bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezekiel 33
Ezekiel 33
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 34 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! ху халӑхун ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те Эпӗ пӗр-пӗр ҫӗр ҫине хӗҫ ярсассӑн, ҫав ҫӗр халӑхӗ хӑйсем хушшинчен ҫын суйласа илсе ӑна хӑйсен хуралне тӑратсассӑн,
3
ҫав ҫын ҫӗр ҫине килекен хӗҫе курса трупапа кӑшкӑртса халӑха систерсессӗн,
4
эхер те кам та кам трупа сассине илтет, анчах сыхланмасть пулсан, ӑна хӗҫ ҫитсе ярса илсессӗн, ҫав ҫын юнӗ хӑйӗн пуҫӗ ҫинче пулӗ.
5
Вӑл трупа сассине илтнӗ, анчах та хӑйне хӑй сыхласа хӑварман пулсан, апла унӑн юнӗ хӑй ҫинче пулӗ; кам сыхланнӑ, ҫавӑ вара хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
6
Эхер те хуралҫӑ, килекен хӗҫе курса, трупапа кӑшкӑртмарӗ, халӑха систермерӗ пулсан — хӗҫ ҫитсе камӑн та пулин пурӑнӑҫне пӗтерчӗ пулсан — ҫав ҫынна ҫылӑхӗшӗн ярса илнӗ, анчах та унӑн юнне хуралҫӑ аллинчен шыраса илӗп.
7
Этем ывӑлӗ, Эпӗ сана Израиль килӗн хуралҫи пулма тӑратрӑм, эсӗ Манӑн сӑмахӑма илтӗн те вӗсене Манӑн ятӑмран ӑса кӗртӗн.
8
Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «йӗркесӗр этем! санӑн вилӗмӳ ҫитӗ» тенӗ чухне эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑй ҫулӗнчен сыхланма каламарӑн пулсан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн вилӗ, анчах унӑн юнне санран шыраса илӗп.
9
Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрас тесе сыхларӑн пулсан, анчах та вӑл хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилет, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑвартӑн.
10
Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль килне кала: эсир ҫапла калатӑр: «пирӗн ирсӗр ӗҫӗмӗрсем, пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем хамӑр ҫинче, эпир ҫавӑн пирки типсе хӑратпӑр; мӗнле пурӑнма пултарӑпӑр-ха эпир?» теетӗр.
11
Кала вӗсене: Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ: Манӑн ҫылӑхлӑ ҫынна вӗлерес килмест, ҫылӑхлӑ ҫынна, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнтарса, чӗрӗ хӑварас килет. Пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр усал ҫулӑрсенчен; Израиль халӑхӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?
12
Эсӗ, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене кала: усал ӗҫӗн кунӗнче тӳрӗ ҫынна тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑвараймӗ, хӑй йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑннӑ кун йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗшӗн пӗтмӗ, ҫавӑн пекех тӳрӗ ҫын та ҫылӑха кӗнӗ кун хӑйӗн унчченхи тӳрӗлӗхӗшӗн чӗрӗ юлаймӗ те.
13
Эпӗ тӳрӗ ҫынна чӗрӗ юлатӑн тенӗ пулсассӑн, анчах та вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхне шанса тӗрӗс мар ӗҫ тусассӑн, унӑн унчченхи пӗтӗм тӳрӗ ӗҫне асӑнмӗҫ — вӑл хӑй тунӑ тӗрӗс мар ӗҫӗшӗн вилӗ.
14
Йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ» терӗм пулсассӑн, вӑл вара хӑй ҫылӑхӗнчен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тӑвать пулсассӑн,
15
ҫав йӗркесӗр ҫын саклата каялла тавӑрса парать пулсан, вӑрланӑ япалашӑн тӳлет пулсан, пурӑнӑҫ саккунӗсене тытса нимӗнле начар ӗҫ тумасӑр пурӑнать пулсан — вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.
