bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 37
Genesis 37
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 38 →
1
Иаков хӑйӗн ашшӗ [Исаак] ҫӳренӗ ҫӗрте, Ханаан ҫӗрӗнче, пурӑннӑ.
2
Иаковӑн пурӑнӑҫӗ ҫакӑ. Иосиф вунҫиччӗре чухне, яш ача чухне, хӑйӗн пиччӗшӗсемпе, ашшӗ арӑмӗсен Валлӑпа Зелфӑн ывӑлӗсемпе пӗрле, [ашшӗн] выльӑх-чӗрлӗхне кӗтсе ҫӳренӗ. Пиччӗшӗсем ҫинчен калаҫакан усал сӑмаха Иосиф хӑйсен ашшӗне [Израиле] пӗлтерсе тӑнӑ.
3
Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ.
4
Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнине курса, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман.
5
Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна тата ытларах курайми пулнӑ.
6
Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха:
7
акӑ эпир хир варринче кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ.
8
Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: эсӗ пире пуҫлӑх пулӑн-ши вара? пире тытса тӑрӑн-ши вара? тенӗ. Унӑн тӗлӗкӗсемшӗн, унӑн сӑмахӗсемшӗн вӗсем ӑна тата ытларах курайми пулса ҫитнӗ.
9
Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ.
10
Ҫавна вӑл ашшӗпе пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ; ашшӗ ӑна хӑтӑрса илнӗ: эсӗ курнӑ тӗлӗк мӗскер ку? эпӗ те, аннӳ те, пиччӳсем те сана ҫӗре ӳксе пуҫҫапма пырӑпӑр-ши вара? тенӗ.
11
Пиччӗшӗсем ӑна ҫилленсех ҫитнӗ, ашшӗ вара ҫав сӑмаха астуса юлнӑ.
12
Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сихема кайнӑ.
13
Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ. Иосиф ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ.
14
[Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ. Вара ӑна Хеврон айлӑмӗнчен ӑсатса янӑ; вӑл Сихема ҫитнӗ.
15
Ӑна пӗри хирте аташса ҫӳренине курнӑ та, ҫав ҫын унран ыйтнӑ: эсӗ мӗн шыратӑн? тенӗ.
16
Вӑл: эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп; кала-ха мана, вӗсем ӑҫта кӗтӳ кӗтсе ҫӳреҫҫӗ? тенӗ.
17
Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ. Иосиф вара хӑйӗн пиччӗшӗсем хыҫҫӑн кайнӑ та вӗсене Дофанра тупнӑ.
18
Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ та вӑл вӗсем патне ҫывӑхаричченех ӑна вӗлерес тесе канашлама пуҫланӑ.
19
Пӗр-пӗрне каланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет;
20
тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑрахӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ.
21
Рувим ҫакна илтнӗ те: вӗлерер мар ӑна, тенӗ; ҫапла ӑна вӗсен аллинчен хӑтарнӑ.
22
Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ. Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] каланӑ.
23
Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем патне ҫитсессӗн, вӗсем Иосиф ҫийӗнчен унӑн тумтирне, тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне, сӳсе илнӗ те
24
хӑйне шӑтӑка тытса пӑрахнӑ; шӑтӑкӗ типӗ пулнӑ; унта шыв пулман.
25
Вӗсем апат ҫиме ларнӑ; ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ вӗҫрен-вӗҫ тӗве килет: Галаадран Измаил ҫыннисем килеҫҫӗ, тӗвисем ҫине стиракса, бальзам тата латӑн тиенӗ — вӗсем ҫавна Египета леҫме каяҫҫӗ.
26
Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юнне пытарса пире мӗн усси?
27
Каяр та ӑна Измаил ҫыннисене сутар, аллӑмӑрсем ун ҫинче ан пулччӑр: вӑл пирӗн тӑван, пирӗн ӳт, тенӗ. Тӑванӗсем унпа килӗшнӗ,
28
Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫирӗм кӗмӗлле сутса янӑ; лешӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ.
29
Рувим каллех шӑтӑк патне пынӑ; акӑ шӑтӑкра Иосиф ҫук. Вӑл хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та
30
тӑванӗсем патне каялла таврӑнса: ача ҫук! ӗнтӗ манӑн, манӑн ӑҫта кайса кӗрес? тенӗ.
31
Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ;
32
унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ.
33
Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ.
34
Иаков, хӑйӗн тумтирне ҫурса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, ывӑлӗшӗн нумай кун йӗрсе пурӑннӑ.
35
Ӑна йӑпатма пур ывӑлӗ те, пур хӗрӗ те пуҫтарӑннӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман, вӑл: йӗрсе-хурланса, хамӑн ывӑлӑм патне ҫӗр айне кӗрӗп, тенӗ. Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ.
36
Иосифа вара Египетра мадиансем Потифара — фараон таврашӗнчи ҫынна, фараон сыхлавҫисен пуҫлӑхне — сутса янӑ.
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 38 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50