bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 26
Ezekiel 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 27 →
1
Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Тир хули Иерусалим ҫинчен: «эхе! эхе! ӑна — халӑхсен хапхине — ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, пӗтӗмпех ман алла лекрӗ! эпӗ туп-тулли пулӑп; ӑна пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ» тет.
3
Ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Тир! тинӗс хӑйӗн хумӗсене ҫӗкленӗ евӗр, сан ҫине тӗрлӗ-тӗрлӗ халӑха ҫӗклӗп.
4
Вара Тир хӳмисене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, унӑн пашнисене ишсе антарӗҫ; унтан унӑн ҫӳп-ҫапне шӑлса кӑларӑп та ӑна ҫара чул хысак туса хӑварӑп.
5
Вӑл тинӗс варринче танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӗ: ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, вӑл халӑхсем ҫаратмалли хула пулӗ.
6
Ҫӗр ҫинчи хӗрӗсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
7
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Тира хирӗҫ ҫурҫӗр енчен Навуходоносора, Вавилон патшине, патшасенӗн патшине, утсемпе, ҫар ураписемпе, юланутҫӑсемпе, ҫарпа, йышлӑ халӑхпа илсе килӗп.
8
Вӑл санӑн ҫӗр ҫинчи хӗрӳсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗ, сана хирӗҫ, хупӑрласа илмешкӗн, пашнесем лартӗ, сана хирӗҫ тӑпра хӳме купалӗ, сана хирӗҫ хулкан тӑратса тухӗ;
9
санӑн хӳмӳсен ҫывӑхне хӳме ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартӗ, санӑн пашнӳсене хӑртпа аркатса тӑкӗ.
10
Вӑл санӑн хапхунтан аркатса тӑкнӑ хулана кӗнӗ пек кӗнӗ чухне унӑн йышлӑ утӗнчен сана тусан хуплӗ, юланутҫӑсен тата кустӑрмасен, тата вӑрҫӑ ураписен шавӗпе хӳмӳсем чӗтренӗҫ.
11
Вӑл хӑйӗн учӗсен чӗрнипе санӑн пӗтӗм урамна таптаса тухӗ, санӑн халӑхна хӗҫпе пӗтерӗ, санӑн хӑватлӑхун палӑкӗсене ҫӗре тӳнтерӗ.
12
Мулна ҫаратса пӗтерӗҫ, таварна тустарса тухӗҫ, хӳмӳсене аркатса тӑкӗҫ, илемлӗ ҫуртусене ишсе пӑрахӗҫ, чулусене тата йывӑҫусене, тата ҫӗрне шыва ывӑтӗҫ.
13
Юррусен шавне чарса лартӑп, ӗнтӗ текех цитра сасси илтӗнмӗ.
14
Сана ҫара чул хысак тӑвӑп, танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӑн; сана ӗнтӗ ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
15
Ҫӳлхуҫа Турӑ Тир хулине ҫапла калать: сана пӗтерме пуҫласассӑн, эсӗ ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа, аманнисем йынӑшнипе утравсем чӗтренмӗҫ-ши?
16
Тинӗс пуҫлӑхӗсем пурте хӑйсен аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑрӗҫ те юпӑнчисене хывса хурӗҫ, хӑйсен тӗрӗллӗ тумӗсене хывӗҫ те, шикленӳпе пӗркенсе, ҫӗре ларӗҫ, самантсерен ҫӳҫене-ҫӳҫене илӗҫ, санран тӗлӗнӗҫ.
17
Саншӑн йӗме пуҫлӗҫ, калӗҫ сана: ах, мӗнле пӗтрӗн эсӗ, тинӗс ҫӳревҫисен хули, чаплӑ хула, тинӗс ҫинче епле хӑватлӑччӗ эсӗ, ху та, халӑху та хӑватлӑччӗ, ыттисене пурне те хӑратса тӑраттӑр!
18
Халӗ, эсӗ пӗтнӗ кун, утравсем чӗтренчӗҫ; эсӗ епле пӗтни тинӗсри утравсене шуйхантарчӗ.
19
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сана этем пурӑнман хуласем евӗр пушӑ хула туса хӑварсассӑн, сан ҫине тинӗс авӑрне ҫӗклесессӗн, сана пысӑк шывсем путарсассӑн,
20
сана виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле тахҫан пурӑннӑ халӑх патне илсе антарӑп та ҫӗр тӗпне, ӗмӗрхи пушхирсене, виле шӑтӑкне аннисемпе пӗрле вырӑнаҫтарӑп, эсӗ ӗнтӗ нихӑҫан та ҫын пурӑнакан вырӑн пулмӑн; вара Эпӗ чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче мухтавӑма кӑтартӑп.
21
Сана сехре хӑппи тӑвӑп, эсӗ пулмӑн, сана шырӗҫ, анчах сана ӗмӗрне те тупаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48