bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 7
Genesis 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 8 →
1
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм;
2
пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил;
3
ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил,
4
мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп, тенӗ.
5
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑйне мӗн хушнине Ной пӗтӗмпе тунӑ.
6
Ҫӗр ҫине шыв тулнӑ вӑхӑтра Ной ултҫӗр ҫулта пулнӑ.
7
Ной хӑй те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те ҫӗр ҫине шыв тулас умӗн карап ӑшне кӗнӗ.
8
[Таса вӗҫен кайӑксем те, таса мар вӗҫен кайӑксем те,] таса выльӑхсем те, таса мар выльӑхсем те, [тискер кайӑксем те,] ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсем те —
9
пурте, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной патне карап ӑшне мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн аҫаллӑ-амаллӑ кӗнӗ.
10
Ҫичӗ кунран ҫӗр ҫине талай ҫитнӗ.
11
Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ;
12
вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫунӑ.
13
Шӑп ҫав кун Ной карап ӑшне кӗнӗ; Ной ывӑлӗсем те, — Сим, Хам тата Иафет, — Ной арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ те унпа пӗрле кӗнӗ.
14
Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳрекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе
15
Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ;
16
Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсем кӗнӗ хыҫҫӑн карапа хупса лартнӑ.
17
Ҫӗр ҫине шыв хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тулса пынӑ, шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑл ҫӗртен ҫӳлте пулнӑ;
18
ҫӗр ҫинче шыв вӑйлӑлансах пынӑ, питех те тулса ҫитнӗ, карап шыв ҫийӗн ишсе ҫӳренӗ.
19
Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗтӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ;
20
вӗсен тӗлӗнчи шыв вунпилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ.
21
Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ;
22
типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сывлӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ.
23
Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
24
Шыв ҫӗр ҫинче ҫӗр аллӑ кун тулса пынӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50