bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 39
Genesis 39
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 38
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 40 →
1
Иосифа Египета илсе ҫитернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ.
2
Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ: унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ, вӑл хӑйӗн хуҫин, Египет ҫыннин, ҫуртӗнче пурӑннӑ.
3
Унӑн хуҫи унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнине, вӑл тӑвакан пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа ун аллинче ӑнтарса пынине курса тӑнӑ.
4
Иосиф ун умӗнче ырӑлӑх тупнӑ, уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑл Иосифа хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑраканӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах унӑн аллине панӑ.
5
Иосифа хӑйӗн ҫуртне, хӑйӗн мӗн пуррине пурне те тытса тӑраканӗ тунӑранпа Ҫӳлхуҫа Турӑ Египет ҫыннийӗн кил-ҫуртне Иосифшӑн пилленӗ, унӑн килӗ-ҫуртӗнче, [унӑн] хирӗнче мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитнӗ.
6
Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫиекен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен. Иосиф илемлӗ пӳ-силлӗ, илемлӗ сӑн-питлӗ пулнӑ.
7
Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хывнӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр, тенӗ.
8
Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн хуҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ;
9
ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ.
10
Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен;
11
пӗр кунхине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман;
12
арӑм ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ. Анчах Иосиф хӑйӗн тумтирне унӑн аллинче хӑварса чупса тухса кайнӑ.
13
Вӑл, Иосиф хӑйӗн тумтирне ун аллинче хӑварса чупса тухнине курсассӑн,
14
килӗнчи ҫыннисене чӗнсе, вӗсене ҫапла каланӑ: пӑхӑр-ха, вӑл пирӗн пата ҫак еврее пире мӑшкӑллама илсе килнӗ. Вӑл ман патӑма манпа ҫывӑрма кӗчӗ, анчах эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ятӑм та,
15
эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса янине илтсессӗн, вӑл хӑйӗн тумтирне ман аллӑмра хӑварса чупса тухса тарчӗ, тенӗ.
16
Вара вӑл унӑн тумтирне хӑйӗн упӑшки, Иосиф хуҫи, килне таврӑниччен хӑй патӗнче тытнӑ.
17
Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,]
18
анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.
19
Арӑмӗ каланӑ сӑмахсене: «санӑн чуру мана ҫапла турӗ» тенине илтсессӗн, Иосиф хуҫи тарӑхса кайнӑ;
20
хуҫи Иосифа тытнӑ та патша хупса лартнӑ ҫынсем патне тӗрмене хуптарнӑ. Иосиф вара унта тӗрмере ларнӑ.
21
Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та, Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ.
22
Тӗрме пуҫлӑхӗ тӗрмере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ, вӗсем унта кирек мӗн тусассӑн та, пур ҫӗрте те астуса тӑраканни Иосиф пулнӑ.
23
Тӗрме пуҫлӑхӗ ӗнтӗ Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та, мӗншӗн тесессӗн Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ.
← Chapter 38
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 40 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50