bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 43
Genesis 43
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 42
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 44 →
1
Ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах ҫитнӗ.
2
Вӗсем Египетран илсе килнӗ тыррине ҫисе пӗтерсессӗн, ашшӗ вӗсене каланӑ: татах кайӑр, хамӑр валли кӑштах тырӑ илсе килӗр, тенӗ.
3
Иуда ӑна ҫапла тесе каланӑ: леш ҫын пире татсах каласа хучӗ, хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ.
4
Эсӗ шӑллӑмӑра пирӗнпе пӗрле ярсассӑн, сана тырӑ илсе килсе парӑпӑр,
5
ямасассӑн — каймастпӑр, мӗншӗн тесессӗн леш ҫын пире: хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ, тенӗ.
6
Израиль каланӑ: ҫав ҫынна хӑвӑрӑн тата кӗҫӗн шӑллӑр пур тесе мана мӗншӗн ҫав тӗрлӗ усал тумалла пулнӑ-ши сирӗн? тенӗ.
7
Вӗсем каланӑ: вӑл ҫын пирӗн ҫинчен, пирӗн йӑх-кӑк ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, вӑл: аҫӑр пурӑнать-и-ха? тата сирӗн тӑванӑр пур-и? терӗ. Эпир ӑна ҫапла ыйтнӑран каласа патӑмӑр. Эпир вӑл «шӑллӑра илсе килӗр» теессе пӗлнӗ-им-ха? тенӗ.
8
Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр;
9
уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп;
10
чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
11
Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр;
12
аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ;
13
хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр;
14
Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
15
Вара ҫав ҫынсем ҫак парнесене илнӗ, аллине икӗ хут ытла кӗмӗл илнӗ, Вениамина та илнӗ, вара тапранса Египета тухса кайнӑ та Иосиф умне пырса тӑнӑ.
16
Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ.
17
Ҫынни Иосиф каланӑ пек тунӑ, вӑл ку ҫынсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнӗ.
18
Ку ҫынсем хӑйсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнинчен хӑраса ӳкнӗ, вӗсем каланӑ: ӗнтӗ пире унччен хамӑр михӗсене каялла чиксе янӑ кӗмӗлшӗн илсе кӗчӗҫ, пире тӑрӑнса, пире тапӑнасшӑн та пире чурана илесшӗн, пирӗн ашаксене те илесшӗн, тенӗ.
19
Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса
20
каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ,
21
ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр;
22
тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
23
Вӑл каланӑ: лӑпланӑр, ан хӑрӑр; сирӗн миххӗрсене Туррӑр, хӑвӑр аҫӑрӑн Турри, мул хурса янӑ; сирӗн леш кӗмӗлӗр ман пата ҫитрӗ, тенӗ. Унтан вӑл вӗсем патне Симеона илсе пынӑ.
24
Ҫав ҫын вӗсене Иосиф пӳртне илсе кӗнӗ те шыв панӑ, вӗсем урисене ҫунӑ; вӗсен ашакӗсене те апат панӑ.
25
Кӑнтӑрла тӗлне, Иосиф килнӗ ҫӗре, вӗсем парнесем хатӗрлесе хунӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫиессине илтнӗ.
26
Иосиф килне таврӑннӑ; вӗсем хӑйсен аллинчи парнисене унӑн килне илсе пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
27
Вӑл вӗсенчен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те каланӑ: хӑвӑр каланӑ ватӑ аҫӑр сывах-и? пурӑнать-и-ха вӑл? тенӗ.
28
Вӗсем каланӑ: санӑн чуру, пирӗн аттемӗр, сывӑ тӑрать, пурӑнать-ха, тенӗ. [Вӑл: ҫав ҫынна Турӑ пилленӗ, тенӗ.] Вӗсем чӗркуҫленнӗ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
29
[Иосиф] пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Вениамина — хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне — курса каланӑ: эсир мана каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и? тенӗ. Унтан: Турӑ ырӑлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр, ывӑлӑм! тенӗ.
30
Иосиф васкаса тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑллӗне юратнипе унӑн чун-чӗри вутла хыпса илнӗ, вӑл йӗрсе яма хатӗр пулнӑ; вӑл, шалти пӳлӗмне кӗрсе, ҫавӑнта йӗнӗ.
31
Унтан питне-куҫне ҫуса тухнӑ та кӑмӑлне пусарса: ҫиме парӑр, тенӗ.
32
Апатне Иосифа хӑйне уйрӑм, кусене хӑйсене уйрӑм, унпа пӗрле апатланакан Египет ҫыннисене хӑйсене уйрӑм панӑ, мӗншӗн тесессӗн Египет ҫыннисем еврейсемпе пӗрле ҫимеҫҫӗ, Египет ҫыннисемшӗн ку ирсӗр ӗҫ шутланать.
33
Вӗсем унӑн умӗнче асли аслине кура, кӗҫӗнни кӗҫӗннине кура ларса тухнӑ, ҫак ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗлӗнсе ларнӑ.
34
Иосиф вӗсене хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апата партарса тӑнӑ, Вениамин пайӗ ыттисен пайӗнчен пилӗк хут ытларах пулнӑ. Вӗсем ӗҫнӗ, унпа пӗрле чылаях ӗҫнӗ.
← Chapter 42
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 44 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50