bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 30
Ezekiel 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 31 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй, ӗсӗклесе йӗрӗр! ах, хурлӑхлӑ кун!
3
Ҫапла, кун ҫывӑхарчӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ, йывӑр кун, ҫывӑхарать; халӑхсенӗн пӗтес вӑхӑчӗ пуҫланать.
4
Хӗҫ Египет ҫине кайӗ, Египетра вилекенсем ӳкме пуҫласассӑн, унӑн пуянлӑхне туртса илсессӗн, никӗсне ишсе пӑрахсассӑн, Эфиопи ҫӗрӗнче те сехӗрленӗҫ;
5
Эфиопи, Ливи, Лиди, пӗтӗм хутӑшнӑ халӑх тата Хуб, халал ҫӗрӗн ывӑлӗсем — пурте вӗсемпе пӗрле хӗҫ айне пулса вилӗҫ.
6
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
7
Пушӑ хӑварнӑ ҫӗрсем хушшинче пушша вӑл юлӗ, хулисем те унӑн пушша юлнӑ хуласем хушшинче пулӗҫ.
8
Египет ҫине вут ярсассӑн, унӑн тӗрекӗсене аркатсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
9
Ҫав кун Ман патӑмран хыпарҫӑсем, карапсем ҫине ларса, ним шухӑшсӑр пурӑнакан эфиопсене хӑратма кайӗҫ, вара унта сехӗрленӳ Египет кунӗнче сарӑлнӑ пекех сарӑлӗ; акӑ вӑл ҫитет ӗнтӗ.
10
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Египетӑн йышлӑ халӑхне Вавилон патшин, Навуходоносорӑн, аллипе пӗтерӗп.
11
Ӑна тата унӑн халӑхне, халӑхсем хушшинче чи хаяррине, ҫак ҫӗре пӗтерме илсе килӗҫ: вӗсем Египета хирӗҫ хӗҫӗсене туртса кӑларӗҫ, ҫӗр тулли вилнӗ ҫын пулӗ.
12
Ҫырмисене типӗтсе лартӑп, ҫӗрне усаллисен аллине парӑп, ют ҫӗр ҫыннисен аллипе ҫӗре, унта мӗн пуррине ҫука хӑварӑп. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
13
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Мемфисри йӗрӗхсене аркатӑп, унти суя турӑсене пӗтерӗп, Египет ҫӗрӗнчен текех патша тухаймӗ, Египет ҫӗрне хӑратса пӑрахӑп.
14
Пафроса ҫука хӑварӑп, Цоан ҫине вут ярӑп, Но хулине сут тӑвӑп, тет.
15
Син — Египет тӗрекӗ, ун ҫине Хамӑн хаярлӑхӑма кӑларӑп, Но хулинчи йышлӑ халӑха пӗтерӗп.
16
Египет ҫине вут ярӑп; Син чӗтрене ерӗ, Но ишӗлсе анӗ, Мемфис ҫине кӑнтӑр варринчех тӑшман тапӑнӗ.
17
Он тата Бубаст ҫамрӑкӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ, ыттисем тыткӑна лекӗҫ.
18
Египет сӳсменне аркатса тӑкӑп та, Тафнис хулинче те кун ҫути сӳнсе ларӗ, вара унӑн мӑнаҫлӑ чапӗ путланӗ. Ӑна хура пӗлӗт хупӑрлӗ, хӗрӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ.
19
Египета Эпӗ ҫапла сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
20
Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
21
этем ывӑлӗ! Эпӗ ӗнтӗ Египет патшийӗн, фараонӑн, хӑватлӑ аллине аркатса тӑкрӑм; акӑ ӑна сыватмаҫҫӗ-ха, унӑн суранне ҫыхса яман-ха, эмелҫӗ ӑна чӗркесе ҫыхман-ха, ҫапла тунӑ пулсассӑн, вӑл хӗҫ тытмалӑх вӑй илнӗ пулӗччӗ.
22
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — фараона, Египет патшине, хирӗҫ! унӑн аллисене — сыввине те, хуҫнӑ аллине те — ҫӗмӗрсе тӑкӑп, вара аллинчи хӗҫӗ тухса ӳкӗ, тет.
23
Египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп.
24
Вавилон патшийӗн вӑй-хӑватне тӗреклетӗп, аллине Хамӑн хӗҫӗме тыттарӑп, фараон вӑй-хӑватне вара аркатса тӑкӑп, аманса пӗтнӗскер, вӑл Вавилон патши умӗнче хытӑ йынӑшса выртӗ, тет.
25
Вавилон патшийӗн аллине тӗреклетӗп те, фараон алли усӑнӗ; Вавилон патшийӗн аллине Хамӑн хӗҫӗме парсассӑн, вӑл ӑна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑссассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
26
Ӗнтӗ египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→