bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 39
Ezekiel 39
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 38
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 40 →
1
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Гога малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Гог, — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ, — акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!
2
Сана каялла ҫавӑрӑп, сана ертсе кайӑп, сана ҫурҫӗр хӗрринчен илсе тухӑп, сана Израиль тӑвӗсем ҫине илсе килӗп.
3
Сулахай аллунтан уххуна ҫапса ӳкерӗп, сылтӑм аллунтан ҫӗмренӳсене кӑларса ывӑтӑп.
4
Эсӗ Израиль тӑвӗсем ҫинче пӗтӗн, эсӗ те, санӑн пӗтӗм ҫару та, санпа пӗрле килнӗ халӑхсем те ҫавӑнта пӗтетӗр; сана тӗрлӗ ҫӑткӑн кайӑксене, хирти тискер кайӑксене ҫиме парӑп.
5
Уҫӑ хирте ӳкӗн: Эпӗ ҫапла каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
6
Магог ҫӗрӗ ҫинче тата утравсем ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнакансем ҫине вут-ҫулӑм ярӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
7
Хамӑн сӑваплӑ ятӑма Хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшинче кӑтартӑп, малашне Хамӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатма памӑп, вара халӑхсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Израилӗн Святойӗ пулнине пӗлӗҫ.
8
Акӑ ҫакӑ килет, пулать, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, ку — Эпӗ каласа хунӑ кун.
9
Ҫавӑн чухне Израиль хулисенче пурӑнакансем килӗсенчен тухӗҫ те вут чӗртсе ярӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне, хулкансемпе хурҫӑ тумтирсене, ухӑсемпе ҫӗмренсене, чукмарсене, сӑнӑсене ҫунтарма пуҫлӗҫ; вӗсене ҫичӗ ҫул хушши ҫунтарӗҫ.
10
Ӗнтӗ хиртен вутӑ йӑтмӗҫ, вӑрмантан та касса килмӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне ҫеҫ ҫунтарӗҫ; хӑйсене ҫаратнисене ҫаратӗҫ, хӑйсене тустарнисене тустарӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
11
Ҫавӑ кун акӑ мӗн пулӗ: Гога масар шӑтӑкӗ валли Израильре вырӑн — тинӗсрен тухӑҫ енче выртакан айлӑма, иртен-ҫӳренӗн айлӑмне — парӑп, ҫак айлӑм иртен-ҫӳрене чарса тӑратӗ; Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫавӑнта пытарӗҫ, вара ҫав вырӑна Гог эшкерӗн айлӑмӗ тесе ят парӗҫ.
12
Ҫӗре тасатмашкӑн Израиль килӗ вӗсене ҫичӗ уйӑх хушши пытарӗ.
13
Вӗсене пӗтӗм ҫӗр халӑхӗ пытарӗ, Хамӑн чапӑма кӑтартнӑ кун уншӑн мухтавлӑ кун пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
14
Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ;
15
тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.
16
Хулине Гамона [эшкер] тесе ят парӗҫ. Ҫӗре ҫапла тасатса ҫитерӗҫ.
17
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.
18
Вӑйпитти арсен ашне ҫийӗр, ҫӗр пуҫлӑхӗсен юнне, Васан ҫӗрӗнче самӑртнӑ сурӑх такисен, путексен, качака такисен, пӑрусен юнне ӗҫӗр;
19
Эпӗ сирӗн валли пусас парнемӗн ҫӑвне мӗн тӑраниччен ҫийӗр, юнне мӗн ӳсӗрӗличчен ӗҫӗр.
20
Ман сӗтелӗм хушшинче утсемпе те юланутҫӑсемпе, вӑйпитти арсемпе те тӗрлӗ ҫар ҫыннисемпе тӑранӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
21
Хамӑн мухтавӑма халӑхсем хушшинче кӑтартӑп та, халӑхсем пурте Эпӗ тӑвакан сута тата вӗсем ҫине хуракан Манӑн аллӑма курӗҫ.
22
Израиль килӗ вара Эпӗ ҫав кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗ.
23
Халӑхсем пӗлсе ҫитӗҫ: Израиль халӑхне хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗшӗн урӑх ҫӗре куҫарнӑ; вӗсем Ман умӑмра ултавҫӑ пек хӑтланчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм, вӗсене тӑшманӗсен аллине патӑм, вӗсем пурте хӗҫпе касӑлса ӳкрӗҫ.
24
Ҫакна Эпӗ вӗсен ирсӗрлӗхӗшӗн тата вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн турӑм, ҫакӑншӑн Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм.
25
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӗ Иакова тыткӑнран тавӑрӑп, пӗтӗм Израиль килне каҫарӑп, Хамӑн сӑваплӑ ятӑмшӑн хытӑ тӑрӑп.
26
Вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнма пуҫласассӑн, вӗсене никам та хӑратайми пулсассӑн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшинчен тавӑрсассӑн, тӑшманӗсен ҫӗрӗсенчен пӗрле пуҫтарсассӑн, Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсенче нумай халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартсассӑн, вӗсем Манӑн умӑмра тунӑ чыссӑр ӗҫӗсене, хӑйсен пӗтӗм йӗркесӗрлӗхне туйса илӗҫ.
28
Вӗсене халӑхсем хушшине сапаланӑ хыҫҫӑн каллех хӑйсен ҫӗрне пӗрле пухсассӑн, вӗсене унтан пӗр ҫын юлмиччен илсе килсессӗн, вӗсем Эпӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ;
29
ӗнтӗ урӑх вӗсенчен Хамӑн сӑнӑма пытармӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль килӗ ҫине Хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 38
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 40 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48