bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 28
Genesis 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 29 →
1
Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил;
2
тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил;
3
Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр;
4
сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.
5
Исаак вара Иаковпа сывпуллашнӑ, Иаков Месопотамие Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне — тухса кайнӑ.
6
Исаак Иакова пилленине, ӑна Месопотамие ҫавӑнтан арӑм илме пиллесе янине, «ханаан хӗрӗсенчен ху валли арӑм ан ил» тесе ӳкӗтленине,
7
Иаковӗ хӑйӗн ашшӗпе амӑшне итлесе Месопотамие тухса кайнине Исав курнӑ.
8
Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштерменнине те курнӑ;
9
вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ.
10
Иаковӗ Вирсавияран тухса Харрана кайнӑ,
11
пӗр тӗле ҫитнӗ те хӗвел анса ларнӑран ҫавӑнта ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Ҫав вырӑнти пӗр чула илнӗ те, ӑна пуҫелӗк вырӑнне хурса, ҫавӑнта ҫывӑрма выртнӑ.
12
Вӑл тӗлӗк курнӑ: акӑ ҫӗр ҫинче пусма тӑрать, унӑн ҫӳл вӗҫӗ тӳпенех перӗнет; акӑ Турӑ Ангелӗсем ун тӑрӑх пӗр улӑхаҫҫӗ, пӗр анаҫҫӗ.
13
Акӑ ун ҫинче Ҫӳлхуҫа тӑрать, Вӑл ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн аҫун Авраамӑн Турри, Исаак Турри; [ан хӑра]. Эсӗ выртакан ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна парӑп;
14
санӑн йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек йышлӑ пулӗ; эсӗ анӑҫпа тухӑҫ еннелле, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле сарӑлӑн; сан урлӑ, санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ӑру та пиллӗхлӗ пулӗ;
15
акӑ Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп, тет.
16
Иаков ыйхинчен вӑранса кайнӑ та: чӑнах, ку вырӑнта Ҫӳлхуҫа пурӑнать; эпӗ ӑна пӗлмен! тенӗ.
17
Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ.
18
Иаков ирхине ирех тӑнӑ та, пуҫ айне хурса выртнӑ чулне илсе, ӑна палӑк туса лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ.
19
Вара [Иаков] ҫав вырӑна Вефиль тесе ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ.
20
Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн,
21
эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн,
22
ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50