bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 32
Genesis 32
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 33 →
1
Иаков хӑй ҫулӗпе кайнӑ. [Вӑл пӑхнӑ та Туррӑн хатӗр тӑракан ҫарне курнӑ.] Ӑна Турӑ Ангелӗсем кӗтсе илнӗ.
2
Вӗсене курсассӑн, Иаков: ку Турӑ ҫарӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫак вырӑна Маханаим тесе ят панӑ.
3
Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ,
4
вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм;
5
манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.
6
Хыпар тума кайнисем, каялла таврӑнса, Иакова каланӑ: эпир санӑн Исав пиччӳ патне кайса килтӗмӗр; вӑл ӗнтӗ хӑй сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын, тенӗ.
7
Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ.
8
[Иаков] каланӑ: Исав пӗр ушкӑнне тапӑнса ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, тепӗр ушкӑнӗ хӑтӑлма пултарӗ, тенӗ.
9
Иаков тата каланӑ: эй Авраам аттемӗн Турри, Исаак аттемӗн Турри, эй Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Эсӗ мана: хӑв ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршывна, таврӑн, Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартӑп! терӗн.
10
Эсӗ Хӑвӑн чурушӑн тунӑ пур ырӑлӑха, пур ырӑ ӗҫе эпӗ тивӗҫлӗ те мар, эпӗ ҫак Иордан шывӗ урлӑ пӗр туяпа ҫеҫ каҫса кайсаттӑм, халӗ акӑ манӑн икӗ тапӑр.
11
Тӑванӑм аллинчен, Исав аллинчен, хӑтарсам мана, эпӗ унран хӑратӑп: кунта килсе, вӑл мана [тата] ачасемпе амӑшӗсене ан вӗлертӗрччӗ.
12
Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп, терӗн, тенӗ.
13
Ҫав каҫхине Иаков ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗшне, парне памашкӑн
14
икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫӗр сурӑх, ҫирӗм така,
15
сӑвакан тӗвисене тихи-мӗнӗпе вӑтӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа илсе [парса янӑ].
16
Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чурисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ.
17
Пӗрремӗш чурине хытарса каланӑ: манӑн Исав пиччем сана хирӗҫ пулса санран: эсӗ камӑн? ӑҫта каятӑн? сан умӑнта кам кӗтӗвӗ [пырать]? тесе ыйтсассӑн,
18
ҫапла кала: Иаков чурун; ку — Исав хуҫам валли янӑ парне; акӑ вӑл хӑй те пирӗн хыҫранах [килет], те, тенӗ.
19
[Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗшне те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулсассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ;
20
тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [килет] тейӗр, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.
21
Парнисем ун умӗнчен кайнӑ, хӑй вара ҫав каҫхине тапӑрта ҫӗр каҫнӑ.
22
Вӑл ҫӗр варринче тӑнӑ та, хӑйӗн икӗ арӑмӗпе икӗ хӑрхӑмне тата хӑйӗн вунпӗр ывӑлне илсе, Иавок шывӗ урлӑ ӑшӑх вырӑнтан каҫса кайнӑ;
23
вӑл вӗсене шыв урлӑ каҫарса янӑ, хӑйӗн мӗн пуррине те пӗтӗмпе тепӗр енне каҫарнӑ.
24
Иаков хӑй пӗчченех юлнӑ. Такам унпа шурӑмпуҫ киличченех кӗрешнӗ;
25
Иакова ҫӗнейменнине кура, унпа кӗрешнӗ чухне Вӑл Иаков пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑммине амантнӑ.
26
Вара [ӑна] каланӑ: яр Мана, шурӑмпуҫ килет, тенӗ. Иаков: хама пиллемесӗр ярассӑм ҫук Сана, тенӗ.
27
Ӑна каланӑ: эсӗ мӗн ятлӑ? тенӗ. Вӑл: Иаков, тенӗ.
28
[Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малашне санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ.
29
Иаков та ыйтса каланӑ: Хӑвӑн ятна каласам [мана], тенӗ. Вӑл: Манӑн ята мӗншӗн ыйтатӑн эсӗ? [вӑл — тӗлӗнмелле], тенӗ. Вара ӑна ҫавӑнта пилленӗ.
30
Иаков ҫав вырӑна Пенуэл ят панӑ; вӑл: эпӗ Турра куҫа-куҫӑн куртӑм, манӑн чунӑм сыхӑ юлчӗ, тенӗ.
31
Вӑл Пенуэлран иртнӗ чухне хӗвел тухнӑ; вӑл пӗҫҫи суранланнипе уксахласа пынӑ.
32
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем халичченех пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Кӗрешекенӗ Иаков пӗҫҫинчи шӑнӑра сӗртӗннӗ.
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 33 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50