bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 21
Ezekiel 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 22 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Иерусалим енне ҫаврӑнса тӑр та сӑмахна суя турӑсен ҫурчӗсем енне пӑхса кала, Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер,
3
Израиль ҫӗрне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! Хамӑн хӗҫӗме йӗннинчен туртса кӑларӑп та санӑн тӳрӗ ҫыннусене те, усал ҫыннусене те вӗлерсе тухӑп.
4
Санӑн тӳрӗ ҫыннусене тата усал ҫыннусене пӗтермешкӗн Манӑн хӗҫӗм хӑйӗн йӗннинчен кашни чӗрӗ чун ҫине кайӗ, кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен кайӗ.
5
Вара кашни чӗрӗ чун Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӗҫӗме йӗннинчен кӑларнине, вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнмасса пӗлӗ.
6
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, пӗҫҫӳне ҫапа-ҫапа ахлат, хуйхӑрса, йынӑша-йынӑша вӗсен куҫӗ умӗнче ахлат.
7
Сана: «эсӗ мӗне пула ҫапла ахлататӑн?» тесессӗн, кала: «кунталла килекен хыпара пула» те — вара кирек мӗнле чӗре те шарах ҫурӑлӗ, пур алӑ та усӑнӗ, пурин хавалӗ те сӳнӗ, пур чӗркуҫҫи те шыв евӗр чӗтренӗ. Акӑ килӗ ҫакӑ, пулса иртӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
8
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
9
этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ:
10
ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ. Манӑн ывӑлӑмӑн туйи ытти кирек мӗнле йывӑҫран та йӗрӗннӗшӗн савӑнмалла-ши пирӗн?
11
Алла тытас умӗн Эпӗ хӗҫӗме хӑйрама патӑм; ку хӗҫе ҫынвӗлерен аллине пама ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ.
12
Этем ывӑлӗ, ӗнтӗ ахлат, ӗсӗкле: вӑл — Манӑн халӑхӑма хирӗҫ, Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне хирӗҫ; вӗсем Манӑн халӑхӑмпа пӗрле хӗҫ айне ӳкӗҫ; ҫавӑнпа пӗҫҫӳне ҫапса ахлат.
13
Хӗҫе тӗрӗслесе те пӑхнӑ. Вӑл туяран та хӑрамасть пулсан, мӗн тӑвайӑн? ку чӑтаймасть, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
14
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, аллуна аллупа ҫуп: хӗҫ икӗ хут, виҫӗ хут нумайрах пулӗ, хӗҫ пӗтес халӑх ҫине, аслине пӗтерме кайӗ, вӑл кашни кил ӑшчиккине кӗрӗ.
15
Чӗресем шарах ҫурӑлччӑр, вилнисем тата ытларах пулччӑр тесе, Эпӗ вӗсен кашни хапхи умне хаяр хӗҫ тӑратӑп, ах! ҫиҫӗм пек ҫиҫекен, чиксе пӑрахма ҫивӗчлетнӗ хӗҫ!
16
Хатӗрлен, вара куҫу ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла — е сылтӑмалла кай, е сулахаялла кай.
17
Эпӗ алӑ ҫупса тӑрӑп, Хамӑн ҫиллӗме кантарӑп; Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.
18
Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:
19
этем ывӑлӗ, эсӗ Вавилон патшин хӗҫӗ каяс икӗ ҫула ӳкерсе кӑтарт — икӗ ҫулӗ те пӗр ҫӗртен тухмалла; хуласене каякан ҫулсем ӑҫтан пуҫланнине ӳкер, ҫавӑнта паллӑ ларт.
20
Хӗҫ Аммон ывӑлӗсен хулине Раввӑна тата Иудея ҫӗрне, тӗреклӗлетнӗ Иерусалима, каяс ҫула кӑтарт:
21
ӗнтӗ Вавилон патши ҫул юппинче, икӗ ҫул пуҫланнӑ тӗлте, юмлама чарӑнса тӑнӑ: ҫӗмренӗсене силлет, терафимӗсенчен ыйтать, пӗвер тишкерет.
22
Сылтӑм аллинче унӑн — «Иерусалима» текен юм, унта ӗнтӗ тарансем лартмалла, тытӑҫу валли чӗлхе-ҫӑвара уҫмалла, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кӑшкӑрма сасса вӑйлатмалла, тарансене хапхасем ҫывӑхне куҫармалла, тӑпра хӳме купаламалла, хулана хупӑрласа илме пашнесем тумалла.
23
Ҫак ӑрӑм Израиль килне суя пек курӑннӑ; вӗсем, тупа тунӑскерсем, ҫапла улталанине аса илсен, Вавилон патши хулана ярса илме шут тытнӑ.
24
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: усал ӗҫӗрсене куҫкӗретех туса, пӗтӗм ӗҫӗрте ҫылӑхӑрсене уҫҫӑн кӑтартса, эсир хӑвӑрӑн йӗркесӗрлӗхне аса илтеретӗр, ҫакна эсир хӑвӑрах аса илтеретӗр, ҫапла сире алӑпах ярса тытӗҫ, тет.
25
Эй эсӗ, Израилӗн юрӑхсӑр, айӑплӑ ҫулпуҫӗ, халь ӗнтӗ санӑн куну ҫитрӗ, сан йӗркесӗрлӗхӳн вӗҫӗ ҫитрӗ!
26
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пуҫу ҫинчен пуҫкӑшӑльне хывса хур; патша ҫӗлӗкне хыв; пӗтӗмпе улӑшӑнӗ: мӗскӗне юлни асла тухӗ, асли мӗскӗне тухӗ, тет.
27
Аркатӑп, аркатӑп, аркатӑп ку хулана, вӑл унччен пулман пекех пулӗ. Хуҫи киличчен ҫапла пулӗ. Вара ку хулана Эпӗ Ӑна парӑп, тет.
28
Эсӗ, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Аммон ывӑлӗсем ҫинчен, вӗсем кӑтартнӑ мӑшкӑл ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те; кала: ӗнтӗ хӗҫе, хӗҫе вӗсене чиксе вӗлерме кӑларнӑ, вӗсене пӗтерме, ҫиҫӗм пек ҫиҫсе тӑма хӑйранӑ,
29
сана ҫук япаласем кӑтартнӑ чухне, сана суя юм юмланӑ чухне ҫав хӗҫ сана та пуҫне каснӑ усал ҫынсем ҫумне хурӗ, ҫав ҫынсен кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ ӗнтӗ.
30
Хӗҫе каялла хӑйӗн йӗннине тавӑрас-и? Сана ӑҫта пултарнӑ, эсӗ хӑш ҫӗртен тухнӑ, сана ҫавӑнта сут тӑвӑп:
31
сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сан ҫине Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вут-ҫулӑмне ҫитерӗп, сана тискер ҫынсен, вӗлерме пӗлекен ҫынсен, аллине парӑп.
32
Сана вут ҫунтарса ярӗ, санӑн юну ҫӗр ҫине юлӗ; сан ҫинчен аса та илмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→