bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 14
Ezekiel 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 15 →
1
Израиль пуҫлӑхӗсенчен темиҫе ҫынни ман патӑма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ.
2
Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
3
этем ывӑлӗ! Ӗнтӗ ҫак ҫынсем хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртнӗ те хӑйсен умне илӗртсе ҫылӑха кӗртекене лартнӑ: Эпӗ вӗсене хуравлама пултарӑп-и?
4
Ҫавӑнпа та калаҫ вӗсемпе, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль йӑхӗн ҫынни кам та кам хӑйӗн чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйӗн умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ҫав темӗн чухлӗ йӗрӗхе пуҫҫапакана хурав пама пултарӑп-и? тесе калать те.
5
Израиль килӗ чун-чӗрипе ӑнланса илтӗрччӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене пула вӗсем пурте Маншӑн юта тухрӗҫ.
6
Ҫавӑнпа Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Турӑ енне ҫаврӑнӑр, йӗрӗхӗрсенчен сивӗнӗр, пӗтӗм ирсӗр ӗҫӗрсенчен пӑрӑнӑр, тесе калать те.
7
Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?
8
Эпӗ ҫав ҫынна сӑнӑмпа тӳртӗн тӑрӑп, ҫапса антарӑп ӑна, унран астутаракан паллӑпа ытарӑш тӑвӑп, ӑна Хамӑн халӑхӑм хушшинчен пӗтерӗп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.
9
Эхер те пророк хӑйне илӗртсе улталаттарма парсассӑн, хӑй сӑмахне Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗрентсе калаттарать тесессӗн, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсӑп та ӑна Хамӑн халӑхӑм, Израиль халӑхӗ, хушшинчен пӗтерӗп.
10
Малашне Израиль килӗ Манран ан пӑрӑнтӑр тесе, хӑйсене тӗрлӗ усал ӗҫсемпе ан ирсӗрлетчӗр, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулччӑр тесе, вӗсен Турри Эпӗ пулам тесе, халӗ вӗсем хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗшӗн айӑпланӗҫ: ыйтаканӗн айӑпӗ мӗнле, пророка та ҫав айӑпах тивӗ, тесе калать Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
12
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
13
этем ывӑлӗ! эхер те пӗр-пӗр ҫӗр Манран сутӑнчӑкла пӑрӑнса Ман умӑмра ҫылӑха кӗрес пулсан, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсса унти ҫӑкӑр тӗрекне аркатрӑм пулсан, унта выҫлӑх ятӑм пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫларӑм пулсан,
14
эхер те унта ҫакӑ виҫӗ ҫын — Ной, Даниил тата Иов — тупӑнас пулсан, вӗсем хӑйсен сӑваплӑхӗпе хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
15
Е тата Эпӗ ҫав ҫӗр ҫине хӑрушӑ тискер кайӑксем ятӑм пулсан, вӗсем ҫав ҫӗре тӑлӑха тӑратса хӑварнӑ пулсан, тискер кайӑксене пула ҫӗр пушӑ та этем ҫӳремелле мар тӑрса юлчӗ пулсан,
16
ҫав виҫӗ ҫын, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлайман пулӗччӗҫ, хӑйсем ҫеҫ, пӗр хӑйсем ҫеҫ ҫӑлӑнӗччӗҫ, ҫӗрӗ вара пушхир пулса юлӗччӗ.
17
Е тата Эпӗ ҫав ҫӗр ҫине хӗҫ янӑ пулсан, «хӗҫ, ҫӗр витӗр тух!» тенӗ пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫланӑ пулсан,
18
вӗсем хушшинчи ҫав виҫӗ ҫын, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлайман пулӗччӗҫ, хӑйсем ҫеҫ ҫӑлӑннӑ пулӗччӗҫ.
19
Е тата Эпӗ унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме ҫав ҫӗр ҫине мур чирӗ янӑ пулсан, Хамӑн хаярлӑхӑмпа юн тӑкнӑ пулсан,
20
ҫав ҫӗрте Ной, Даниил тата Иов пурӑннӑ пулсан, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — вӗсем ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлаймӗччӗҫ; хӑйсен сӑваплӑхӗпе вӗсем хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ.
21
Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та,
22
унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.
23
Вӗсем сире лӑплантарӗҫ, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курсан, эсир лӑпланатӑр; ҫав хулара тунӑ мӗнпур ӗҫе Эпӗ ахальтен туманнине пӗлетӗр вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48