bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 48
Genesis 48
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 47
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 49 →
1
Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выртать, тенӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков патне кайнӑ].
2
Иакова хыпар туса каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ. Израиль хӑйӗн халне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ.
3
Иаков Иосифа каланӑ: Пурне те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ханаан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ,
4
Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ.
5
Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскерсем — манӑн ывӑлсем вӗсем; Рувимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ;
6
вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗсем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ.
7
Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫитесси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [санӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑна — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗррине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.
8
Израиль Иосиф ывӑлӗсене курнӑ та: кусем камсем? тенӗ.
9
Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: кусем — Турӑ мана кунта панӑ ывӑлӑмсем, тенӗ. [Иаков] каланӑ: вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, вӗсене пиллем эпӗ, тенӗ.
10
Ватӑлнипе Израилӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курайман. Иосиф вӗсене ун патне илсе пынӑ, Израиль вӗсене чуптуса, ыталаса илнӗ.
11
Израиль Иосифа каланӑ: эпӗ санӑн сӑнна курасса сунманччӗ; акӑ Турӑ мана санӑн ачусене те кӑтартрӗ, тенӗ.
12
Иосиф, вӗсене Иаков чӗрҫийӗ патӗнчен аяккарах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
13
Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗшне те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылтӑм аллине хирӗҫ пырса тӑратнӑ.
14
Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫине, кӗҫӗннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ. Манассия малтанхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ.
15
Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Исаак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Турӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ,
16
мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ачасене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулччӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрчесе-хунаса кайччӑр, тенӗ.
17
Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылтӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫакӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вара вӑл ашшӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫинчен Манассия пуҫӗ ҫине илсе хума тӑнӑ,
18
Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ.
19
Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗлетӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑллӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗнчен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ.
20
Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ. Вара Ефрема Манассияран аслӑ туса хунӑ.
21
Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, сире хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ;
22
сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.
← Chapter 47
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 49 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50