bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 20
Genesis 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 21 →
1
Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур хушшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар хулинче пурӑннӑ.
2
Авраам Сарра ҫинчен, хӑйӗн арӑмӗ ҫинчен: вӑл манӑн йӑмӑк, тенӗ. [Ҫав хула ҫыннисем хӑйне ун пирки вӗлересрен вӑл: «ку — манӑн арӑм» тесе калама хӑранӑ.] Авимелех, Герар патши, хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Саррӑна хӑй патне илсе пыртарнӑ.
3
Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тесессӗн унӑн упӑшки пур, тенӗ.
4
Авимелех ӑна тӗкӗнмен пулнӑ, вӑл каланӑ: эй Патшамӑм! Эсӗ [ҫакна пӗлмен халӑха,] айӑпсӑр халӑха пӗтерӗн-и вара?
5
«Ку манӑн йӑмӑкӑм пулать» тесе, вӑл мана хӑех каламарӗ-и? Арӑмӗ хӑй те: «ку манӑн пиччем пулать» терӗ. Эпӗ ҫакна таса чӗремпе, айӑпсӑр аллӑмпа турӑм, тенӗ.
6
Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм;
7
халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ.
8
Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ.
9
Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх тунӑ эпӗ? Эсӗ ман тӗлӗшӗмрен тума юраман ӗҫ турӑн, тенӗ.
10
Авимелех Авраама тата каланӑ: ҫак ӗҫе эсӗ мӗн шухӑшпа турӑн? тенӗ.
11
Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм;
12
вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ;
13
Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм.
14
Авимелех вара [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тавӑрса панӑ.
15
Авимелех [Авраама] каланӑ: акӑ манӑн ҫӗрӗм сан умӑнта; ӑҫта кӑмӑл тӑватӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ.
16
Саррӑна та каланӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗрле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ.
17
Авраам Турра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн арӑмне те, унӑн хӑрхӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ,
18
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗшӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50