16
Унӑн унччен тунӑ ҫылӑхӗсенчен пӗрне те аса илмӗҫ, вӑл ӗнтӗ тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тума тытӑннӑ, вӑл чӗрӗ юлӗ.
17
Сан халӑхун ывӑлӗсем вара хӑйсен ҫулӗ тӗрӗс мар чухне: «Турӑ ҫулӗ тӗрӗс мар» теҫҫӗ.
18
Тӳрӗ ҫын, хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса, йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫларӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн вилӗ.
19
Йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑнса, тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тума тытӑнчӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн чӗрӗ юлӗ.
20
Эсир вара: «Турӑ ҫулӗ тӗрӗс мар!» теетӗр. Израиль килӗ, Эпӗ сире пурне те хӑй мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп.
21
Эпир куҫса кайни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, ман патӑма хӑтӑлса юлнӑ ҫынсенчен пӗри Иерусалимран килчӗ те каларӗ: «хулана ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ!» терӗ.
22
Анчах ҫав хӑтӑлнӑ ҫын киличченех каҫпа ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Вӑл ҫав ҫын ирхине ман патӑма киличченех манӑн чӗлхем-ҫӑварӑма уҫрӗ. Вара чӗлхем-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ калаҫма пуҫларӑм.
23
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
24
этем ывӑлӗ! Израиль ҫӗрӗнче пушанса юлнӑ вырӑнсенче пурӑнакансем калаҫҫӗ: «Авраам пӗччен пулсах ҫӗре еткерлӗхе илнӗ, эпир вара нумаййӑн; эппин, ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» теҫҫӗ.
25
Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир юнпа ҫиетӗр, пуҫӑра ҫӗклесе йӗрӗхӗрсем ҫине пӑхатӑр тата юн тӑкатӑр; хӑвӑр вара ҫӗр хуҫи пуласшӑн-и?
26
Эсир хӗҫӗр ҫине тайӑнатӑр, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑватӑр, пӗри тепӗрин арӑмне ирсӗрлетет, хӑвӑр ҫӗр хуҫи пуласшӑн-и?
27
Вӗсене акӑ мӗн кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ пур! ҫаратса хӑварнӑ вырӑнтисем хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ; хиртисене тискер кайӑксене ҫиме парӑп; хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ вырӑнсенче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑнакансем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
28
Ҫӗре пушхиртен те пушӑрах тӑвӑп, унӑн мӑнаҫлӑ чапӗ сӳнӗ, Израиль тӑвӗсем те ҫаралса юлӗҫ, ӗнтӗ иртен-ҫӳрен те пулмӗ.
29
Вӗсем тунӑ пӗтӗм йӗрӗнчӗк ӗҫшӗн Эпӗ ҫӗре пушхиртен те пушӑрах тусассӑн, вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
30
Сан ҫинчен вара, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсенӗн килӗ-ҫурчӗ таврашӗнче, алӑкӗсен анинче калаҫаҫҫӗ, пӗри тепӗрине, тӑван хӑйӗн тӑванне калать: «кайӑр та Ҫӳлхуҫаран мӗнле сӑмах тухнине итлӗр» теҫҫӗ.
31
Вара вӗсем сан патна халӑх пухӑвне пынӑ пек пыраҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм сан умна ларать, санӑн сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗнче ҫакӑнтан вӑйӑ тӑваҫҫӗ, вӗсенӗн чӗри мул хыҫҫӑн хавхаланса каять.
32
Акӑ эсӗ вӗсемшӗн — кулӑшла юрӑҫӑ пек, евӗклӗ сасӑллӑ та кӗвве лайӑх калакан юрӑҫӑ пек; вӗсем сан сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ.
33
Анчах та пуласси пулсассӑн, — акӑ вӑл пулса пырать ӗнтӗ, — вӗсем хӑйсем хушшинче пророк пулнине пӗлӗҫ.
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 34 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48