bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 36
Ezekiel 36
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 37 →
1
Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль тӑвӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: эй Израиль тӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр те.
2
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен
3
пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн —
4
ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать;
5
ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
6
Ҫавӑнпа та Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ ҫакна сирӗншӗн хытӑ тӑрса, хаяр ҫиллӗмпе каларӑм, мӗншӗн тесессӗн сирӗнтен халӑхсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.
7
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе: «сирӗн таврари халӑхсем хӑйсем мӑшкӑл курӗҫ» тесе тупа турӑм.
8
Эсир вара, Израиль тӑвӗсем, туратӑрсене сарӑр та хӑвӑр ҫимӗҫӗре Манӑн халӑхӑм Израиль валли ӳстерӗр: вӗсем кӗҫех килеҫҫӗ.
9
Акӑ Эпӗ сирӗн енне ҫаврӑнӑп та, сире сухалӗҫ, акӗҫ.
10
Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ.
11
Тусем ҫинче пурӑнакан ҫынсен, выльӑх-чӗрлӗхӗн йышне ӳстерӗп, вӗсем ӗрчесе-хунаса кайӗҫ, эсир унчченхи вӑхӑтра мӗнле вырӑнаҫнӑ, сире ҫавӑн пек вырӑнаҫтарӑп, сире унчченхинчен нумайрах ырӑлӑх кӑтартӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
12
Сирӗн пата ҫынсене, Хамӑн халӑхӑма, Израиле, илсе килӗп; ҫӗр, вӗсем санӑн хуҫусем пулӗҫ! эсӗ вӗсен еткерлӗхӗ пулӑн та вӗсене текех ачасӑр хӑвармӑн.
13
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сирӗн ҫинчен: «эсӗ — ҫын ҫиекен, хӑвӑн халӑхна ачасӑр тӑвакан ҫӗр» тенӗшӗн —
14
ҫакӑншӑнах ӗнтӗ текех ҫын ҫимӗн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр тумӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
15
Малашне хӑвӑнтан халӑхсем мӑшкӑлласа кулнине илтмӗн, ытти йӑхран та хур курмӑн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр хӑвармӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
16
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
17
этем ывӑлӗ! Израиль халӑхӗ хӑй ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн хӑтланӑшӗпе тата хӑйӗн ӗҫӗсемпе ирсӗрлерӗ; Ман умӑмра вӗсен ҫулӗ хӗрарӑмсен тасалнӑ вӑхӑтри тасамарлӑхӗ пек пулчӗ.
18
Эпӗ вара ҫак ҫӗр ҫинче юхтарнӑ юншӑн, ҫӗре хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ирсӗрленӗшӗн вӗсем ҫине Хамӑн ҫиллӗме ҫитертӗм.
19
Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатрӑм, вӗсем ӗнтӗ ҫӗрсем тӑрӑх сапаланнӑ; Эпӗ вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тата ӗҫӗсене кура айӑпларӑм.
20
Вӗсем каяс ҫӗре, халӑхсем патне, ҫитрӗҫ те Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен: «вӗсем — Турӑ халӑхӗ, вӗсем Унӑн ҫӗрӗнчен тухнӑ» теҫҫӗ.
21
Эпӗ вара Хамӑн сӑваплӑ ятӑма, Израиль килӗ халӑхсем патне ҫитсе чыссӑрлатнӑ ятӑма, хӗрхентӗм.
22
Ҫавӑнпа та Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн мар, эсир халӑхсем патне ҫитсе ҫавӑнта чыссӑрлатнӑ сӑваплӑ ятӑмшӑн тӑватӑп.
23
Хамӑн аслӑ ятӑма, Эсир халӑхсем хушшинче чыссӑрлатнӑ, ҫав халӑхсем чыссӑрлатакан ятӑма, тасатӑп. Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсен куҫӗ умӗнче сирӗн ҫинче кӑтартсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
24
Сире халӑхсем хушшинчен уйӑрса илӗп те, сире пӗтӗм ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑвӑр ҫӗрӗре илсе килӗп.
25
Сире таса шывпа сирпӗтӗп те, эсир хӑвӑрӑн пӗтӗм ирсӗрлӗхӗртен тасалатӑр; сире пӗтӗм йӗрӗхӗрсенчен тасатӑп.
26
Вара сире ҫӗнӗ чӗре парӑп, ҫӗнӗ сывлӑш парӑп сире; сирӗн ӳтӗртен чул чӗре илӗп те сире чӗрӗ чӗре парӑп.
27
Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр.
28
Вара эсир Эпӗ сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр. Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп.
29
Сире пӗтӗм тасамарлӑхӑртан хӑтарӑп, тырӑ-пулӑ чӗнсе илӗп, ӑна ӳстерӗп, сире выҫӑпа асапланма памӑп.
30
Малашне сирӗн выҫлӑха пула халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмелле ан пултӑр тесе, йывӑҫсен улми-ҫырлине, хир ҫимӗҫӗсене йышлантарӑп.
31
Ун чухне вара хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсем ҫинчен, хӑвӑрӑн ырӑ мар ӗҫӗрсем ҫинчен аса илетӗр те йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн, йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсемшӗн хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр.
32
Пӗлсех тӑрӑр, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн тумастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Израиль килӗ, хӑвӑр ҫулӑрсенчен вӑтанӑр, намӑсланӑр.
33
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан,
34
пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан,
35
ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ.
36
Сирӗн таврара юлнӑ халӑхсем пӗлӗҫ вара: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, арканнине ҫӗнететӗп, пушаннине ешертетӗп. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет.
37
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хамӑн ырӑлӑхӑма Израиль килне тата ҫапла кӑтартӑп — унти халӑха кӗтӳ пек ӗрчетӗп.
38
Иерусалимра унӑн уявӗсем вӑхӑтӗнче парне пама илсе килнӗ сурӑхсем епле сумсӑр нумай пулаҫҫӗ, пушанса юлнӑ хуласенче ҫавӑн пекех туп-тулли халӑх пулӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 37 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→