bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 26
Genesis 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 27 →
1
Авраам пурӑннӑ чухне пулнӑ выҫлӑхсӑр пуҫне ҫак ҫӗрте каллех выҫлӑх пулнӑ; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнӑ.
2
Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн,
3
ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп;
4
Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн тума каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.
6
Исаак Герара пырса вырӑнаҫнӑ.
7
Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ [Ревекка] ҫинчен ыйтнӑ, вӑл вӗсене: ку манӑн йӑмӑкӑм, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн «ку манӑн арӑм» теме хӑранӑ: вӑл «Ревекка питех те илемлӗ пулнӑран ҫак ҫӗрти ҫынсем мана уншӑн ан вӗлерччӗр» тесе шухӑшланӑ.
8
Вӑл унта пурӑнни чылай вӑхӑт иртсессӗн, Авимелех — Филисти патши — чӳречерен пӑхнӑ та Исаак Ревеккӑпа, хӑйӗн арӑмӗпе, вылянине курнӑ.
9
Вара Авимелех Исаака чӗнтерсе илсе каланӑ: акӑ ку санӑн арӑму-ҫке; епле-ха эсӗ: вӑл манӑн йӑмӑк пулать, терӗн? тенӗ. Исаак ӑна каланӑ: эпӗ манӑн ун пирки вилес марччӗ тесе шухӑшларӑм, тенӗ.
10
Авимелех [ӑна] каланӑ: эсӗ капла пире мӗн турӑн? [манӑн] ҫынсенчен пӗри санӑн арӑмупа кӑшт анчах хутшӑнман, эсӗ пире ҫылӑха кӗртеттӗн, тенӗ.
11
Вара Авимелех пӗтӗм халӑхне хытарса каланӑ: кам та кам ҫак ҫынна тата унӑн арӑмне тӗкӗнет, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
12
Исаак ҫав ҫӗрте тырӑ акнӑ, ҫав ҫулхине ҫӗр хут нумайрах урпа пухса илнӗ: ӑна Ҫӳлхуҫа ҫапла пилленӗ.
13
Ҫак ҫын асла тухнӑ, вӑл, ытларан ытла ҫӗкленсе, питех те асла тухса кайнӑ.
14
Унӑн вак выльӑх кӗтӗвӗсем те, шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те пулнӑ, темӗн чухлӗ ана пулнӑ, филистимсем ӑна ӑмсана пуҫланӑ.
15
Унӑн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне ашшӗн чурисем алтнӑ пусӑсене пӗтӗмпех филистимсем ишсе, тӑпра ярса хупласа лартнӑ.
16
Авимелех Исаака каланӑ: пирӗн патӑмӑртан кай, эсӗ пирӗнтен чылай вӑйлӑрах пулса кайрӑн, тенӗ.
17
Вара Исаак унтан кайнӑ, Герар айлӑмне ҫитсе, чатӑрсем карса лартса, ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.
18
Хӑйӗн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне алтнӑ пусӑсене — [хӑйӗн ашшӗ] Авраам вилсессӗн филистимсем ишсе-хупласа лартнӑ пусӑсене — Исаак ҫӗнӗрен чавса уҫнӑ; вӗсене хӑйӗн ашшӗ [Авраам] панӑ ятсенех парса тухнӑ.
19
Исаак чурисем айлӑмра [Герар айлӑмӗнче] алтнӑ та унта чӗрӗ шывлӑ пусӑ чавса кӑларнӑ.
20
Герар кӗтӳҫисемпе Исаак кӗтӳҫисем: ку пирӗн шыв, тесе тавлашнӑ. Ҫапла тавлашнӑран Исаак ҫак пусса Есек тесе ят панӑ.
21
[Исаак унтан тапранса кайсассӑн,] тепӗр пусӑ алтса кӑларнӑ; ун пирки те ҫаплах тавлашнӑ; вӑл ӑна Ситна тесе ят панӑ.
22
Вӑл кунтан тапранса кайнӑ та урӑх пусӑ алтнӑ, кун пирки тавлашман вара; ӑна Реховоф ят панӑ, вӑл: халӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире ирӗк вырӑн пачӗ, эпир ҫӗр ҫинче ӗрчӗпӗр, тенӗ.
23
Кунтан вӑл Вирсавияна куҫнӑ.
24
Ҫав каҫхине ӑна Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ — Авраамӑн, санӑн аҫун, Турри; ан хӑра, Эпӗ санпала пӗрле; сана пиллӗп, санӑн йӑхна йышлӑлантарӑп, ҫакна [санӑн аҫушӑн] Авраамшӑн, Хамӑн чурамшӑн, тӑвӑп, тенӗ.
25
Вӑл вара унта парне вырӑнӗ тунӑ та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. Вӑл унта чатӑр карса лартнӑ, Исаак чурисем унта [Герар айлӑмӗнче] пусӑ алтса кӑларнӑ.
26
Ун патне Герартан Авимелех хӑйӗн тусӗпе Ахузафпа тата хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле пынӑ.
27
Исаак вӗсене каланӑ: эсир мана курайми пулса хӑвӑр патӑртан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн ман патӑма мӗншӗн килтӗр тата? тенӗ.
28
Вӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр, ҫавӑнпа эпир санпа хамӑр хушшӑмӑрта тупа тӑвас, санпа пӗр канашлӑ пулма сӑмах татас терӗмӗр,
29
эпир сана тивмесӗр, саншӑн ыррине анчах туса тӑрса, кӑмӑллӑн ӑсатса янӑ пек, эсӗ те пире усал ан тутӑрччӗ терӗмӗр; халӗ сана Ҫӳлхуҫа пиллӗхлӗ турӗ, тенӗ.
30
Исаак вӗсемшӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем ӗҫнӗ, ҫинӗ.
31
Ирхине ирех тӑнӑ та пӗрне-пӗри тупа тунӑ; вара Исаак вӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем ун патӗнчен кӑмӑллӑн тухса кайнӑ.
32
Ҫав кунах Исаак чурисем пырса ӑна хӑйсем алтакан пусӑ ҫинчен хыпар тунӑ, вӗсем ӑна: эпир шыв тупрӑмӑр, тенӗ.
33
Ҫав пусса вӑл Шива тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа ҫав хула ку таранчченех Беэршива [Вирсавия] ятлӑ.
34
Исав хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл хӑй валли Иегудифӑна — хет ҫыннин Беэрӑн хӗрне — тата Васемафӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне — качча илнӗ.
35
Вӗсем иккӗшӗ те Исаакпа Ревеккӑна килӗшмен.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50