bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 41
Ezekiel 41
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 42 →
1
Кайран мана Турӑ Ҫуртне илсе кӗчӗ, унта виҫрӗ те, пӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ ултӑ чике, тепӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ те ултӑ чике пулчӗ, кӗлӗ чатӑрӗн сарлакӑшӗ ку.
2
Алӑк сарлакӑшӗ вунӑ чике, алӑк аякӗ пӗр енче пилӗк чике, тепӗр енче те пилӗк чике; Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ: тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ.
3
Унтан вӑл шалалла иртрӗ, алӑк патӗнчи юпасене виҫрӗ: вӗсем икӗ чике пулчӗҫ, алӑкӗ ултӑ чике пулчӗ, алӑк сарлакӑшӗ — ҫичӗ чике.
4
Шалта виҫрӗ: Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ, унтан мана каларӗ: «ку — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм» терӗ.
5
Унтан Турӑ Ҫурчӗн стенине виҫрӗ: унӑн хулӑнӑшӗ ултӑ чике пулчӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫӗ енне ларса тухнӑ айккинчи пӳлӗмсен сарлакӑшӗ тӑватӑ чике пулчӗ.
6
Айккинчи пӳлӗмсем виҫӗ хутлӑ, кашни хутӗнче вӑтӑр пӳлӗм, пӳлӗмӗ пӳлӗм ҫумӗнче; вӗсем Турӑ Ҫурчӗ тавра тӑсӑлакан, пӳлӗмсем валли тунӑ стенана кӗтесленсе кӗреҫҫӗ, ҫапла вара пӳлӗмсем ҫак стенапа ҫыхӑннӑ, анчах Турӑ Ҫурчӗн стенине перӗнмеҫҫӗ.
7
Ҫӳлелле хӑпарнӑҫемӗн Турӑ Ҫурчӗ, айккинчи пӳлӗмӗсене пула, сарӑлса-сарӑлса пырать, мӗншӗн тесен Турӑ Ҫурчӗн ҫавракӑшӗ Турӑ Ҫурчӗ тавра ҫӳлерен те ҫӳле хӑпарать, ҫавӑнпа Турӑ Ҫурчӗ ҫӳлте сарлакарах, аялти хутӗнчен ҫӳлти хутне варринчи витӗр хӑпараҫҫӗ.
8
Эпӗ Ҫурт тӑррине пӗтӗм тавралӑхӗпе куртӑм; айккинчи пӳлӗмсен никӗсӗ пӗр шалчаччӗ, ултӑ тулли чике чухлӗччӗ.
9
Тулашне тухакан айккинчи пӳлӗмсен стени пилӗк чике сарлакӑш, Турӑ Ҫурчӗн айккинчи пӳлӗмӗсен ҫумӗнче уҫӑ вырӑн пур.
10
Пӗтӗм Турӑ Ҫурчӗ тавра ларса тухнӑ пӳлӗмсен хушши ҫирӗм чике.
11
Айккинчи пӳлӗмсен алӑкӗсем уҫӑ вырӑна илсе тухаҫҫӗ: пӗр алӑкӗ — ҫурҫӗр енне, тепӗри — кӑнтӑр енне; ҫав уҫӑ вырӑнӑн сарлакӑшӗ — пилӗк чике.
12
Анӑҫ енчи лаптӑк умӗнче — пӗр хуралтӑ, унӑн сарлакӑшӗ ҫитмӗл чике; ҫак хуралтӑ стенин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, унӑн тӑршшӗ тӑхӑрвунӑ чике.
13
Унтан вӑл Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗне виҫрӗ, ҫӗр чике пулчӗ, лаптӑка тата хуралтӑна, унӑн стенисемпе пӗрле шутласан, каллех тӑршшӗ ҫӗр чике пулчӗ.
14
Турӑ Ҫурчӗн пиччӗн енчен шутланӑ сарлакӑшӗпе тухӑҫ енчи лаптӑк сарлакӑшӗ ҫӗр чике пулчӗ.
15
Лаптӑк умӗнчи хуралтӑн хыҫал енчи тӑршшӗне ҫак хуралтӑн ку енче тата леш енче ларакан айккинчи пӳлӗмӗсемпе пӗрле шутласан, ҫӗр чике пулчӗ; Турӑ Ҫурчӗн ӑшчиккине тата картиш пӑлтӑрӗсене
16
йывӑҫпа сӑрнӑ. Виҫӗ хутра та — алӑк пӑрӑсӗсем, решеткеллӗ чӳречесем, йӗри-тавра айккинчи пӳлӗмсем, пур ҫӗрте те урайӗнчен пуҫласа чӳрече патне ҫитиччен йывӑҫпа витнӗ; чӳречисем хупӑччӗ.
17
Турӑ Ҫуртӗнче шалта та, тулашӗнче те алӑксен тӑрринчен пуҫласа пӗтӗм стена ҫине йӗри-тавра, шалта та, тулашӗнче те, тӗрлӗ ӳкерчӗк каса-каса кӑларнӑ,
18
херувимсемпе пальмӑсем тунӑ: икӗ херувим варринче — пальма, кашни херувимӑн — икӗ пит-куҫ.
19
Пӗр енчен пальма ҫине этем пит-куҫӗ пӑхать, тепӗр енчен — арӑслан пит-куҫӗ; пӗтӗм Турӑ Ҫурчӗ тавра ҫапла туса тухнӑ.
20
Урайӗнчен пуҫласа алӑксен тӑррине ҫитиччен херувимсемпе пальмӑсем тунӑ, Турӑ Ҫурчӗн стенисем ҫине те ҫапла каса-каса ӳкернӗ.
21
Турӑ Ҫурчӗн алӑк сулисем тӑватӑ кӗтеслӗччӗ; сӑваплӑ вырӑн эпӗ курнӑ евӗрлӗччӗ.
22
Парне сӗтелне йывӑҫран тунӑччӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ икӗ чике; унӑн кӗтесӗсене те, унӑн никӗсне те, унӑн енӗсене те йывӑҫран тунӑ. Вӑл мана каларӗ: «Ҫӳлхуҫа умӗнчи сӗтел ку» терӗ.
23
Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксем икӗ хупӑлчаллӑ,
24
икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑнать, пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлча, тепӗр алӑкӗн те икӗ хупӑлча;
25
вӗсем ҫине, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсем ҫине, стенасем ҫине ӳкернӗ евӗрлӗ херувимсемпе пальма йывӑҫӗсене каса-каса ӳкернӗ; пӑлтӑр умӗнче, тулашӗнче, йывӑҫран тунӑ пусаха пур.
26
Пӑлтӑрӑн айккинчи стенисем ҫине икӗ енче те, айккинчи пӳлӗмсен стени ҫине тата ҫурт ҫамки ҫине чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ, пальма ӳкернӗ.
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 42 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48