bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 48
Ezekiel 48
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 47
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
1
Акӑ йӑхсен ячӗсем. Ҫурҫӗр енче, Хетлон патӗнчен Емафа, Гацар-Енона каякан ҫулпа, Дамаскӑн ҫурҫӗр чиккинчен Емаф патне кайсассӑн, ҫак ҫӗр пӗтӗмпе тухӑҫ енчен тинӗсе ҫитиччен Данӑн пӗр пайӗ пулать.
2
Дан чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Асира пӗр пай пулать.
3
Асир чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Неффалима пӗр пай пулать.
4
Неффалим чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Манассияна пӗр пай пулать.
5
Манассия чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Ефрема пӗр пай пулать.
6
Ефрем чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Рувима пӗр пай пулать.
7
Рувим чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Иудӑна пӗр пай пулать.
8
Иуда чиккипе юнашар вара, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, сӑваплӑ лаптӑк, унӑн сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, тӑршшӗ, тухӑҫран анӑҫа ҫитиччен, ытти пай ҫӗрӗсен тӑршшӗ пек; ун варринче Турӑ Ҫурчӗ пулӗ.
9
Эсир Ҫӳлхуҫана парас ҫӗрӗн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча пулмалла.
10
Ҫак сӑваплӑ ҫӗр священниксене пулмалла, ҫурҫӗрелле ҫирӗм пилӗк пин, тинӗс енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, тухӑҫ енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, кӑнтӑр енчи тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, ун варринче вара Турӑ Ҫурчӗ пулать.
11
Ҫакна Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене парӑр, вӗсем Манӑн хуралӑмра тӑчӗҫ, вӗсем Израиль ывӑлӗсем Мана пӑрахнӑ вӑхӑтра, ытти левитсем пӑрӑнса кайнӑ пек, Манран пӑрӑнмарӗҫ.
12
Вӗсене сӑваплӑ лаптӑкран ҫак ҫӗр, сӑваплӑран та сӑваплӑскер, левитсен чиккипе юнашарскер, тивӗ.
13
Ҫакӑн пекех левитсем те священниксен ҫӗрӗпе юнашар ҫӗр илӗҫ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча пулӗ; пӗтӗмӗш тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча.
14
Ҫак пайран вӗсем сутма та, улӑштарма та пултараймаҫҫӗ; ҫак ҫерем ҫӗр тепӗрисен аллине те куҫма пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ку — Туррӑн сӑваплӑ япали.
15
Ытти ҫӗрӗ, сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин чухлӗскер, хулана — тӗрлӗрен усӑ курма, ҫуртсем лартма, хула ҫумӗ валли — тивет; хули варринче пулать.
16
Акӑ унӑн виҫи: ҫурҫӗр енӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, кӑнтӑр енӗ те тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, тухӑҫ енӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, анӑҫ енӗ те тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр шалча.
17
Хула ҫумӗ ҫурҫӗрелле икҫӗр аллӑ, тухӑҫ еннелле те икҫӗр аллӑ, кӑнтӑралла та икҫӗр аллӑ, анӑҫалла та икҫӗр аллӑ шалча.
18
Сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртакан ҫӗртен тухӑҫ еннелле вунӑ пин, анӑҫ еннелле вунӑ пин юлать, ҫак ҫӗрӗн, сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртаканскерӗн, ҫимӗҫӗ хулара ӗҫлекенсене апат-ҫимӗҫ валли пулмалла.
19
Хулара вара Израилӗн мӗнпур йӑхӗн ҫыннисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
20
Пӗтӗм уйӑрнӑ лаптӑк тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ те ҫирӗм пилӗк пин, вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ. Унта сӑваплӑ лаптӑк тата хула ҫӗрӗ пулмалла.
21
Ытти вара — аслӑ пуҫлӑх валли. Ӑна сӑваплӑ лаптӑкпа тата хула ҫӗрӗпе юнашар, вӗсен икӗ айккинче, пай памалла, ҫав ҫӗр тухӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча, анӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, вӑл йӑхсен ҫӗрӗ ҫумӗпе тӑсӑлмалла, ҫапла вара сӑваплӑ лаптӑкпа Турӑ Ҫурчӗ аслӑ пуҫлӑх ҫӗрӗн варринче пулать.
22
Левитсен ҫӗрӗпе хула ҫӗрӗ хушшинчи те каллех аслӑ пуҫлӑх валли пулмалла; Иуда чиккипе Вениамин чикки хушшинчи хутлӑх та аслӑ пуҫлӑх валли пулмалла.
23
Ытти йӑхсене ҫапла уйӑрса памалла: тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен — Вениамина пӗр пай.
24
Вениамин чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Симеона пӗр пай.
25
Симеон чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Иссахара пӗр пай.
26
Иссахар чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Завулона пӗр пай.
27
Завулон чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Гада пӗр пай.
28
Гад чиккипе юнашар кӑнтӑр енче кӑнтӑр чикки Тамара патӗнчен пуҫланса Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, унтан юхӑм шыв хӗррипе Аслӑ тинӗсе ҫитет.
29
Ҫак ҫӗр — эсир шӑпа ярса Израиль йӑхӗсене валеҫсе памалли ҫӗр, ҫакӑ вӗсен пайӗсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
30
Акӑ хула хапхисем: ҫурҫӗр енчен пуҫласа кӑтартсассӑн (ку ен тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике тӑршшӗ тӑсӑлать), ҫапла пулать:
31
хула хапхисене Израиль йӑхӗсен ячӗсене панӑ; ҫурҫӗр енче виҫӗ хапха: пӗри — Рувим хапхи, пӗри — Иуда хапхи, пӗри — Левий хапхи.
32
Тухӑҫ енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Иосиф хапхи, пӗри — Вениамин хапхи, пӗри — Дан хапхи;
33
кӑнтӑр енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Симеон хапхи, пӗри — Иссахар хапхи, пӗри — Завулон хапхи.
34
Тинӗс енче те (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Гад хапхи, пӗри — Асир хапхи, пӗри — Неффалим хапхи.
35
Пӗтӗмӗшпе йӗри-тавра вунсакӑр пин чике. Ҫак кунран пуҫласа хула ячӗ «Ҫӳлхуҫа ҫавӑнта» пулӗ.
← Chapter 47
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→