхӑн Ҫӳлхуҫана шӑматкун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парни айӑпсӑр ултӑ путек тата айӑпсӑр сурӑх таки пулмалла;
5
тырӑ парни така пуҫне пӗр ефа пулмалла, путек пуҫне вара аслӑ пуҫлӑх мӗн чухлӗ тырӑ парни парать, ҫавӑ пулать, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ памалла.
6
Ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун аслӑ пуҫлӑхӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр пӑру кӳмелле, тата ултӑ путекпе айӑпсӑр сурӑх таки кӳмелле.
7
Тырӑ-пулӑ парнине вӑл пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне вара хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳрӗ, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳрӗ.
8
Пырсассӑн, аслӑ пуҫлӑхӑн хапха пӑлтӑрӗнчен кӗмелле, каялла та ҫавӑнтанах тухмалла.
9
Уявсенче Ҫӳлхуҫа умне тӑма килнӗ халӑхӑн ҫапла тумалла: ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ ҫын кӑнтӑр хапхинчен тухмалла, кӑнтӑр хапхинчен кӗни ҫурҫӗр хапхинчен тухмалла; унӑн хӑй кӗнӗ хапхаран тухмалла мар, хирӗҫҫи хапхаран тухмалла.
10
Аслӑ пуҫлӑхӑн вӗсем хушшинче пулмалла; вӗсем кӗнӗ чухне вӑл та кӗрет, вӗсем тухнӑ чухне вӑл та тухать.
11
Уявсенче тата чаплӑ кунсенче унӑн тырӑ парнине пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳмелле, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳмелле.
12
Эхер те аслӑ пуҫлӑх кӑмӑл туса Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е тав парни кӳрес пулсан, ун валли тухӑҫ енне тухакан хапхана уҫмалла, вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине, тав парнине шӑматкун кӳнӗ евӗр кӳрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каялла тухӗ, вӑл тухнӑ хыҫҫӑн хапхана питӗрмелле.
13
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене Ҫӳлхуҫана кашни кун пӗр ҫулхи айӑпсӑр путек кӳрсе тӑр, ӑна ирсерен кӳрсе тӑр.
14
Ҫак парне ҫумне ирсерен тырӑ парни хуш: ефан улттӑмӗш пайне тата ҫӑнӑха ирӗлтерме гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗ хуш; Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни памалли йӗрке ҫакӑн пек, вӑл ӗмӗрлӗхе пымалли йӗрке.
15
Ирсерен ялан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене путек, тырӑ парни тата ҫу кӳччӗр.
16
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аслӑ пуҫлӑх хӑй ывӑлӗнчен хӑшне те пулин ҫӗр уйӑрса парас пулсан, ҫакӑ ҫав ывӑлӗн ывӑлӗсен еткерлӗхӗ те пулмалла; ҫак ҫӗр ӗмӗрлӗхе вӗсен еткер ҫӗрӗ пулмалла, тет.
17
Эхер те вӑл хӑй еткерлӗхӗнчен пӗр-пӗр чурине ҫӗр парсассӑн, ҫак парне чура аллинче ирӗке тухмалли ҫулччен ҫеҫ пулать, кайран ҫӗр каллех аслӑ пуҫлӑх патне таврӑнать. Аслӑ пуҫлӑх еткерлӗхӗ унӑн ывӑлӗсене ҫеҫ куҫмалла.
18
Аслӑ пуҫлӑх халӑхӑн еткер ҫӗрӗнчен, ҫынсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӗссе кӑларса, касса илме пултараймасть; вӑл хӑйӗн ачисене хӑй ҫӗрӗнчен ҫеҫ уйӑрса пама пултарать, ҫапла вара Ман халӑхӑм хушшинчен никама та хӑй ҫӗрӗнчен хӑваласа ярасси пулмӗ, тет.
19
Вӑл мана хапха айккинчи ҫулпа священниксен ҫурҫӗрелле пӑхакан таса пӳлӗмӗсем патне илсе тухрӗ, акӑ ҫакӑнта, анӑҫ енче, хӗрринче, пӗр вырӑн.
20
Мана каларӗ: ҫак вырӑнта священниксен усал ӗҫшӗн кӳнӗ парнене тата ҫылӑх парнине пӗҫермелле, ҫакӑнта тырӑ парнине пӗҫермелле, ҫавна, ӑна халӑх ан сӗртӗнтӗр тесе, тулашӗнчи картишне илсе тухмасӑр пӗҫермелле, терӗ.
21
Унтан мана тулашӗнчи картишне илсе тухрӗ те картишӗн тӑватӑ кӗтесне те кӑтартса ҫаврӑнчӗ, акӑ картишӗн кашни кӗтесӗнче тата тепӗр картиш.
22
Картишӗн пур кӗтесӗнче те — витнӗ картиш, унӑн тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр, тӑватӑ кӗтесӗнчи те пӗр виҫеллӗ.
23
Тӑваттӑшӗ тавра та — хӳме, хӳме ҫумӗпе йӗри-тавра вучах туса тухнӑ.
24
Каларӗ мана: акӑ пӗҫермелли вырӑн, кунта Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем халӑх парнисене пӗҫереҫҫӗ, терӗ.
← Chapter 45
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 47 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48