bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 47
Ezekiel 47
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 46
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 48 →
1
Унтан вӑл мана каялла Турӑ Ҫурчӗ патне илсе килчӗ, акӑ Турӑ Ҫурчӗн урати айӗнчен тухӑҫ еннелле шыв юхать: Турӑ Ҫурчӗ тухӑҫ еннелле пӑхатчӗ, шывӗ вара унӑн сылтӑм аякӗ айӗнчен, парне вырӑнӗн кӑнтӑр енӗпе, юхатчӗ.
2
Мана ҫурҫӗр хапхи витӗр илсе тухрӗ те, тулашӗнчен ҫаврӑнса, тухӑҫалла тухакан шалти хапха патне илсе пычӗ; акӑ шыв сылтӑм енӗпе юхать.
3
Тухӑҫ еннелле кайнӑ чухне ҫав ар хӑйӗн аллине йӗтӗн кантра тытнӑччӗ, вӑл ҫавӑнпа пин чике виҫрӗ те мана шыв тӑрӑх илсе кайрӗ; шывӗ пакӑлчак таранччӗ.
4
Вӑл тата пин чике виҫрӗ, мана каллех шыв тӑрӑх илсе кайрӗ; шывӗ чӗркуҫҫи таранччӗ. Тата пин чике виҫрӗ, мана малалла илсе кайрӗ; шывӗ пилӗк таранччӗ.
5
Вӑл тата пин чике виҫрӗ, эпӗ ӗнтӗ кунти юхӑм урлӑ утма та пултараймарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл ытла та тарӑнччӗ, тулличчӗ, кунта ишме ҫеҫ пулать, ку юхӑм шыв урлӑ утса каҫма ҫук.
6
Каларӗ мана: этем ывӑлӗ, куртӑн-и? терӗ. Унтан мана каялла ҫак юхӑм шыв ҫыранӗ патне илсе кайрӗ.
7
Каялла килтӗм те, акӑ юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те темӗн чухлӗ йывӑҫ.
8
Мана каларӗ: ку шыв ҫӗрӗн тухӑҫ еннелле юхать, айлӑма ҫитет те тинӗсе юхса кӗрет; вара тинӗс шывӗ сывлӑхлӑ пулать.
9
Кирек мӗнле чӗрӗ чун та, икӗ юхӑм шыв кӗнӗ ҫӗрте шуса ҫӳрекенскер, чӗрӗ пулӗ; пулли те шутсӑр нумай пулӗ, мӗншӗн тесен унта ҫав шыв ҫитӗ те — тинӗсри шыв сывлӑхлӑ пулӗ, ҫак юхӑм ӑҫта кӗрет, ҫавӑнта пурте чӗрӗ пулӗ.
10
Вара унӑн хӗрринче Ен-Гадди патӗнчен пуҫласа Эглаим патне ҫитиччен пулӑҫӑсем тӑрӗҫ, тетелӗсене ывӑтӗҫ. Пулли тӗрлӗрен пулӗ, пысӑк тинӗсри пек вӑл шутсӑр нумай пулӗ.
11
Лайӑхланайман шурлӑхӗсемпе кӳлленчӗкӗсене вара тӑвар валли хӑварӗҫ.
12
Юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те ҫимӗҫ паракан тӗрлӗ йывӑҫ ӳсӗ: вӗсенӗн ҫулҫи шанмӗ, вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫимӗҫ кӳрсе тӑрӗҫ; уйӑхсерен ҫӗнӗ ҫимӗҫ ҫитӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем валли шыв Турӑ Ҫурчӗн сӑваплӑ пӳлӗмӗнчен юхать; вӗсенӗн ҫимӗҫӗ ҫиме, ҫулҫи эмеллеме пулӗ.
13
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ ҫӗр валеҫмелли йӗрке, Израилӗн вуникӗ йӑхне сирӗн еткерлӗх ҫӗре ҫапла уйӑрса памалла: Иосифа — икӗ пай.
14
Пӗри те тепӗри пекех еткерлӗх ҫӗр илтӗр: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе, ӑна сирӗн аҫӑрсене пама тупа тунӑччӗ, ҫапла ҫак ҫӗр сирӗн еткерлӗх пулӗ.
15
Акӑ ҫӗр чикки: ҫурҫӗр вӗҫӗ, Аслӑ тинӗсрен пуҫланса, Хетлон урлӑ, Цедада каякан ҫулпа,
16
Емаф, Берот тата Дамаск ҫӗрӗпе Емаф ҫӗрӗ хушшинчи Сивраим патне, унтан Авран чиккинчи Гацар-Тихон патне ҫитет.
17
Ҫапла вара чикӗ тинӗсрен Гацар-Енона ҫитет, Дамаск чиккипе каять, унтан ҫурҫӗр енче Емаф ҫӗрне ҫитет; ҫакӑ ҫурҫӗр енӗ пулать.
18
Тухӑҫ чиккине Авранпа Дамаск хушшипе, Галаадпа Израиль ҫӗрӗ хушшипе, Иордан хӗррипе, ҫурҫӗр чиккинчен тухӑҫ тинӗсне ҫити тӑсӑр; ҫакӑ тухӑҫ енӗ пулать.
19
Кӑнтӑр чикки кӑнтӑр енчи Тамара патӗнчен Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, юхӑм шывӗ май Аслӑ тинӗсе ҫитет; ҫакӑ кӑнтӑр енчи кӑнтӑр ҫӗрӗ.
20
Анӑҫ чикки — Аслӑ тинӗс, кӑнтӑр чиккинчен пуҫланса Емафа хирӗҫ выртакан тӗле ҫитет; ку вӑл — анӑҫ енӗ.
21
Ҫак ҫӗре хӑвӑр валли Израиль йӑхӗсем тӑрӑх еткерлӗхе валеҫӗр.
22
Ӑна, шӑпа ярса, хӑвӑр валли тата хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан, сирӗн патӑрта ачасем ҫуратнӑ ют ҫӗр ҫыннисем валли уйӑрӑр; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем те ӗлӗкрен пурӑнакансемпе тан пулмалла, вӗсен сирӗнпе пӗрле Израиль йӑхӗсем хушшинче пай ҫӗрӗ илмелле.
23
Ют ҫын хӑш йӑхра пурӑнать, ӑна ҫавӑнта еткерлӗх ҫӗр парӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 46
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 48 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→