bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 11
Ezekiel 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 12 →
1
Мана Сывлӑш ҫӗклерӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тухӑҫалла тухакан тухӑҫ хапхи патне илсе ҫитерчӗ. Акӑ ӗнтӗ — хапха умӗнче ҫирӗм пилӗк ҫын; вӗсем хушшинче эпӗ халӑх пуҫлӑхӗсене Азур ывӑлне Иезанияна тата Ваней ывӑлне Фалтияна куртӑм.
2
Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ ҫак ҫынсен пуҫӗнче йӗркесӗр ӗҫсем ҫеҫ, тата вӗсем ҫак хулара усал канашсем параҫҫӗ,
3
вӗсем: «часах мар-ха; ҫуртсем лартӑпӑр; вӑл — хуран, эпир — ашӗ» теҫҫӗ.
4
Ҫавӑнпа та вӗсене пулассине пӗлтер, малашне мӗн пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, терӗ.
5
Вара ман ҫине Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ анчӗ те мана каларӗ: кала, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Израиль килӗ, эсир мӗн каланине, сирӗн пуҫӑра мӗн кӗнине Эпӗ пурне те пӗлетӗп.
6
Ку хулара эсир нумай ҫыннӑра вӗлерсе пӑрахрӑр, унӑн урамӗсене вилесемпе тултартӑр, тесе калать те.
7
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир хула варрине вӗлерсе пӑрахнӑ ҫыннӑрсем аш вырӑнне пулӗҫ, хули вара хуран пулӗ; анчах та Эпӗ сире унтан илсе тухӑп.
8
Эсир хӗҫрен хӑратӑр, Эпӗ вара сирӗн ҫине хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
9
Сире унтан илсе тухӑп та ют ҫынсен аллине парӑп, сире сут тӑвӑп.
10
Хӗҫпе касӑлса ӳкетӗр; сире Израиль чиккисенче сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
11
Хула сирӗншӗн хуран пулмӗ, эсир те хуранти аш пулмӑр; сире Израиль чиккисенче сут тӑвӑп.
12
Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӑр, хӑвӑра хупӑрласа тӑракан халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнтӑр, тесе калать те.
13
Эпӗ малашне мӗн пулассине пӗлтернӗ чухне Фалтия, Ваней ывӑлӗ, вилсе кайрӗ. Эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм та хытӑ сасӑпа тилмӗрсе йӑлӑнтӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӗнтӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне Эсӗ тӗппипех пӗтерес тетӗн-им? терӗм.
14
Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
15
этем ывӑлӗ! санӑн тӑванусене, санӑн тӑванусене, санӑн пӗртӑванусене, пӗтӗм Израиль килне — пурне те — Иерусалимра пурӑнакансем: «Ҫӳлхуҫаран аякра пурӑнӑр; ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» тееҫҫӗ.
16
Эсӗ ҫапла хуравла: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ вӗсене ют халӑхсем патне кӑларса ятӑм пулсан та, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатрӑм пулсан та, хӑйсем кайнӑ ҫӗршывсенче Эпӗ вӗсемшӗн вӑхӑтлӑха Хам Турӑ Ҫурчӗ пултӑм.
17
Унтан кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сире халӑхсем хушшинчен пуҫтарӑп, сире салатнӑ ҫӗршывсенчен каялла илсе тухӑп; вара сире Израиль ҫӗрне парӑп.
18
Унта ҫитӗҫ те ҫав ҫӗртен пӗтӗм ирсӗрлӗхе, пӗтӗм путсӗрлӗхе хӑваласа кӑларӗҫ.
19
Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп:
20
вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
21
Камӑн та пулин чӗри вӗсен ирсӗр ӗҫӗсемпе вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене кӑмӑлласа пӑрахсан, ҫапла тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
22
Унтан херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ, кустӑрмасем вӗсем патӗнчехчӗ; Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ҫӳлте вӗсен тӗлӗнчеччӗ.
23
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ хула варринчен ҫӳлелле ҫӗкленчӗ те хуларан тухӑҫ енче ларакан ту тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ.
24
Сывлӑш мана ҫӳлелле ҫӗклерӗ, Турӑ ҫапла курӑнса, мана халдейсен ҫӗрне, унта куҫарса килнӗ ҫынсем патне, ҫитерчӗ. Мана курӑнни вара ман патӑмран сирӗлчӗ.
25
Эпӗ хама Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ пур сӑмаха та кунта куҫарса килнӗ ҫынсене каласа патӑм.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48