bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 3
Genesis 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 4 →
1
Ҫӳлхуҫа Турӑ пултарнӑ хир кайӑкӗсенчен ҫӗлен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и? тенӗ.
2
Арӑм ҫӗлене каланӑ: эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр,
3
Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ, тенӗ.
4
Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр,
5
Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ.
6
Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑхлантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ.
7
Ӗнтӗ иккӗшӗн те куҫӗсем уҫӑлнӑ, вӗсем хӑйсем ҫарамас пулнине пӗлнӗ; вара смоква йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкӗнчен ҫакса янӑ.
8
Вӗсем кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра райра ҫӳрекен Ҫӳлхуҫа Турӑ сассине илтнӗ; Адампа унӑн арӑмӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнчен райри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ.
9
Ҫӳлхуҫа Турӑ Адама чӗнсе: [Адам,] эсӗ ӑҫта? тенӗ.
10
Вӑл: эпӗ Санӑн сассуна райра илтрӗм те хам ҫарамас пулнипе хӑраса пытантӑм, тенӗ.
11
[Турӑ] каланӑ: эсӗ ҫарамассине сана кам каларӗ? Эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и эсӗ? тенӗ.
12
Адам каланӑ: йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ.
13
Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑма каланӑ: эсӗ капла мӗн турӑн? тенӗ. Арӑм: мана ҫӗлен илӗртрӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн;
15
санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.
16
Арӑма каланӑ: эсӗ йывӑр ҫын чухне санӑн асапна ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пырӑп; ачусене тертленсе ҫуратӑн; эсӗ упӑшкушӑн тӗмсӗлӗн, вӑл вара санӑн хуҫу пулӗ, тенӗ.
17
Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн;
18
ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн;
19
ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.
20
Адам хӑйӗн арӑмне Ева ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗтӗм пурӑнакансенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ.
21
Ҫӳлхуҫа Турӑ Адампа унӑн арӑмӗ валли тир тумтирсем туса вӗсене тӑхӑнтартнӑ.
22
Ҫӳлхуҫа Турӑ каланӑ: акӑ Адам, ырӑпа усала пӗлсе, Пирӗнтен пӗри пек пулса тӑчӗ; халӗ ӗнтӗ вӑл тата, аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫитӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр, тенӗ.
23
Ҫӗртен илнӗскер ҫӗр ӗҫлесе пурӑнтӑр тесе Ҫӳлхуҫа Турӑ ӑна Эдем пахчинчен кӑларса янӑ.
24
Адама хӑваласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50