bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 34
Ezekiel 34
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 35 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Израиль кӗтӳҫисене малашне мӗн пулассине пӗлтер, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе кала вӗсене, кӗтӳҫӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хурлӑх ҫитӗ сире, Израиль кӗтӳҫисем, эсир хӑвӑра хӑвӑр кӗтрӗр! ара, кӗтӳҫӗсен ӗнтӗ кӗтӗве кӗтмелле мар-и?
3
Эсир ҫу ҫисе пурӑнтӑр, шурӑ ҫӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳрерӗр, самӑрлатнӑ сурӑхсем пусрӑр, анчах кӗтӗве кӗтмерӗр.
4
Халсӑррисене тӗреклетмерӗр, чирлӗ сурӑха имлемерӗр, аманнин суранне ҫыхса ямарӑр, хӑваласа кайнине каялла тавӑрмарӑр, ҫухалнине шырамарӑр, вӗсене пусахларӑр, вӗсемпе хаяррӑн хуҫалантӑр.
5
Кӗтӳҫӗсӗр сапаланса кайрӗҫ вӗсем, сапаланса кайнӑскерсем вара кирек хӑш тискер кайӑкӑн апачӗ пулчӗҫ.
6
Манӑн сурӑхӑмсем пӗтӗм ту тӑрӑх, пӗтӗм ҫӳллӗ сӑрт тӑрӑх ҫухалса ҫӳреҫҫӗ, Манӑн сурӑхӑмсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саланчӗҫ, ӗнтӗ никам та вӗсем ҫинчен тӗпчемест, никам та вӗсене шырамасть.
7
Ҫавӑнпа та, кӗтӳҫӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.
8
Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа, Манӑн сурӑхӑмсене никам та кӗтмест те, вӗсем тискер кайӑк апачӗ пулчӗҫ, Манӑн кӗтӳҫӗсем Манӑн сурӑхӑмсене шыраманшӑн, кӗтӳҫӗмсем хӑйсене хӑйсем кӗтнӗшӗн, Манӑн сурӑхӑмсене кӗтменшӗн —
9
ҫакӑншӑн, кӗтӳҫӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр.
10
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — кӗтӳҫӗсене хирӗҫ! Хамӑн сурӑхӑмсене вӗсен аллинчен шыраса илӗп, малашне вӗсене сурӑхсене кӗтме памӑп, малашне кӗтӳҫӗсем хӑйсене хӑйсем кӗтмӗҫ, Хамӑн сурӑхӑмсене вӗсен ҫӑварӗнчен туртса кӑларӑп та, вӗсем кӗтӳҫӗсен апачӗ пулмӗҫ.
11
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене Хам шыраса тупӑп та тӗрӗслӗп вӗсене.
12
Хӑйӗн сапаланса кайнӑ кӗтӗвӗ хушшинче тӑнӑ кун кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне мӗнле тӗрӗслет, Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене ҫавӑн пек пӑхса тухӑп, вӗсене пӗлӗтлӗ те тӗксӗм кун сапаласа янӑ пур вырӑнтан та ирӗке кӑларӑп, тет.
13
Вӗсене халӑхсем хушшинчен илсе тухӑп, тӗрлӗ ҫӗршывран пӗрле пуҫтарӑп, вӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитерӗп те Израиль тӑвӗсем ҫинче, юханшывсен хӗрринче тата ҫак ҫӗрте этем пурӑнакан пӗтӗм вырӑнта кӗтӗп.
14
Вӗсене паха курӑклӑ ҫӗрте кӗтӗп, вӗсен карти Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗсем ҫинче пулӗ; вӗсем унта лайӑх картара канӗҫ, сӗтеклӗ ҫарансенче — Израиль тӑвӗсем ҫинче — ҫӳрӗҫ.
15
Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене кӗтӗп, Эпӗ вӗсене канӑҫлӑх парӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
16
Ҫухалнине шыраса тупӑп, тытса кайнине каялла тавӑрӑп, аманнин суранне ҫыхса ярӑп, чирлине тӗреклетӗп, анчах самӑрӑлса кайнине тата чарусӑррине пӗтерӗп; вӗсене тӗрӗс кӗтӗп.
17
Сире вара, сурӑхӑмсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, акӑ сурӑхпа сурӑх хушшинче, сурӑх такипе качака таки хушшинче сут тӑвӑп.
18
Сире лайӑх ҫаран ҫинче ҫӳрени сахал-им, ҫав хушӑрах эсир хӑвӑр ҫаранӑрта ыттине урӑрпа таптаса пӗтеретӗр, хӑвӑр таса шыв ӗҫетӗр те ыттине урӑрпа пӑтратса хӑваратӑр,
19
вара Манӑн сурӑхӑмсен сирӗн урӑр таптанине ҫимелле-и, сирӗн урӑр пӑтратнине ӗҫмелле-и?
20
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗсене ҫапла калать: самӑр сурӑхпа ырхан сурӑх хушшинче Эпӗ Хам сут тӑвӑп.
21
Эсир хавшаккисене пурне те мӗн кӑларса яричченех аякпа та, хулпа та тӗртетӗр, мӑйракапа та сӗкетӗр пулсан,
22
Эпӗ вара Хамӑн сурӑхӑмсене ҫӑлӑп, вӗсем урӑх никамӑн тупӑшӗ те пулмӗҫ, сурӑхпа сурӑх хушшинчине татса парӑп.
23
Вӗсене пӗр кӗтӳҫӗ парӑп, Хамӑн Давид чурама вӗсен кӗтӳҫи тӑвӑп; вӗсене вӑл кӗтӗ, вӑл вӗсен кӗтӳҫи пулӗ.
24
Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсен Турри пулӑп, Манӑн Давид чурам вӗсем хушшинче пуҫлӑх пулӗ. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.
25
Эпӗ вӗсемпе тӑнӑҫлӑх халалӗ хывӑп та ҫӗр ҫинчен тискер кайӑксене хӑваласа ярӑп, вара вӗсене ҫеҫенхирте пурӑнма, вӑрманта ҫывӑрма хӑрушӑ пулмӗ.
26
Вӗсене тата Хамӑн сӑртӑмӑн тавралӑхне пиллӗп, кирлӗ вӑхӑтра ҫумӑр ярса тӑрӑп; вӑл пиллӗх ҫумӑрӗ пулӗ.
27
Хир йывӑҫӗ хӑйӗн улми-ҫырлине парӗ, ҫӗр те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ; хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче вӗсене хӑрушӑ пулмӗ, сӳсмен ҫыххисене аркатса тӑксассӑн, вӗсене пусмӑрҫӑсен аллинчен ирӗке кӑларсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
28
Ӗнтӗ вӗсем халӑхсен тупӑшӗ пулмӗҫ, вӗсене хир кайӑкӗсем ҫиеймӗҫ; вӗсем шикленмесӗр пурӑнӗҫ, вӗсене никам та хӑратаймӗ.
29
Эпӗ вӗсем патӗнче паха йывӑҫ-курӑк ӳстерӗп, вара ҫӗр ҫинче выҫӑпа асапланса вилмӗҫ, халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмӗҫ.
30
Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ,
31
эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 35 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→