bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 42
Ezekiel 42
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 43 →
1
Вӑл мана ҫурҫӗр ҫулӗпе шалти картиш патне илсе тухрӗ те уҫӑ лаптӑка хирӗҫ тата ҫурҫӗр енчи хуралтӑна хирӗҫ вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсем патне илсе пычӗ,
2
ҫав вырӑн ҫурҫӗр алӑкӗсем патӗнче тӑршшӗпе ҫӗр чике, сарлакӑшӗпе аллӑ чике.
3
Шалти картишӗн ҫирӗм чикине хирӗҫ, тулаш картишӗнчи ҫӳллӗ вырӑна хирӗҫ — галерейӑсем, вӗсем виҫӗ хутӗнче те пӗр пек вырӑнаҫнӑ.
4
Пӳлӗмӗсем умӗнче — кӗмелли-тухмалли вырӑн: вӑл вунӑ чике сарлакӑш, шалалла пӗр чике чухлӗ кӗрет; пӳлӗмсен алӑкӗсем ҫурҫӗрелле пӑхаҫҫӗ.
5
Ҫак хуралтӑн ҫӳлти пӳлӗмӗсем аялти тата иккӗмӗш хутри пӳлӗмӗсенчен ансӑртарах, мӗншӗн тесессӗн вӗсен лаптӑкне галерея катса илет.
6
Хуралтӑ виҫӗ хутлӑ, кунта картишсенчи пек юпасем ҫук; ҫавӑнпа вӑл ҫӳлелле ансӑрланса пырать: иккӗмӗш хучӗ аялти хутран, виҫҫӗмӗш хучӗ иккӗмӗш хутран ансӑртарах.
7
Тулашӗнчи картишӗ енчен пӑхсан, пӳлӗмсен мал енӗ тулаш стена пулать, вӑл аллӑ чике тӑршшӗ,
8
мӗншӗн тесессӗн тулаш картишӗнчи пӳлӗмсен тӑршшӗ те аллӑ чике ҫеҫ, Турӑ Ҫурчӗ умӗнче вара — ҫӗр чике.
9
Ҫак пӳлӗмсем патне тулаш картишӗнчен пырас пулсан, унта аялтан тухӑҫ енчен кӗмелле.
10
Уҫӑ лаптӑкпа унти хуралтӑ умӗнче те пӳлӗмсем пур, вӗсем шалти картишӗн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ.
11
Вӗсен умӗнчи кӗмелли-тухмалли вырӑн ҫурҫӗр еннелле пӑхакан пӳлӗмсенни пекех, тӑршшӗ те ҫавсенни пекех, сарлакӑшӗ те ҫавӑн пекех, пӗтӗм тухмалли-кӗмелли те ҫавсенни пекех, пурне те ҫавсенни пек тунӑ, вӗсен алӑкӗсем те лешӗсенни пекех.
12
Кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсен алӑкӗсем те ҫавсенни пекех, унта кӗмелли алӑк — хӳме ҫумӗпе тухӑҫалла каякан ҫул хӗрринчех.
13
Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
14
Унта кӗрсессӗн, священниксен хӑйсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирне ҫавӑнта хывса хӑвармасӑр ҫав сӑваплӑ вырӑнтан шалти картишне тухма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ҫав тумтир — таса; халӑх патне тухас умӗн вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнмалла.
15
Турӑ Ҫурчӗн ӑшчиккине виҫсе пӗтерсен, вӑл мана тухӑҫ енне тухакан хапха витӗр илсе тухрӗ те Турӑ Ҫуртне йӗри-тавра виҫме пуҫларӗ.
16
Виҫекен шалчипе вӑл тухӑҫ енне виҫрӗ, виҫекен шалчипе виҫсессӗн, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ;
17
ҫав шалчапах ҫурҫӗр енне виҫрӗ, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ;
18
виҫекен шалчипе кӑнтӑр енне виҫсен те, пилӗкҫӗр шалча пулчӗ.
19
Унтан анӑҫ енне ҫаврӑнчӗ те виҫекен шалчипе пилӗкҫӗр шалча виҫрӗ.
20
Вӑл Турӑ Ҫуртне пур енчен те, тӑватӑ енчен те, виҫсе тухрӗ; таса вырӑна таса марринчен уйӑрса тӑмашкӑн Турӑ Ҫурчӗ тавра пилӗкҫӗр шалча тӑршшӗ, пилӗкҫӗр шалча сарлакӑшлӑ хӳме тытса ҫавӑрнӑччӗ.
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 43 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48