bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 45
Genesis 45
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 44
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 46 →
1
Иосиф вара текех чӑтса тӑрайман, хӑй тавра тӑракан мӗнпур ҫын умӗнчех: ман патӑмран пурне те кӑларса ярӑр! тесе кӑшкӑрса янӑ. Хӑйне тӑванӗсене паллаттарнӑ чухне Иосиф патӗнче никам та пулман.
2
Вӑл уласа йӗрсе янӑ, ҫакна Египет ҫыннисем те илтнӗ, фараон ҫуртӗнчисем те илтнӗ.
3
Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ — Иосиф, манӑн аттем сывӑ-и-ха? тенӗ. Анчах тӑванӗсем ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнеймен: вӗсем ун умӗнче аванмарланса тӑнӑ.
4
Вара Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: ман патӑма ҫывӑхарӑр-ха, тенӗ. Вӗсем ҫывӑха пырса тӑнӑ. Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр;
5
анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ;
6
ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те;
7
сире ҫӗр ҫинчен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ.
8
Ҫапла, мана кунта эсир яман, Турӑ янӑ, Вӑл мана фараон ашшӗ туса хучӗ, унӑн пӗтӗм килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ турӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрне тытса тӑраканӗ турӗ.
9
Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла;
10
эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ;
11
сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.
12
Ҫакна сире хам чӗлхе-ҫӑварӑмпа каланине сирӗн куҫӑр та, манӑн пӗртӑванӑм Вениамин куҫӗ те курать;
13
аттеме манӑн Египетри пӗтӗм чапӑм ҫинчен, хӑвӑр мӗн курни ҫинчен пурне те каласа парӑр, аттеме хӑвӑртрах кунта илсе килӗр, тенӗ.
14
Вӑл Вениамина, хӑйӗн шӑллӗне, мӑйӗнчен ыталаса илсе йӗрсе янӑ; Вениамин та унӑн мӑйӗнчен уртӑнса йӗнӗ.
15
Вӑл хӑйӗн пур тӑванне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ. Унтан тӑванӗсем унпа калаҫнӑ.
16
Иосиф тӑванӗсем килни ҫинчен фараон ҫуртне те хыпар ҫитнӗ, фараон хӑй те, унӑн чурисем те ҫакӑншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ.
17
Фараон Иосифа каланӑ: хӑвӑн тӑванусене кала: эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: выльӑхӑрсем ҫине [тырӑ] тийӗр те Ханаан ҫӗрне кайӑр, те;
18
хӑвӑр аҫӑра, килӗр-йышӑра илӗр те ман патӑма тухса килӗр; эпӗ сире Египет ҫӗрӗнче чи лайӑх [вырӑн] парӑп, эсир паха ҫӗр ҫимӗҫӗ ҫисе пурӑнӑр, те.
19
Сана тата калама хушатӑп: ҫапла тӑвӑр: хӑвӑр ачӑрсем валли, хӑвӑр арӑмӑрсем валли Египет ҫӗрӗнчен чаплӑ урапасем илсе кайӑр, аҫӑра илӗр те кунта килӗр;
20
хӑвӑр япалӑрсене ан хӗрхенӗр, эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп, те, тенӗ.
21
Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та. Фараон хушнипе Иосиф вӗсене чаплӑ урапасем панӑ, ҫул ҫине мӗн кирлине парса янӑ,
22
улӑштарса тӑхӑнма пурне те тумтир панӑ, Вениамина вара виҫҫӗр сикль кӗмӗл тата улӑштарса тӑхӑнма пилӗк тумтир панӑ;
23
ашшӗ валли те вунӑ ашак ҫине Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласем тиесе янӑ, ашшӗ валли ҫула тухмашкӑн вунӑ ама ашак ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тиесе янӑ.
24
Вара тӑванӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем кайнӑ. Вӗсене: ҫул ҫинче ан хирӗҫӗр, тенӗ.
25
Вӗсем Египетран тухса кайнӑ та Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ,
26
вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: [санӑн ывӑлу] Иосиф чӗрӗ, халӗ вӑл пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче пуҫлӑх пулса тӑрать, тенӗ. Анчах унӑн чӗри вӑрка пуҫланӑ, вӑл вӗсене ӗненме те пултарайман.
27
Вӗсем ӑна хӑйсене Иосиф каласа янӑ сӑмахсене пурне те каласа панӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйне илсе каймашкӑн Иосиф парса янӑ чаплӑ урапасене те курнӑ, вара Иаковӑн, вӗсен ашшӗн, чунӗ хӗпӗртесе кайнӑ,
28
вара Израиль каланӑ: [мана ку] ҫитет ӗнтӗ, Иосиф ывӑлӑм чӗрӗ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ӑна, тенӗ.
← Chapter 44
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 46 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50