bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 7
Ezekiel 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 8 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
эсӗ, этем ывӑлӗ, кала, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль ҫӗрӗн пӗтес кунӗ ҫитрӗ — ҫӗрӗн тӑватӑ енне пӗтес кун ҫитрӗ.
3
Акӑ пӗтетӗн эсӗ; сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, сан ҫине хӑвӑн мӗнпур ирсӗр ӗҫне тийӗп.
4
Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.
5
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫакӑн евӗрлӗ синкер — пӗртен-пӗрре, акӑ ҫав синкер килет.
6
Пӗтес кун килчӗ, килчӗ пӗтес кун, сана хупласа илчӗ; акӑ ҫитрӗ,
7
ҫӗр ҫинче пурӑнакан, сан патна сехмет ҫитрӗ! вӑхӑт ҫывӑхарать, тусем ҫинче хавассӑн кӑшкӑрасси мар, сехӗрленӳ кунӗ ҫывӑхарса килет.
8
Часах акӑ сан ҫине Хамӑн хаярлӑхӑма кӑларӑп, сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, сан ҫине хӑвӑн мӗнпур ирсӗр ӗҫне тийӗп.
9
Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пӗрле пулӗҫ; вара Эпӗ айӑплакан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет.
10
Акӑ кун! килчӗ, ҫитрӗ сехмет! туя ҫитӗнчӗ, мӑнаҫлӑх ӳссе сарӑлчӗ.
11
Усаллӑх туйи ҫине вӑй ҫӗкленет; вӗсенчен, вӗсен мулӗнчен те, вӗсен шавӗнчен те, вӗсен чаплӑлӑхӗнчен те нимӗн те юлмӗ.
12
Вӑхӑт ҫитрӗ, кун килсе ҫитрӗ; туянаканӗ ан савӑнтӑр, сутаканӗ ан йӗтӗр: ҫилӗ вӗсен пӗтӗм йышне тивет.
13
Ӗнтӗ хӑйсем чӗрӗ юлас пулсассӑн та, сутаканӗ сутнӑ япали патне таврӑнаймӗ: пророксем вӗсен пур йышӗ ҫинчен курни-калани каялла пулмӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемпе никам та хӑй пурӑнӑҫне тӗреклетеймӗ.
14
Трупапа кӑшкӑртӗҫ, пурте хатӗрленӗҫ, анчах пӗри те вӑрҫа тухмӗ: вӗсен пӗтӗм йышӗ ҫинче Манӑн ҫиллӗм тӑрать.
15
Хӗҫ — кил тулашӗнче, килте вара — мур чирӗ те выҫлӑх. Хиртисем хӗҫрен вилӗҫ; хуларисене вара выҫлӑхпа тискер мур пӗтерсе тухӗ, тет.
16
Вӗсем хушшинче чӗрӗ юлнисем тусем ҫине тарӗҫ, унта вӗсем айлӑм кӑвакарчӑнӗсем пек пулӗҫ; вӗсем пурте йынӑшӗҫ, кашнийӗ хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн ахлатӗ.
17
Пурин те аллисем лӑштах усӑнӗҫ, пурин те чӗркуҫҫийӗсем шыв пек чӗтренӗҫ.
18
Вара вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӗҫ, вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; пичӗ-куҫӗ пурин те намӑсланса хӗрелӗ, пурин те пуҫӗ шакла пулӗ.
19
Хӑйсен кӗмӗлне вӗсем урама кӑларса ывӑтӗҫ, вӗсем ылтӑна та нимӗн вырӑнне хумӗҫ. Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ ҫитнӗ кун вӗсене хӑйсен кӗмӗлӗ те, хӑйсен ылтӑнӗ те питех хӑтараймӗ. Ылтӑн-кӗмӗлпе вӗсем чунне те тӑрантараймӗҫ, хырӑмне те тултараймӗҫ: ӗнтӗ ылтӑн-кӗмӗле пула вӗсем усал ӗҫсем туса тултарнӑ.
20
Хӗрлӗ-капӑр тумпа ҫӳрекенсем ылтӑн-кӗмӗлтен мӑнаҫланмалли турӗҫ, унран хӑйсен ирсӗр йӗрӗхӗсене шӑратрӗҫ; ҫакӑншӑн ылтӑн-кӗмӗле вӗсемшӗн таса мар тӑвӑп;
21
ӑна ют ҫынсен аллине тупӑш вырӑнне парӑп, ӑна йӗркесӗр ҫынсене ҫаратма парӑп, ҫавсем ӑна ирсӗрлетӗҫ.
22
Эпӗ сӑнӑм-питӗмпе вӗсене тӳртӗн тӑрӑп та, Манӑн чӗрем тӗпӗнчине ирсӗрлетӗҫ; унта вӑрӑ-хурахсем ҫитӗҫ те ӑна ирсӗрлетӗҫ.
23
Сӑнчӑр хатӗрле: ку ҫӗр юнлӑ усал ӗҫсемпе тулнӑ, хулара пусмӑрлаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.
24
Эпӗ чи усал халӑхсене илсе килӗп, ҫавсем вӗсен ҫурчӗсене туртса илӗҫ. Вӑйлисен мӑнаҫлӑхне тӗп тӑвӑп, сирӗншӗн мӗн сӑваплине ирсӗрлетӗҫ.
25
Синкер-сехмет килет; канӑҫлӑх шырӗҫ — тупаймӗҫ.
26
Инкек хыҫҫӑн инкек, хыпар хыҫҫӑн хыпар килсе тӑрӗ; пророк урлӑ пӗлесшӗн пулӗҫ, священник вӗрентме пултараймӗ, ваттисем канаш параймӗҫ.
27
Патша ӳпкелешӗ, улпут сехӗрленсе ӳкӗ, ҫӗршыв халӑхӗн алли чӗтрене ерӗ. Вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура айӑплӑп, вӗсене хӑйсем мӗнле сут тунине кура сут тӑвӑп; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48