bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 1
Genesis 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 2 →
1
Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.
2
Ҫӗрӗн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те пулман, тӗпсӗр шыв тӗлӗнче тӗттӗм тӑнӑ, шыв ҫийӗн Турӑ Сывлӑшӗ варкӑшнӑ.
3
Турӑ каланӑ: ҫутӑ пултӑр, тенӗ. Ҫутӑ пулса тӑнӑ.
4
Турӑ ҫутӑ аваннине курнӑ та, Турӑ ҫутта тӗттӗмрен уйӑрнӑ.
5
Турӑ ҫутта — кун, тӗттӗме каҫ тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пӗрремӗш кун.
6
Турӑ каланӑ: шыв хушшинче тӗрек пултӑр, вӑл шыва шывран уйӑрса тӑтӑр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.]
7
Турӑ тӗрек туса карнӑ та тӗрек айӗнчи шыва тӗрек тӗлӗнчи шывран уйӑрнӑ. Ҫапла пулса тӑнӑ.
8
Тӗреке Турӑ тӳпе тенӗ. [Турӑ ку аваннине курнӑ.] Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: иккӗмӗш кун.
9
Турӑ каланӑ: тӳпе айӗнчи шыв пӗр ҫӗре пухӑнса тӑтӑр та, типӗ вырӑн тухтӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. [Тӳпе айӗнчи шыв хӑйӗн вырӑнне пухӑнса тӑнӑ та, типӗ вырӑн тухнӑ.]
10
Типӗ вырӑна Турӑ ҫӗр тенӗ, пухӑнса тӑнӑ шывсене тинӗссем тенӗ. Турӑ ку аваннине курнӑ.
11
Турӑ каланӑ: ҫӗр ешӗлӳсен, [хӑй йышши, хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, ҫӗр ҫинче хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан ҫимӗҫлӗ йывӑҫсем ӳстертӗр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.
12
Ҫӗр ешӗлӳсен, хӑй йышши, [хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, [ҫӗр ҫинче] хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан [ҫимӗҫлӗ] йывӑҫсем ӳстерсе кӑларнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.
13
Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: виҫҫӗмӗш кун.
14
Турӑ каланӑ: [ҫӗре ҫутатса тӑма тата] куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр;
15
ҫӗр ҫине ҫутӑ ярса тӑмашкӑн вӗсем тӳпе тӗрекӗ ҫинчи ҫутаткӑҫсем пулччӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.
16
Турӑ икӗ пысӑк ҫутӑ тунӑ: пысӑкрах ҫутине куна тытса тӑма, пӗчӗкрех ҫутине каҫа тытса тӑма тунӑ, ҫӑлтӑрсем те тунӑ;
17
Турӑ вӗсене тӳпе тӗрекӗ ҫине лартнӑ: ҫӗре ҫутатса тӑма,
18
кунпа каҫа тытса тӑма, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрса тӑма лартнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.
19
Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: тӑваттӑмӗш кун.
20
Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.]
21
Шывра пулса тӑнӑ мӑн пулӑсене, шывра кӗшӗлтетекен пур тӗрлӗ чӗрӗ чуна Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.
22
Турӑ вӗсене пилленӗ: хунӑр, йышлӑланӑр, тинӗс шывӗсене тулӑр, ҫӗр ҫинче вӗҫен кайӑксем ӗрчеччӗр, тенӗ.
23
Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пиллӗкӗмӗш кун.
24
Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.
25
Ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, выльӑхсене те ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, пур ҫӗлен-калтана та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.
26
Турӑ каланӑ: Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар, вӗсем тинӗсри пулӑсене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, [тискер кайӑксене,] выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен мӗнпур ҫӗлен-калтана пуҫ пулса тӑччӑр, тенӗ.
27
Турӑ вара Хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫыннине, хӗрарӑмне пултарнӑ.
28
Турӑ вӗсене пилленӗ, Турӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр, тенӗ.
29
Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пулӗ;
30
пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен-калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка патӑм, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.
31
Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: улттӑмӗш кун.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50