bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 14
Genesis 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 15 →
1
Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Ариох, Елам патши Кедорлаомер тата Гоим патши Фидал пурӑннӑ кунсенче
2
ҫавсем Содом патшине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.
3
Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑнӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ.
4
Кедорлаомер вӗсене вуникӗ ҫул пӑхӑнтарса тӑнӑ пулнӑ, вунвиҫҫӗмӗш ҫулхине вара вӗсем пӑлхав хускатнӑ.
5
Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене,
6
хӑйсенӗн Сеир теекен ту хушӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ.
7
Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ.
8
Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ,
9
Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ.
10
Сиддим айлӑмӗнче тикӗт шӑтӑкӗ нумай пулнӑ. Тара пуҫланӑ Содом патшипе Гоморра патши ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем тусем ҫине тарнӑ.
11
Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑн мӗнпур пурлӑхне тата сых ятне хатӗрленине те пӗтӗмпех илсе кайнӑ.
12
Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.
13
Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри пынӑ та Аврам еврее хыпар тунӑ; Аврам ун чухне Мамре юманлӑхӗнче пурӑннӑ. Мамре вӑл аморрей ҫынни, Эшколпа Анер тӑванӗ, пулнӑ, кусем Аврампа пӗр канашлӑ тӑнӑ.
14
Аврам, хӑйӗн йӑхташӗ [Лот] тыткӑна ҫакланнине илтсессӗн, хӑй ҫуртӗнче ҫуралнӑ виҫҫӗр вунсакӑр чурине вӑрҫӑ кӑралӗ тыттарнӑ та тӑшмансем хыҫҫӑн Дан патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ;
15
вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса, вӑл хӑйӗн чурисемпе пӗрле вӗсене ҫӗрле тапӑннӑ та пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӗсене Дамаскӑн сулахай енчи Хова теекен вырӑна ҫитичченех хӑваласа кайнӑ;
16
вӗсен пӗтӗм тупӑшне туртса илнӗ, хӑйӗн йӑхташне Лота та, унӑн мӗнпур пурлӑхне те, ҫавӑн пекех тата хӗрарӑмӗсене те, халӑхне те каялла тавӑрнӑ.
17
Вӑл Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухса тӑнӑ, ҫав вырӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ;
18
Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илсе тухнӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ, —
19
Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ;
20
тӑшманусене хӑвӑн аллуна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ. [Аврам] ӑна хӑйӗн пӗтӗм тупӑшӗнчен вуннӑмӗш пайне панӑ.
21
Содом патши Аврама каланӑ: ҫыннисене мана пар, туприне хӑвӑн валли ил, тенӗ.
22
Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп,
23
санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп;
24
хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50