bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 12
Ezekiel 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 13 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! эсӗ пӑлханакан халӑх хушшинче пурӑнатӑн; курас тесен, вӗсен куҫӗ пур, анчах курмаҫҫӗ; илтес тесен, вӗсен хӑлхи пур, анчах илтмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.
3
Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, куҫса кайма хатӗрлен, мӗн кирлине ил, кун ҫутинче, вӗсен куҫӗ умӗнче куҫса тух, вӗсен куҫӗ умӗнче хӑвӑн вырӑнунтан тепӗр вырӑна куҫ; вӗсем — пӑлханакан халӑх пулин те — тен, ӑнланса илӗҫ;
4
япалусене те, куҫса кайнӑ чухне кирлӗ япаласене, кӑнтӑрла, вӗсен куҫӗ умӗнче илсе тухса хур, ху вара — куҫса каймашкӑн тухнӑ пек — каҫпа, вӗсен куҫӗ умӗнче тух.
5
Вӗсен куҫӗ умӗнче хӳмене шӑтарса ху валли хушӑк ту, япалусене ҫавӑнтан илсе тух.
6
Ҫӗклемне вӗсен куҫӗ умӗнче хулпуҫҫийӳ ҫине илсе хур, ӑна сӗм тӗттӗмре илсе тух. Ҫӗре курас мар тесе, питне хупӑрла: Эпӗ сана Израиль килне астутармалли паллӑ турӑм, терӗ.
7
Эпӗ вара хама мӗн каланӑ пек турӑм; япаламсене — куҫса каякан ҫынна кирлӗ япаласене — кӑнтӑрла илсе тухса хутӑм, ҫӗрле, хӳмене аллӑмпа ҫӗмӗрсе, хам валли хушӑк турӑм та, ҫӗклеме сӗм тӗттӗмре йӑтса тухса, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнче хулпуҫҫийӗм ҫине ҫӗклесе хутӑм.
8
Ирхине мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
9
этем ывӑлӗ! Израиль килӗ — пӑлханакан халӑх — санран: «эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе ыйтмарӗ-и?
10
Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку ӗнтӗ Иерусалимра пуҫ пулса тӑракана тата унти пӗтӗм Израиль халӑхне мӗн пулассине пӗлтерет, терӗ те.
11
Кала: эпӗ — сире астутаракан паллӑ; эпӗ мӗн тӑватӑп, вӗсене ҫавӑн пек пулать — вӗсем куҫса кайӗҫ, тыткӑна лекме тивӗ.
12
Вӗсем хушшинчи пуҫ пулса тӑраканӗ хӑйӗн ҫӗклемне сӗм тӗттӗмре хулпуҫҫийӗ ҫине хурса тухӗ. Ӑна хӳме витӗр кӑларас тесе, хӳмене шӑтарӗҫ; вӑл питне хупӑрлӗ, ӗнтӗ ҫак ҫӗре куҫӗпе кураймӗ.
13
Ун ҫине Хамӑн серепене ывӑтӑп, ӑна Хамӑн танатапа тытӑп, кайран Вавилона, халдейсен ҫӗрне, илсе кайӑп, анчах вӑл ҫав ҫӗре кураймӗ, ҫавӑнта вилӗ.
14
Ун таврашӗнчисене пурне те, унпа пӗрле ҫапӑҫнисене, унӑн пӗтӗм ҫарне пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсен хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп, тесе калать те.
15
Хӑйсене халӑхсем хушшине салатсассӑн, хӑйсене тӗрлӗ ҫӗрсем тӑрӑх сапаласассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
16
Анчах та вӗсем хӑйсен мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен хӑйсем куҫса каякан вырӑнта пурӑнакан халӑхсене каласа паччӑр тесе, Эпӗ вӗсен пӗчӗк пайне хӗҫрен, выҫлӑхран, хӗн-сурантан сыхласа хӑварӑп; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе калать те.
17
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
18
этем ывӑлӗ! ҫӑкӑрна хӑраса ҫи, шывна та чӗтресе те хуйхӑрса ӗҫ.
19
Ҫӗршыв халӑхне кала: Иерусалим ҫыннисем ҫинчен, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: вӗсем хӑйсен ҫӑкӑрне хуйхӑрса ҫийӗҫ, хӑйсен шывне пӑшӑрханса ӗҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ҫӗрӗ ҫавӑнта пурӑнакан пӗтӗм халӑх тунӑ тӗрӗсмарлӑхшӑн пӗр тулӑхсӑр тӑрса юлӗ.
20
Халӑх пурӑнакан хуласене ҫаратӗҫ, ҫӗр пушанса юлӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.
21
Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:
22
этем ывӑлӗ! сирӗн патӑрта, Израиль ҫӗрӗнче, ҫакӑ каларӑш мӗне пӗлтерет вӑл: «чылай кун иртӗ те, пророк курни пӗтӗмпех ҫухалӗ» теетӗр.
23
Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку каларӑша пӗтерӗп, ӳлӗмрен Израильре ҫак каларӑша калама пӑрахӗҫ; анчах та кала вӗсене: кунсем ҫывӑхарса пыраҫҫӗ, пророк курнисем кӗҫех йӑлтах тӳрре килӗҫ.
24
Ӗнтӗ пророк курни пӗри те ахаль юлмӗ, малашне мӗн пулассине Израиль килӗнче урӑх пӗрре те суйса параймӗҫ.
25
Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп; Эпӗ калакан сӑмах пулатех, вӑраха каймасть; пӑлханакан халӑх, сӑмахӑма сирӗн кунӑрсенче каларӑм, каланине тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
26
Ҫӳлхуҫаран мана тата сӑмах пулчӗ:
27
этем ывӑлӗ! акӑ Израиль килӗ: «вӑл пророкла курни чылай вӑхӑтран ҫеҫ пулать, вӑл тахҫан ҫитес вӑхӑтра пуласси ҫинчен анчах пӗлтерет» тет.
28
Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ Манӑн пӗр сӑмахӑм та тепӗр вӑхӑта юлмӗ, Эпӗ калас сӑмахӑм ҫийӗнчех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
Recommended Reading
Commentary
Ezekiel Commentaries
→
Devotional
Ezekiel Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→